Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ачисем вырăнӗнчех

06 марта 2015 г.

Ăча-пăча –çемье савăнăçě . Ачасем усрава илсе пăхса çитěнтересси - сăваплă та сумлă.Чутейре те ун пек çемьесем йышлă. Пěрисен ачисем шкула çÿресе пěлÿ пухаççě (ун пеккисем тăваттăн), теприсем çунатне сарса пурнăç çулě çине тухнă. Кашни çемьерех усравсене хăйсен тăван ачине пăхнă пекех юратаççě.Тěрěс воспитани парса, сěнÿсемпе, ырă канашсемпе ачасен чун-чěрисене пуянлатаççě. Акă, Светăпа (11кл.) Гена (9кл.) Степановсем Светлана Николаевна Майорова çемйинче тăххăрмěш çул пурăнаççě. Вěсен аппăшě Лена Чутей шкулěнче 9 класс пěтернě. Çемье çавăрма та ěлкěрнě. Ача амăшě пулма хатěрленет. Светлана Николаевна хăйěн мăшăрěпе Серго Сергеевичпа питě юратса ÿстернě, урлă-пирлě сив сăмах пулман. Çак хушăра тěрдě ěсе хăнăхтарнă. Килти хуçалăха, пÿрт-çурта таса тытма вěрентнě.

«Эпир аппапа иксěмěр питě аван пурăнатпăр, пиреку çемьере питě килěшет, туслăх, килěшÿ хуçаланни малалла ăнтăлма хавхалантарать..Пур ěçе те пěрле, канашласа тăватпăр. Ялта вара ěç нумай, анчах эпир вěсенчен хăраса лармастпăр, санăн е манăн тесе уйăрмастпăр. Кěтěве каймалла-и,

Кĕтĕве каймалла- и, парк территорийĕнче вăй хумалла-и, ток çинче тăрăшмалла-и е уй-хир ĕçченĕсем патне апатпа тухмалла-и – пур чухне те ĕçлеме хатĕр эпир», - пĕтĕмлетрĕç Генăпа Света. Чăн та, питĕ маттур ачасем. Истори предметне ытларах кăмăлланине, фантастика хйлавĕсем вулама юратнине палăртрĕ хăйĕн калаçавĕнче Гена. Светлана Николаевна ачасен тăрăшулăхĕпе ырă кăмăлĕшĕн, таса чунĕсемшĕн савăнать, вĕсене ыррине çеç сунать.

Леня Фоминпа Дима Степанов усрав ачасем Елена Ивановна тата Владимир Сергеевич Шамбулинсен çемйинче ÿсеççě. Хăйсен икě хěр çитěнет. Çапла вара тăватă ача пăхса ÿстереççě Шамбулинсем. Леньăпа Дима спортпа питĕ туслă, хĕллехи вăхăтра каток площадкинчен тухма та пĕлмеççĕ. Иккĕшĕ те ĕçчен, çемьепе килти выльăхсене пăхма юратаççĕ, кроликсем ĕрчетнě çěрте тăрăшаççě.

Пěрле ěçлесе ÿссе çемьене тĕрекленме пулăшаççĕ арçын ачасем. Шухă та пулаççě пуль. Кун çинчен Дима çапла калать: « Хăш чухне итлеменни те пулкалать, анчах та вăхăт иртнĕçем çакăншăн намăс пулнине туятăп. Хамăра пăхса ӱстерекен аттепе аннене тав тăватпăр, йăнăш тунăшăн каçару ыйтатпăр». Леня та калаçăва хутшăнчě: «Мана та пысӑк ҫемьере пурӑнма килěшет, аттепе аннене хисеплетěп, килти хуҫалӑхра вӑй ҫитнě таран пулӑшатӑп. Вěренӳре «4», «5»паллӑсемпе ҫеҫ вěренсе пыма тěллев лартрӑм. Çапла майпа эпě çывăх çыннăмсене савӑнтаратӑп».

Ачасене малашлӑх тěллевсем палăртма яланах пулӑшмалла. Аслисем тĕрĕс çул кăтартса пырсан, ĕçпе туслашсан, çын пурнăçа илемлĕ тума пултарнине ăнлансан ачасен кăмăл-туйăмĕ пуянланĕ.

Л.Михайлова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика