Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм çул утса тухре

21 ноября 2014 г.

 Ялта пĕрремĕш шкул уҁӑлнӑранпа 140 ҁул çитрĕ.Кашни шкулăн – хăйĕн историйĕ, аталанăвĕ. Ĕлĕк халăха вĕрентме ялсенче шкулсем питĕ сахал уçнă. Хусан кĕпĕрнинче пуçламăш халăх училищисем16 шутланнă, вĕсенче 21 учитель ĕçленĕ, 851 ача вĕреннĕ. 1863-1865 ҁулсенче Чутей ялӗнче прихутри пупсем хресчен ачисене вӗрентме уҁнǎ шкул ӗҁленӗ. 1864 çулта 12 арçын ача вĕренсе тухнă. 1874 çулта Çутĕç министерстви кăларнă правилăпа килĕшÿллĕн 1874 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чутей ялĕнче Таса Кури тĕн тăванлăхĕн шкулне уçаççĕ. Шкула пăхса тăракан Хăрпаш шкулĕнче ĕçлекен Тимофей Иванов учитель шутланнă. «Тăванлăх» шкулĕнче ачасене Турă саккунне, вулама, çырма, шутлама виçĕ çул хушши вĕрентнĕ. Шкула Çĕнĕ Ишпуç, Амалăх, хăш чухне Киччĕри хресчен ачисем те вĕренме çӳренĕ. Шкул çурчĕ пулман пирки хресченсенчен тара илнĕ çуртсенче, чиркÿ хурал çуртĕнче те вĕреннĕ. Ваттисем каланă тăрăх, Т.Мигуськин тата Л.Мигуськин çурчĕсенче 1-2 класс вĕреннĕ, унтан пуянсен кĕлечĕсенчен пухса купаласа тунă çуртра вĕренме тивнĕ. 1878 çулта шкула 27 арçын ача, 3 хĕрача вĕренме çӳренĕ. 1881-1885 çулсенче ачасене Г.Кедров учитель вĕрентнĕ. Ялти пуçламăш шкултсенче ĕçлекен учительсем 4-6 çул кăна вĕреннĕ, çавăнпа вĕсен ĕçре пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивнĕ.1885 çулта Чутей шкулĕнче пуçласа Чĕмпĕрти тĕп чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă учитель С.К.Калистратов ĕçлеме тытăнать. 1885-1886 вĕренÿ çулĕнче Чутейрен 25 ача вĕреннĕ, Амалăхран - 6 ача, Çĕнĕ Ишпуçĕнчен 1 ача çÿренĕ. 1917 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен Чутей земство училищин заведующийĕнче Лачкасси çынни Николай Прохорович Хаймуллин ĕçленĕ. Çак çулта 1-мĕш класа 74 ача пынă, вĕренÿ çÿлĕн вĕçĕнче ачасен шучĕ 110 çитнĕ. Халăха вĕрентес ĕçĕн уес Советне ыйтса çырнипе октябрь уйăхĕнче Чутей ял çыннине Анастасия Васильевна Белковăна учительница пулса ĕçлеме лартаççĕ /1917-1920ç.ç./. Ун хыççăн Н.Масленников, Е.Гордеева, П.Васильев, Е.Чайкина çак ĕçре тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ çулта нумай ялсенчен килнĕ учительсем вĕрентнĕ Чутей ачисене. 1920 çулта Наркомпрос йышăннă тăрăх çĕнĕ вĕренÿ планĕпе пĕрлех I сыпăкри (1-4 классем) шкулта 4 çул, II сыпăкри (5-9классем) шкулта 5 çул вĕренмелле тунă. Çак çул шкулта икĕ учитель ĕçленĕ, 108 ача вĕреннĕ. Партин XVI съезчĕ хыççăнах, 1930 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче, Тĕп Комитет «Пуçламăш шкулта пурне те обязательнăй йĕркепе хут вĕрентесси çинчен» анлă постановлени йышăннă. Тĕп Комитет çапла кăтартса панă: 1930-1931 вĕренÿ çулĕнче шкул çулне çитнĕ ачасене пур çĕрте те шкулта вĕрентмелле. Шкул çулĕнчен иртнисене (11-15 çултисене) хăвăртлатнă йĕркепе, пуçламăш шкултан тухнисене 7 çул таран вĕрентмелле. 1933-34 вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче ачасене 7 çул вĕрентесси анлă сарăлать. Чутей ялĕнче те çак çул хресчен çамрăкĕсен шкулĕ (ШКМ) уçăлать. Шкул заведующине Николай Петрович Янбашева çирĕплетеççĕ. Ачасене Е.Г.Васильева, В.Л.Медведев, Н.П.Петров /Амалăх/, Г.Л.Леонтьев /Улянкă/, А.И.Зобов /Тĕмер/, Е.С.Чайкина, В.М.Мулаков вĕрентме пуçлаççĕ.Çак вĕренÿ çулĕнчен шкулта ачасен хисепĕ те ÿсет. Кÿршĕри Çĕнĕ Ишпуç, Амалăх, Киччĕ ялĕсенчи ачасем те Чутее вĕренме килме тытăннă. 1934-1935 çулĕнче 311 вĕренекен шутланнă. 1-4 классенче – 137, 5 класра - 91, 6 класра – 83, 1935-36 вĕренÿ çÿлĕнче 13 учитель ĕçленĕ, 369 вĕренекен шутланнă. 1934 çулта шкул директорĕ Н.Янбашев 5 класлă шкул çурчĕ тутарать. Ачасене шкулта вĕри апат çитерессишĕн шкул дирекцийĕпе вĕрентекенсем питĕ тăрăшнă. Колхоз шкул валли çĕр уйăрса парать. Шкулăн 2 лаша, 3 ĕне пулнă. 1939 - 1940 вĕренÿ çулĕнче тулли мар вăтам шкулта 10 учитель, 272 вĕренекен шутланнă. Шкулта ачасен хисепĕ çакăн чухлĕ пулнă: 1941-1942 вĕренÿ çулĕнче – 252 ача , 1949-1950 – 302, 1959-1960 -174. 1960 çултан шкул сакăр çул вĕренмелли вĕренÿ программи çине куçать. 1960-1961 çулсенче 196 ача вĕренет, 1970-1971 ç. - 273, 1980-1981 ç.– 208 , 1983-1984ç. – 214 ача пĕлÿ илнĕ . 1947- 1960 çулсенче кăна ялти 7 çул вĕренмелли шкултан 313 çын, 1961-1984 çулсенче сакăр çул 601 çын вĕренсе тухнă. Кашни çулах,1960-мĕш çулсенчен пуçласа, çу уйăхĕн 19 – мĕшĕнче - Пионерсен кунĕнче Чутей шкулĕпе тăванла Тутар Республикичи Хучсан шкулĕ хушшинче /20 çул ытла/ туслă тĕлпулусем иртнĕ. Чаплă уяв пек иртнĕ вĕсем: тĕрлĕ спортпа çыхăннă вăйăсем йĕркеленĕ, пултарулăх ушкăнĕсем концерт лартнă, ачасем хатĕрленĕ ал ĕç выставки – ярмăркка ирттернĕ. Сăмах май каласан, 1960 çулсенче Чутей шкул ачисем Совет Союзĕн геройĕпе Ф.Н.Орлов лётчикпа та тĕлпулу ирттернĕ. Шкул ятне тĕрлĕрен каланă: 1863-1865-Прихут шкулĕ, 1874-1912- Таса Кури тĕн тăванлăхĕн шкулĕ, 1913-1917- Земство училищи, 1918-1919-Пуçламăш халăх училищи, 1920-1933-1сыпăкри шкул /пуçламăш шкул/, 1933-1934-Хресчен çамрăкĕсен шкулĕ /ШМК/,1934-1939-тулли мар вăтам шкул, 1939-1960-çичĕ çул вĕренмелли шкул,1960-1984-сакăр çул вĕренмелли шкул, 1.09.1984çултан -вăтам шкул. Шкулта директор пулса ĕçленĕ:1933-1940ç.ç.- Н.П.Янбашев, 1940-1942ç.ç.- И.А.Гладков, 1942(IV-VIII)- А.А.Алексеева, 1942-1943ç.ç.- Е.С.Чайкина, 1943-1944ç.ç.- Е.И.Иванов, 1944-1947ç.ç.- Р.П.Куракин, 1947-1955ç.ç.- Н.П.Янбашев, 1955-1957ç.ç.- П.О.Мюресов, 1957-1960ç.ç.- Г.М.Спиридонов, 1960-1964ç.ç.- Н.П.Петров, 1964-1968ç.ç.- Н.М.Яклашкин, 1968-1978ç.ç.- Р.П.Куракин, 1978-1979ç.ç.- Н.М.Шартов, 1979-1983ç.ç.- А.П.Григорьев, 1983-1984ç.ç.- Н.Н.Кузьмин,1984-2012ç.ç.-Н.В.Большов, 2012-2013ç.ç.-Л.В.Бельский, 2013çултан Н.В.Большов. 1984 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чутейре икĕ хутлă вăтам шкул уçăлнă. Шкул директорне Н.В.Большова ҁирӗплетеҁҁӗ. Унтанпа 30 çул иртрĕ. Чутейре çĕнĕ шкул пултăр тесе «Кубнинский» совхозăн çамрăк та хастар директорĕ И.Я.Гурин питĕ тăрăшнă. Унсăр пуçне вăл ача сачĕ, çамрăксене валли хваттерсем, больница-офис, çĕвĕ цехĕ, хăмла татмалли агрегат, машинăпа трактор паркĕ, администраци тата хăна çурчĕсем тутарнă тата ытти те. Сăра завочĕ те хута каятчĕ пурнăç йĕрки улшăнман пулсан. Вĕрентекенсенчен, вĕренекенсенчен, ашшĕ-амăшĕ тата хам ятран ăна пире ăшă та çутă шкул парнеленĕшĕн питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет.Шкула тĕрлĕ ялтан вĕренме çÿреҫҫĕ:Чутей,Амалăх, Çĕнĕ Ишпуç ялĕсенчен. Малтанах Тутар Республикичи Хучсан ялĕнчен те çӳретчĕç.Çав вăхăтра шкулта1машина, 1трактор, 1 лаша шутланнă. Вĕренекенсем тăван совхоза ял хуçалăх ĕçĕсенче тăрăшса пулăшнă. 1984 - 2014 çулсенче вăтам пĕлÿ илни çинчен 625 вĕренекен аттестат илнĕ. Вĕренÿрепысăк çитĕнÿсем туса пынăшăн 30 ытла ача ылтăн тата кĕмĕл медале тивĕçлĕ пулнă, чылай вĕренекене Хисеп грамоти парса чысланă. Çак хушăра икçĕре яхăн выпускник аслă пĕлÿ илнĕ. 1996 тата 1997 çулсенче (директор Н.В.Большов) шкул Пĕтĕм Раççейри конкурсра лауреат ятне çӗнсе илнĕ, уншăн дипломсене тивĕçнĕ. 2003 çулхи авăн уйăхĕнче шкулта реструктуризаци иртнĕ: Амалăхри тата Çĕнĕ Ишпуçĕнчи вĕренӳ çурчĕсем Чутей шкулĕпе пĕрлешсе « Чутейри вăтам шкул» муниципаллă учрежденийĕ туса хунă.Ялсенчен ачасем маларах çурранах çÿренĕ, халĕ ятарлă автобус илсе çÿрет. Паянхи кун ачасене лайăх вĕренме, учительсене вăй парса ĕçлеме условисем, çутă классем, пысăк спортзал, çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ столовăй, медицина кабинечĕ, библиотека пур. Таса та çутă столовăйĕнче ăста поварсем техĕмлĕ те тутлă, вĕри апат çитереççĕ. Эпир вĕреннĕ вăхăтра килтен çимелли чиксе каяттăмăр. Каярахпа вĕретнĕ сĕт ĕçтерме пуçларĕç. 1970-мĕш çулсенче техничкăсем ачасене вĕри апат пĕçерсе çитерме тытăнчĕç.Вĕсен ирех тăрса, ачасем шкула киличчен кăмака хутса ăшăтмалла, урайсене çуса тасатмаллаччĕ. Вăрмана вутă хатĕрлеме те кайма тивнĕ, вуттине каснă, çурнă. Шкул ачисем те вутта пуçтарса хума пулăшнă. Шкулта 1 компьютер класĕ, 32 компьютер,1 ноутбук, мультимедиапроекторсем, интернет çыхăнăвĕ пурри вĕренÿ пахалăхне ÿстерме пулăшать. Кашни класрах компьютер вырнаçтарнă. Вĕренекенсем республика, район шайĕнче ирттерекен предметсен олимпиадисенче, юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсенче, тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене тухса шкул чысне çӳле çĕклеççĕ.Ку çулматематика предмечĕпе 8 класра вĕренекен С.Орлов республикăра иртекен ăмăртăва кайма тивĕçрĕ.Хальхи вăхăтра шкулта пултаруллă спортсменсем пур:В.Иванов,Ю.Петров/чупассипе/, Л.Шоркина (шывра ишессипе). Волейбол, баскетбол, хоккей, футбол вăййисенче мала тухакансем çук мар. 10 класра вĕренекен Е.Петров – спорт мастерĕн кандидачĕ, Н.Белкова республикăра студентсем хушшинче иртекен ăмăртусенче /çăмăл атлетикăпа/ малти вырăнсем йышăнать. Хальхи вăхăтра пĕлÿ çуртĕнче 17 педагог вăй хурать, вĕсенчен 1 аслă, 14 - пĕрремĕш, иккĕ иккĕмĕш категориллĕ вĕрентекенсем. Вĕсем те тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Пултаруллă вĕрентекенсен ĕçĕсене çĕр-шывăн пысăк наградисемпе хакланă. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикинчи вĕрентÿ Министерствин Хисеп грамотипе чылай учителе чысланă. РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕҫченĕ ятне çак учительсем тивĕҫнĕ: Л.Афонова,Е.Александрова,М.Петрова,Н.Куракина. «Аслă учитель» ятне В.Андреева, Т.Емельянова илме тивĕçлĕ пулнă. Н.Куракина - аслă категорииллĕ учитель, Чăваш Республикин Президенчĕн грантне /2010ç/,пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «2007 çулхи чи лайăх учитель» конкурсра çĕнтерсе 100 пин тенкĕ преми илме тивĕçнĕ. Н.Куракина Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Путеводитель по русскому языку. Сложные предложения с разными видами связи»методика пособийĕн авторĕ. «Мой открытый урок» ятлă методика альманахĕн проект авторĕ тата ертӳçи вăл. Ку сборникре районти вĕрентекенсен, вĕренекенсен творчествăлла ĕçĕсем, уçă уроксен тĕслĕхĕсем пичетленеççĕ. Шкул директорĕНиколай Васильевич Большов «Чăваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ», «Халảх вӗрентӗвӗн отличникӗ» ятсене илнĕ. Пултаруллă та сăпайлă, хăйĕн ĕçне чун-чĕререн туса пыракан коллектив ертӳçи ку ĕçре 1984 çултанпах тăрăшать. Вĕрентекенсем, ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, ял çыннисем хушшинче вăл пысăк хисепре. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем-В.Юркина,Т.Емельянова, З.Иванова, В.Андреева,В.Мишкина чылай çул вăй хунă шкулпа çыхăну тытаççĕ. В.Юркина ялти ĕç тата вăрçă ветеранĕсен совечĕн председателĕ пулнă май хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать. Нумай ҁулвӗрентес енӗпе тǎрǎшса ӗҁленӗ, пирӗнтен уйрǎлнǎ учительсен ячĕсем те пирĕн асрах:П.В.Васильев, Е.Г.Васильева,В.М.Мулаков, А.В.Белкова, Е.С.Чайкина /«Хисеп палли» орденпа наградăланă/, И.Т.Мигуськина, Е.И.Янбашева, Н.П.Янбашев, Р.П.Куракин, Д.И.Юркина, В.П.Колотушкин, С.Г.Григорьев, М.А.Григорьева, Е.П.Уездная, В.Е.Чайкин, Н.М.Яклашкин, Н.Г.Богатырев, А.И.Иванова /«Халǎха вӗрентес ӗҁ отличникӗ»/, И.Л.Медведев, Г.И.Янбашев, А.А.Медведева, А.А.Львова, Н.П.Куракина,Г.В.Арсентьев. Тăван çĕр-шывшăн пуçĕсене хунă учитель - фронтовиксене, учитель пулма хатĕрленнĕ, анчах училищĕрен, институтран вĕренсе тухаймасăрах вăрçăра вилнĕ çамрăксене те чĕрере упрар: Ф.А.Андреев, П.А.Алексеев, Н.П.Петров, П.П.Горшков,И.П.Куракин, П.С.Куракин, В.Л.Медведев,Г.В.Мулаков, Ф.И.Пиков, А.И.Пиков, И.П. Рожков, И.Т. Тимофеев, Н.И.Юркин. Н.П. Куракин /пурăнать/. Чутейре вĕренсе тухнă ял çыннисем тĕрлĕ ĕçре тăрăшса тăван шкул ятне мухтава кăлараççĕ.М.Н.Яклашкин – Чăваш патшалăх академи симфони капеллин ертӳçи тата тĕпдирижёрĕ, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультечĕндеканĕ, профессор, педагог, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, «РФ тата ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ»,ЧР патшалăх преми лауреачĕ.Ăна Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «За заслуги перед Чувашской Республикой»,Туслăх орденĕсемпе наградăланă.Шупашкар хулин тата Чутей ялĕн хисеплĕ гражданинĕ вăл. В.С.Григорьев - истори наукисен докторĕ, истори кафедрин профессорĕ, заведующийĕ,Чăваш патшалăх институчĕн ректорĕ, историк, педагог, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Н.М.Яклашкин - Чутей ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Чутейпе Çĕнĕ Ишпуç»,«Тăвай енĕн сумлă çыннисем» /виçĕ том/ кĕнекесен авторĕ вăл, тăван тавралăх паллă тĕпчевçи, учитель, А.Л.Мигуськина Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артистки, В.К.Мясников–«Чăваш АССР ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ», Г.А.Зайцева - «Чăваш АССР ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Н.Назаров велосипед спорчĕн мастерĕ, Н.И.Сидоров «РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ»,Н.Т.Шамбулин«Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ», Л.Л.Шерне «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ»,А.Н.Петров «Чăваш Республикинчи чи лайăх участковăй» /2014ç./ ятсем çĕнсе илнĕ. Районти архив пайне ертсе пыракан /заведующи/ А.Г.Титова ЧР Президенчĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ, И.В.Юркина - Чăваш Республикинчи вĕрентÿ Министерствин воспитани енĕпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ,В.Р.Куракин- подполковник, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен Министерствин пуçлăхĕн çумĕ/халĕ тивĕçлĕ канура/,С.И.Зайцева Чăваш Республикин вĕрентӳ институтĕнче/ЧРИО/, В.И.Титов Канашри Кăнтăр электросеть директорĕнче вăй хураççĕ. Пирĕн ялта лётчик профессине суйласа илнĕ çынсем: Н.Журавлёв, Н.Никифоров, В.Титов, В.Р.Куракин майор, инструктор/питĕ шел, пурнăçĕ çамрăклах татăлчĕ/. Тата нумай-нумай профессинче тăрăшаççĕ чутейсем, пурне те çырса та пĕтереймĕн. Пирĕн тăнăç пурнăçшăн вăрçă хирĕнче нимĕçсене хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă тата паттăрла кĕрешсе орден-медальсене тивĕçнĕ салтаксене, асаттесене, аттесене ĕмĕр асра тытăпăр. Вĕсем те пирĕн шкултан вĕренсе тухнă. Афган, Чечен вăрçисенче хастарлăх кăтартнăçак çамрăксем- В.Андреев «Паттăрлăхшăн», С.Куприянов «Паттăрлăхшăн», Суворов; Е.Цветков «1999-2009 çулсенче контртеррактла операцие хутшăннăшăн», В.Яклашкин «Çапăçури хастарлăхшăн», Ю.Белов «За ратную доблесть» медальсене тивĕçнĕ.Малашне те Чутей шкулĕн ятне çӳлте тытса пырĕç. Тăван çĕр-шывшăн усăллă граждансем пулĕç тесе шанатпăр. Вĕренекенсене, вĕрентекенсене пĕлӳ тĕнчинче ăнăçу сунатпăр. Çапла, вăрăм шкул кун-çулĕ, унăн вĕренекенĕсен ăраскалĕсем те тĕрлĕрен … Шкул çулĕ малалла тăсăлтăр. З.Иванова. Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика