Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урока- ялти вулавăша

11 апреля 2014 г.

«Килěр, килěр, кайăксем» ятпа ирттертěмěр çунатлă туссене халалланă тěл пулăва. Çиччěмěш класс ачисемпе тăван ен культура урокне ял библиотекине каçрăмăр.. Унта вěренекенсене кайăксем çинчен пухса хатĕрленĕ кěнеке витрини илěртрě. Чи малтанах уяв ячěпе класс ертÿçи саламларě. Малалла Е.И. Васильева библиотекарь кěнекесемпе çыхăннене кенекесемпе паллаштарчě. Тупмалли юмахсем тăрăх та ěçлерěç вěсем. Кашни ача пěрер кайăк çинчен сăвă йěркисем каларě. Никита Кошкин, Варя Скворцова, Олеся Захарова. Ксения Горшкова чи илемлě вулакансем пулчěç. Каярах хамăрăн тăрăхри çунатлă туссем çинчен презентацисем куртăмăр. Библиотекăран каяс умěн «Люблю тебя…Моя Республика!», «Год культуры в России» ятарласа хатěрленě стендсемпе паллашрăмăр. Тěл пулу усăллă пуласса шанас килет.

Михайлова Л.А. Чутей шкулě

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика