27 марта 2015 г.
Константин Васильевич Иванов… Вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 125 ҫул тулать. Вăл - чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ. Хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне, ҫиҫсе тӑракан тивлетлӗ талантне пӗтӗмпех чӑваш халӑхне панӑ, чӑваш литературине классика тӳпине ҫӗкленӗ. 2015ҫула Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе К.В.Иванов ҫулӗ тесе йышӑннӑ.
Чутей ял библиотекинче «Константин Иванов –чӑваш поэзийӗн классикӗ» литература уявӗ иртнӗ. Пухӑннисене поэт пурнӑҫӗпе тата творчествипе паллаштарнӑ. Уявра унӑн сӑввисем чӑвашла тата вырӑсла янӑранӑ. К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх электронлӑпрезентаци курнӑ. Поэмӑна нумай чӗлхе ҫине куҫарнипе ытти халӑхсем те юратса вулаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне библиотекӑра «Чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ»кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра Иванов вулавӗ пырать.
К. В. Иванов ячӗӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ, ӑна пурте таса чунпа аслӑ вӗрентекен вырӑнне хурса хаклӗҫ.
З.Иванова.