Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявпа кăмăллă

11 июня 2014 г.

Ачасем - пирĕн савăнăç, малашлăх, ватлăхра тĕрек. Вĕсене пирĕн, çитĕннисен, чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе тĕрĕс воспитани пама тăрăшмалла.

     Ачасене халалланă куна пирĕн çĕр-шывра пĕтĕм хулапа ялта уявлаççĕ. Чутейри культура çуртне те ачасем амăшĕсемпе пĕрле пуçтарăнчĕç. Клуб директорĕ Н.Тимофеева пухăннисене ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Малалла программăна çамрăк юрăçсем тăсрĕç. М.Козлова, К.Мясникова, Д.Ефимова юрланисем пурне те килĕшрĕ. Ачасене çитĕннисем те саламларĕç. Влад Хăват (Самаев) хăйĕн хитре сассипе чăвашла юрăсем шăрантарчĕ.

Клоун (З.Иванова) пухăннисене вăйăсем выляттарчĕ. ачасем тăрăшса ÿкерчĕксем турĕç. А.Шашкова, М.Козлова, В.Семенова, Д.Самарин асфальт çинче хитре ÿкерекенсем пулчĕç. «Ачасен тĕнчи» конкурсра пĕрремĕш вырăна В.Куприянова, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне К.Мясниковапа М.Козлова йышăнчĕç. Уяв вĕçĕнче ачасене пылак çимĕçпе сăйларĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесем пачĕç.

З.Иванова. Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика