08 апреля 2014 г.
Библиотекăна кĕнеке вулама шкулачисем кăна мар, ватăсем те çÿреççĕ.Ю.Титова, Л.Баринова, В.Юркина, Л.Куклова, Л.Санина, С.Походкина, З.Рожкова вулавăша килекен кашни çĕнĕ кĕнекене чăтăмсăр кĕтеççĕ, пĕр-пĕринчен илсе вулама тăрăшаççĕ. Кайран сÿтсе яваççĕ. Библиотекарь çĕнĕ кĕнекесем хăçан килессе пĕлтерсех тăрать. Ыттисем те вулавăшра иртекен тĕрлĕ мероприятисене тарават хутшăнаççĕ. Çапла интереслĕ ирттереççĕ ял хĕрарăмĕсем пушă вăхăта.
З.Иванова.Чутейялĕ.