Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман тусěн ырă ĕçĕсем

20 мая 2014 г.

Çурхи техĕмлĕ сывлăш чуна уçать, кăмăла çĕклет. Уçăлма, илемпе киленме вăрмана çул тытрăм. Пирĕн ял вăрман çумĕнчех вырнаçнă. Куçа илĕртекен чечексене сăнаса çÿрерĕм, яшка пĕçерме серте пухрăм. Пĕр çын кĕреçепе тем чавнине куртăм. «Мĕн тăвать-ши ку?» - тесе шутласа ун патне пытăм. Ку ялти пенсионер Владимир Рожков пулчĕ. Вăл фермăра ĕçлесе пенсие тухнă.72 çулта пулсан та сăнран çамрăк курăнать.             Ашшĕне курма тÿр килменунăн.Вăл 1942 çулта вăрçăра вилнĕ. Владимир Николаевич çамрăклах хăйĕн тетĕшпе, Аслă Аттелĕх вăрçивăхăтĕнче хăюллă партизан, танкист пулнă, унтан килсен нумай çул лесникре тăрăшнă Д.Рожковпа вăрмана çÿренĕ, ăна пулăшнă.

Вăрман хĕрринче ватă йывăçсем хăрса пыраççĕ. Пушаннă вырăнсене пенсионер çĕнĕ хунавсем лартса чĕртет. Акă пĕр тĕлте чăрăшсем, вĕренесем, хурăнсем ешереççĕ.Тепĕр лаптăкра чылай чăрăш çĕкленет. Вĕсене сăнасах тăрать Владимир Николаевич. Ку таранччен эпĕ хунавсене лесничество ларттарнă тесе шутланă.

Тен, В.Рожков çак йывăçсене вăрçăран таврăнман ашшĕне, ял çыннисене асăнса лартать. 200 ытла йывăç ÿсет кунта. Анчах пенсионер çак хунавсене сурăхсем, качакасем кăшласран пăшăрханать. Чутейри Владимир Николаевич пек çынсем нумайрах пулсан, вăрман та пысăкланса, çĕнелсе пырĕ.

Чуна ыраттараканни те тупăнчĕ.Мĕншĕн хӑш - пěр çынсем вăрмана варалама хăяççĕ-ши? Мĕншĕн çÿп-çапа ятарласа уйăрнă вырăна тăкмаççĕ? Пурин те вăрман илемĕпе киленес килет, уйрăмах çурхи кунсенче. Çут çанталăк чунне ăнланса, вăл тархасласа пулăшу ыйтнине илтме пĕлесчĕ.

З.Иванова.

Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика