12 декабря 2014 г.
Часах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитет. Фашистла Германие хирĕç кĕрешсе паянхи мирлĕ пурнăçа нумай çамрăк кураймарĕ, çĕр-шыв ирĕклĕхне хӳтĕлесе вăрçă хирĕнче паттăрла çапăçса пуçĕсене хучĕ.
Паллах, вĕсем фронтран ашшĕ-амăшĕ, çемйи,савнийĕсем патне тăшмана çĕнтерессе шанса, малалла телейлĕ пурнăç пуласса ĕмĕтленсе çырусем çырнă.
Виç кĕтеслĕ çырусем…Вĕсене шăрçаланă вăхăтра салтаксен куçĕсем куççульпе тулнă пулĕ.
Çулсем иртнĕ май çырусем саралнă, хăш – пĕр листисем час-час тытса вуланипе çийĕнсе те пĕтнĕ.
Акă, ÇĕнĕИшпуçĕнчи Александр Васильев 1943 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче çырнă çырăвĕнчен:
«Салам сире, юратнă çемье-Укçине, Варук, Анна, Клавье, Маруся. Атте-аннесене те, пăянама,хунямана, Тихон тетене салам. Эпĕ виççĕмĕш çыру çыртарса яратăп. Илетĕр-и çырусене? Илнĕ пулсан, пĕлтĕр пулĕ, илтмен пулсан, ку çыру çитсен пĕлетĕр. Манăн сылтăм алă хултĕпĕнченех çук. Икĕ хут касрĕç.Суран çинчен пĕлтерес те килмест , пурпĕрех çырса ярас терĕм. Тӳрленсе çитет пуль-ха. Çырăр, мĕнле пурăнатăр? Ялти хыпарсене пĕлес килет. Колхозра тырă параççĕ-? 20-мĕш июльтен сирĕнтен çыру илмен. Хыпарсене питĕ пĕлес килет. Тӳрленсен, киле таврăнмалла пулать. /Вологодская обл. ст.Харовский п/я 4, отд.6/.
Çапла, паттăрсем хăйсен суранĕсем çинчен çемйисене пĕлтерсе, кулянтарас мар тенĕ пулĕ.
Чутей ялĕнчи Кирилл Васильевич Чернов /7.11.1942ç./юратнă мăшăрне çырнă çырăвĕнчен:
« Сывă-и, манăн юратнă, хаклă Клава!
Сирĕн çинчен пĕлес, курас килет. Анчах эпĕ ăна кĕтсе илейместĕп пулĕ, пире часах фронта яраççĕ. Эпĕ час-часах çыру яратăп, сирĕтен пĕр уйăх ĕнтĕ илмен. Сирĕн пата çитеççĕ-и вĕсем? Эпĕ совет халăхĕшĕн вилсен, Клава, эсĕ ачасене ан пăрах, лайăхрах воспитании пама тăрăш. Эпĕ вĕсене питĕ хĕрхенетĕп. Пурсăра та курас килет. Санпа мĕн те пулин пулсан ачасем пĕтеççĕ, кун çинчен шутласан чĕре ыратса тăрать, куççуль юхать. Хутьте мĕнле пулсан та хăвăн сывлăхна упра, эсĕ çемье пуçлăхĕ халĕ. Эсĕ пулмасан, манăн çемье пĕтет.
Ку çырăва икĕ кун каялла çырма пуçланăччĕ, паян çырса пĕтертĕм.»
Лаврентий Степанович Соколов 1943 çулхииюнĕн 15-мĕшĕ çырнă çырăвĕнчен:
« Ырă кун. 1943 çулхииюнĕн 15-мĕшĕнче çыратăп çак çырăва. Анне тата Валя, сире юратсаХĕрлĕ Çар ячĕпе питĕ пысăк салам яратăп…
Июнĕн 14-мĕшĕнче çĕрле 12 сехет тĕлĕнче эпир тревогăпа тухса кайрăмăр. Нимĕç танкĕсене хирĕç тăтăмăр тăваттăшне çĕмĕрсе тăкрăмăр. Тепĕр кунне 7 сехетре каялла килтĕмĕр. Хам отделенирен 6 çынран икĕ салтака çухатса хăвартăм, пĕри сулахай ураран аманчĕ. Вилсе юлнисем вырăнне урăххисем килчĕç. Отделенире пурте казахсем. Вĕсемпе сăмахлама кансĕр, вырăсла пĕлмеççĕ. Çапла, аннепе Валя, нимĕçсем пире çĕнтереççĕ тесе ан шутлăр, çĕнтерÿ пирĕн алăра пулать. Нимĕç салтакĕсем те вăрçса ывăннă пулас, хирĕç пулсанах, аллисене çĕклесе пирĕн енне каçаççĕ…
Çак çырăва илсен ман пата çыру ярăр, хăвăр пурнăç çинчен тата ялти хыпарсене пĕлтерĕр…»
Федор Андреевич Андреев çырнă çырăвĕнчен: «…Эпĕ коммунист. Хама хĕрхенместĕп, анчах Тăван çĕр-шыва фашистсене памастăп. Çарта эпир пурте çавăн пек шутлатпăр.»
Николай Ильич Юркин 1942 çулхи июньте çырнă :
«Хисеплĕ тăван кил-йыш! Пире парашютиста вĕрентеççĕ. Лайăх вĕреннĕшĕн манна укçан преми, Хисеп грамоти пачĕç. Кĕçех фронта каятпăр. Тăшмана çĕнтеретпĕрех. Салампа Николай. »
Амалăх ялĕнчи Никонор ПетровичПетров (Чутейре вĕрентнĕ) 1944 çул, июль.
«…Утă çулнă вăхăт. Хĕп-хĕрлĕ çырла çиетпĕр. Çак кунсенче вăрçă хапхине илсе кĕрсе каясçĕ. Тен, ку юлашки çыру пулать. Юратнă хĕреМотьăна Канашран иртсе кайнă чухне сандалиилсе парса хăваратăп…».
Хăйĕн юлашки çырăвĕнче йăмăкне çырать: «…Тăванăм, Улля, Илле вилчĕ пуль ĕнтĕ. Караç хăтăлса юлать пуль-ха. Хамăр тăвансемпе сĕтел хушшине ларса курасчĕ…».
Тăван çĕр-шывшăн пурнăçĕсене пама хатĕр çамрăксем… Вĕсем çĕнтерессе шаннă.Паттăрсем яланах пирĕн асра пулĕç. Тавах, вĕсене çутă, тăнăç куншăн.
З.Иванова.
Чутейялĕ.