Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Савăнатăп мăнукăмсемпе”

29 ноября 2013 г.

“Савăнатăп мăнукăмсемпе”

Чутейре пурăнакан Варвара Ивановна Титова 1931 çулта çуралнă. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çăмăл пулман унăн.

“Вăрçă пуçланнă чухне вуннăра çеç пулнă, çавах пурнăçри йывăрлăхсене пайтах тÿснĕ. Вунă çула çитичченех колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă, ясмăк, пăрçа çумланă çĕре явăçнă. Шкула кайичченех çăм арлама вĕреннĕ. Вун тăватă çултан Канаша вăкăрпа, лашапа тырă турттарнă, тете ертсе çÿренĕ. Пĕр хут кайса килнĕшĕн пĕр кило çăкăр паратчĕç. Хĕллехи вăхăтра та йĕтемре ĕçленĕ, кашни çул пĕр уйăха вăрман касма янă, урара шăкăр-шакăр çăпата пулнă. Виçĕ çул хушши чăпта çапрăмăр. Чăпта миххисем çĕлеттĕмĕр. Çуллахи вăхăтра ир-ирех тырă вырма тухнă. Мĕн ачаран пуçласа пенсие кайиччен тырă вырнă, пуçтарнă, турттарнă ĕçсене хутшăннă”, – аса илчĕ ватă кинеми.

Варук аппа мăшăрĕпе пилĕк ывăлне ура çине тăратнă. Халĕ тăхăр мăнукне пулăшать. Икĕ ывăлĕ – Володьăпа Вася – хăйсен çемйисемпе Шупашкарта тĕпленнĕ, Витали Тăвайĕнче ĕçлесе пурăнать. Икĕ ывăлĕ ялтах, хăйĕнпе пĕрле – чи кĕçĕнни Коля. Тепĕр ывăлĕ Валери Наташа мăшăрĕпе Чутейре йăва çавăрнă. Вĕсен виçĕ маттур хĕр çитĕнет. Пурте – вĕренÿ отличникĕсем. Оксана 8-мĕш класра, Света 10-мĕшĕнче вĕренеççĕ, “5” паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. Аслă хĕрĕ Алена Шупашкарта Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче 1-мĕш курсра пĕлÿ пухать. Пурте вĕсем çулсерен вĕренÿ предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Кăçал та Светăпа Оксана асламăшне савăнтарĕç-ха ак.

Тĕрлĕ нуша, терт-асап курнă çынсен халĕ телей çеç курса пурăнмалла. Анчах вĕсен сывлăхĕсем хавшасах пыраççĕ пуль çав. Варук аппа маттур та ĕçчен, илемлĕ мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.

Л.МИХАЙЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Чутейри ВарвараТитова мăнукĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика