Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Ял ĕçченĕ” – юратнă хаçат

18 января 2013 г.

“Ял ĕçченĕ” – юратнă хаçат

Чăваш пичечĕн кунĕ умĕн Чутей шкулĕнчи 6-мĕш класра вĕренекенсем “Тăван чĕлхе илемĕ” кружокăн черетлĕ занятийĕнче тăван хаçатпа, унăн историйĕпе паллашрĕç. Хăйсен ĕмĕчĕсене, сĕнĕвĕсене хаçата çырса яма шутларĕç. Акă, хăш-пĕрисен кĕске шухăшĕсем:
Настя Колотушкина: Манăн чи юратнă хаçат – “Ял ĕçченĕ”. Вăл районти ялсенчи хыпарсене пĕлтерет. Ăна пирĕн класри ачасенчен çурри ытларахăшĕ çырăнса илет, “Тăван чĕлхе илемĕ” кружокра та паллашатпăр унпа. Хăш-пĕр статьясене тишкеретпĕр, ачасен сăввисемпе кăсăкланатпăр. Хамăр вĕрентекенпе Людмила Алексеевнапа экскурсисенче пулнисене, ырă ĕçсем тунисене хаçата çырса яратпăр.
Олеся Захарова: Пирĕн килте “Ял ĕçченне” вулакан нумай – анне, атте, асанне, аппа тата эпĕ. Хаçачĕ пурне те питĕ кăмăла каять. Ача-пăча валли ăс-тăн вăййисем, кроссвордсем, ребуссем пичетлесен аванччĕ. Асанне вара хаçата вĕçне çитичченех вуласа тухать, кашни номерех чăтăмсăррăн кĕтет.
Наташа Колотушкина: Манăн анне, Светлана Леонидовна, Чутейри çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра ĕçлет. Кашни килтех кĕтеççĕ ăна. Эпир те ăна пиччепе хаçат валеçме пулăшатпăр. “Ял ĕçченĕ” хаçата атте те кăмăллать. Каçсерен çемйипех ларса вулатпăр. Эрех ĕçнин, пирус туртнин, наркотикла япаласен сиенĕ çинчен нумай статья пичетленчĕ пĕлтĕр. Çакă аван.
Ксюша Горшкова: “Ял ĕçченĕ” ытти çĕрте пулса иртекен хыпарсемпе те паллаштарать. Асанне ыйтсан, эпĕ ăна хаваспах вуласа паратăп. Хăш-пĕр статйисене пĕрле те сÿтсе яватпăр. Тепĕр чухне класри ачасен е хамăн заметкăсем пичетленсен, питĕ савăнатăп. Манăн “Ял ĕçченĕ” хаçатра интереслĕ калавсем, хитре ÿкерчĕксем курас килет. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ район хаçачĕн.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Чутей шкулĕнчи ачасем “Ял ĕçченĕпе” паллашаççĕ.
Л.Михайлова,обществăлла корреспондент. Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика