11 июня 2015 г.
Парез - ěнесен пӑруланӑ хыççӑн пуçланакан питě йывăр чирě. Унпа ытларах сěт нумай паракан , концентратлă апатпа вăйлă тăрантаракан, сахал хускалакан, витěр çил çинче, сивě вырăнта усракан ěнесем аптăраççě. Тата ку чир организм кальций нумай çухатнипе пулать. Вăл пăрăвăн шăммисене йěркеленме, ҫавăн пекех ěне ырри тата сӗт пухма каять. Чăн та , ку чирěн сăлтавěсене пурне те тěплěн тӗпчесе пӗлеймен-ха. Парез пăруланă хыҫҫăнхи 2-3 кунсенче пуҫланать. Апат ҫиесси чаксан, начар кавлесен тата вăл сӗлкӗш, чӗтрет пулсан, ӗне чирлени паллă. Унăн ура ҫине тăма та вăй ҫук. Тăчӗ пулсан та кăштахран ураран ӳкет, унтан урисене хырăм айне хуҫлатса выртать. Пуҫне айккинелле ҫавăрса мăйне тăсса хурать. Чирлӗӗнен куҫӗсенчен куҫҫуль юхать, ӳчӗ, мăйракисем, урисем сивӗ пулаҫҫӗ. Ӳт-пӳ температури ытларах чухне йӗркеллӗ, чир вăраха тăсăлсан 35-36 градуса ҫитет. Ҫăварӗ уҫăлать, чӗлхи тăсăлса тухать, сӗлеке юхать. Ҫăтма пултараймасть. Майӗпен, хăрăлтатса сывлать, пуҫне енчен енне суллать, стенана, урайне ҫапăнтарать, шăлӗсемпе шатăртаттарать, ҫурăмӗ ҫине ҫаврăнса выртса макăрма пуҫлать. Ку нумай вăхăта пымасть, ӗне лăпланать. Ӗнен сӗт ҫухалать е чакать. Чи палăракан чир сăлтавӗ - тула тухайманни. Кун пек чухне шăк хăмпи тата пыршăлăх хытса тулса лараҫҫӗ.
Мӗнле майпа сыватмалла-ха ҫак чиртен? Парезпа чирлӗ ӗнене ҫийӗнчех сиплеме тытăнмалла. Пӗрремӗш вăл - ӗне ҫиллине сывлăш вӗрсе кӗртесси. Ӗнене аяк ҫине вырттармалла. Ҫилли айне хулăн пир е ал шăлли хумалла. Массаж тунă евӗр чӗччисене спиртпа е лизол /1%/ ирěлчěкěпе сăтăрмалла. Чи малтанах сӗт ҫулне тасатма сӗтне кăшт кăна юхтарса кăлармалла. Сывлăш вӗртернӗ чухне ҫиллине инфекци кӗртес мар тесе ҫак ӗҫе тирпейлӗ пурнăҫламалла. Кун валли «Эверс» аппарат пур.
Ку ӗҫе выльăх тухтăрӗсем пурнăҫлаҫҫӗ. Чир часах иртсе кайманни те пулать. Ура ҫине тăрсан та темиҫе сехет хушши мышцăсем чӗтренни курăнать.
Сывлăш вӗртерсе кӗртнӗ хыҫҫăн улăмран е утăран жгут туса выльăхăн кайри пайне сăтăрмалла. Ун хыҫҫăн ӳтне ăшă типӗ япалапа лайăх витсе хумалла. Унтан тула тухма пулăшас пулать. 3,5 литр супăнь шывӗпе клизма лартмалла. Кофеинпа инъекци тумалла.
Венăран глюкоза растворӗ ямалла. Ҫийӗнчех пулăшу парсан ӗне çур сехетрен ура ҫине тăрать те апат ҫиме тытăнать. Ҫак чир вăхăтӗнче эмел пама юрамасть, мӗншӗн тесен вăл ҫатаймасть, тип карланкине ларса вилме пултарать. Ӗне ура ҫине тăрсан 12-24 сехетрен сума юрать.
Асăннă чир ан асаплантартăр тесен ҫие юлнă юлманах D3 витаминпа укол тумалла. Пăруличчен 1-2 талăк юлсан татах ҫак витамина памалла, утă ҫитермелле, люцернăпа клевер шайне чакармалла. Пăруличчен 1 эрне юлсан кашни кун сахăр ирěлчěкě / 1,2л шыв ҫине 250г/ пама пуҫламалла. Кунсăр пуҫне апат ҫине мел ярса е кальции пур апат-ҫимӗҫ ҫитермелле. Пăруличчен 14 кун юлсан кальциллӗ апата ҫитерме пăрахас пулать. 4-5 кун юлсан вара белоклă апат çитермелле мар /пăрҫа, жмых/.Тӗп вырăнта углеводлă апат пулмалла . Ӗне ҫамрăк пулсан, белоклă ҫимӗҫе пăрахтармалла мар, чакармалла çеç. Кунсерен уҫăлтарма илсе тухмалла.
Вăхăтра сыватма пуҫласан чирлӗ ӗне сывалать. Тухтăр пулăшмасан 12-24 сехет хушшинче вилет. Сайра хутра чир 5-12 талăка пырать, сахал чухне 2-3-мӗш кунне выльăхăн чир паллисем иртеççě. Ҫавăнпа та ӗне-выльăх чирлесен тухтăра вăхăтра пӗлтермелле.
М. Иглова, Чутей ял тăрăхӗн выльăх тухтăрӗ.