Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар та вашават ĕçтешĕмĕр

25 января 2013 г.

Хастар та вашават ĕçтешĕмĕр

Чутей ялĕнче кăрлачăн иккĕмĕшĕнче кун çути курнă Лена ятлă хĕр пĕрчи. Йышлă (виçĕ ывăл та икĕ хĕр), тăн-тăн та ĕçчен çемьере çитĕннĕ. Вăл 1973 çулта ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн, вăтам пĕлÿ илес тĕллевпе Тĕмер ялне çуран çÿренĕ. Икĕ çултан кÿршĕри Амалăх шкулне пионер вожатăйра ĕçлеме чĕнсе илнĕ хастар çамрăка. 1977 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Алла специальность илсен пĕр çул район центрĕнчи садикре вăй хурать. Унтан тăван ялĕнче тĕпленет. Малтан пилĕк çул хушши шкулта воспитательте ĕçлет. 1986 çулта тин çеç çĕкленсе ларнă “Хĕвел” садик заведующине лартаççĕ Елена Куприяновнана. Шăп вунă çул вăй хурать вăл çак пархатарлă ĕçре. Чи малтан ачасен шучĕ тăхăр вун саккăра çитнĕ, тăватă ушкăн пулнă. Садик хупăннă хыççăн хастар хĕрарăм Чутейри вăтам шкула вожатăй ĕçне куçать. 2008 çултанпа шкулти социаллă педагог вăл. Çак чăваш хĕрарăмĕ çинчен “пушар лаши пек” тесен те пĕрре те пăсăк пулмĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет. Унсăр шкулти пĕр мероприяти те иртмест. Вĕсене лайăх йĕркелесе ертсе пырать. Чĕлхи-çăварĕ çепĕç, алли-ури вăр-вар, сасси-куллипе те, хусканăвĕ-вылянăвĕпе те, çирĕплĕхĕпе те маттур хĕрарăм. Тепĕр чухне шкулти учителĕн каймалли е сăлтавпа килейменни пулать, Елена Куприяновна вара хăйĕн пуян опычĕпе ачасемпе ĕçлеме яланах хавас. Тĕрлĕ вăйă, конкурс ирттерет, актуаллă темăсем уçать. Тăрăшнине кура çитĕнĕвĕ те. Унăн воспитанникĕсем районти тĕрлĕ ăмăртусенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсем йышăннă.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене парса чысланă.
Ĕçтешĕмĕр кун-çулне Чутей каччипе Николай Иванович Медведевпа çыхăнтарнă. Мăшăрĕ те чăн-чăн арçын, çемьешĕн шанчăклă тĕрек тата хÿтлĕх. Малтан Çĕрпÿ хулинче ял хуçалăх техникумĕ пĕтернĕ, ун хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван ялта фермăра тĕп зоотехникра, каярах тĕп инженерта вăй хунă. Медведевсем тăватă ача çитĕнтернĕ. Пĕри тепринчен маттур, ашшĕ-амăшĕ пекех хÿхĕм те ĕçчен, пурте аслă пĕлÿллĕ. Аслă хĕрĕсем хăйсен çемйисемпе Мускавра пурăнаççĕ. Аня Хусанти химипе технологи университетĕнче вĕреннĕ. Оля Шупашкарти педагогика тата Мускаври гуманитарипе экономика институчĕсенче ăс-тăн пухса, икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Женя та, çемьеллĕ, Хусанти экономика институтне пĕтерсе Шупашкар хула администрацийĕнче ĕçлет. Чи кĕçĕнни, Иван, Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Краснодар хулинче çар тивĕçне пурнăçлать. Хаклă ĕçтешĕмĕрĕн тăватă мăнук. Асли виççĕмĕш класа çÿрет.
Çур ĕмĕре çитнĕ Елена Куприяновнан мăшăрĕпе, ачисемпе мăнукĕсемпе пурнăç тăршшĕпех савăнмалла пултăрччĕ, Турă телей, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ патăрччĕ.
Л.А.Михайлова
Сăн ÿкерчĕкре: Е.К.Медведева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика