24 апреля 2015 г.
Тӑван ҫěршыва нимěҫ фашисчěсенчен хӳтěлеме Чутей ялěнчен 261 ҫын тухса кайнӑ, тен, ытларах та, эпир пěлменнисем те пулěҫ. 146 ҫын вӑрҫӑ хирěнче пуҫěсене хунӑ е хыпарсӑр ҫухалнӑ. Мěн тери йывӑр пулнӑ вěсене фронтра. Хӑйсем вилессе пěлсех ҫапӑҫӑва кěнě: таса тӳпешěн, ҫутӑ хěвелшěн, тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн, ҫěршыв ирěклěхěшěн. Эпир вěсем умěнче ěмěр парӑмра.
Фашистла Германие ҫěнтернěренпе 70 ҫул ҫитнě май вӑрҫӑ хирěнче пуҫěсене хунӑ тата вӑрҫа хутшӑннӑ ентешсене асӑнса Чутейре стенд туса хатěрленě. Унта паттӑрсен ачисен, мӑнукěсен, кěҫěн мӑнукěсен ҫывӑх тӑванěсен сӑнěсем. Стенда хатěрлеме ял ҫыннисем нумай пулӑшрěҫ. Ҫак ěҫе хутшӑннисене пурне те питě пысӑк тав. Юрий Белков ҫемйине уйрӑммӑн палӑртса хӑварас килет.
З.Иванова.