Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тӑвай ен: эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр

13 сентября 2013 г.

Чутей ялĕ: иртни тата хальхи

   Çак рубрикӑпа «Ял ĕçченĕ» хаçатра Республика кунĕ умĕн район историйĕпе, унӑн паллӑ çыннисемпе çыхӑннӑ нумай материал пичетленчĕ. Уявĕ иртрĕ те манӑçа хӑварас марччĕ кун çути курман ытти предприятисемпе ял тӑрӑхĕсенчи иртнипе хальхи пурнӑçĕ çинчен.

 

   Чутей ялӗ питӗ илемлӗ вырǎнта вырнаҁнǎ. Йӗри-тавра вǎрман. Инҁех мар Кӗтне шывӗ юхса иртет. Ял ҁумӗнче, урамсенче пурӗ вунӑ пӗве ытла. Шыва кěме, пулӑ тытма питě аван.

   Хǎҁан пуҁланса кайнǎ-ха Чутей ялӗ? 1992-мӗш ҁулта Чǎваш кӗнеке издательстви кǎларнǎ Н.М.Яклашкинǎн «Чутейпе Çӗнӗ Ишпуҁ» ятлǎ кӗнекинче ҁапла ҁырнǎ:«Чǎнлǎпа Пǎла шывӗсем хушшинче пурǎннǎ пǎлхар-чǎвашсем ҁине 1361-1395 ҁулсем хушшинче ҁине-ҁинех Ылтǎн орда ханӗсемпе эмирӗсем ҁарпа тапǎна-тапǎна кӗнӗ те ял-хуласене ҁунтарса-ҁаратса тухнǎ. Вǎрҁǎсенчен ырǎ-сывǎ юлнǎ Вǎтам Сӗвеҁи тǎрǎхӗнче пурǎнакан чǎвашсем вӗлерни-ҁаратнинчен хǎтǎлас шутпа, Сӗве шывӗ тǎрǎх ҁурҁӗрелле аннǎ та Сӗвене юхса тухакан Кӗтне, Вǎта, Ара шывӗсем тǎрǎх сӗм вǎрмансен варринелле кӗре-кӗре çуртсем лартнǎ. Уҁланкǎри йывǎҁсене кǎкласа ҁӗр тунǎ, тыр-пул акса пурǎнма тытǎннǎ.Тӗне кӗмен Чутей ятлǎ чǎваш та хǎйӗн ҁемйипе, ахǎртнех, ХѴӗмӗр варринче Вǎтам Сӗвеҁи тǎрǎхӗнчен Сӗве шывӗ тǎрǎх Кӗтне варрине пырса тухнǎ. Кӗтне шывӗпе вǎрманалла хǎпарса , Ишӗҁине ҁитнӗ, вара Туткǎш ( Аслǎ ҁырма) шывӗ тǎрǎх халӗ ял ларакан вырǎна пырса тухнǎ, ҁӗрпӳрт туса, тыр-пул акса пурнǎҁне майлаштарса янǎ. Каярахпа ку вырǎна ытти чǎвашсем те килсе вырнаҁаҁҁӗ. Çапла ял йӗркеленме тытǎнать. Чутей Арыков ячӗпе яла Чутей теме пуҁланǎ»...

     Ялта 1834 ҁулта 50 килте 377 ҁын пурǎннǎ, 1913 ҁулта 175 кил пулна, 2013 ҁулта 279 кил, 710 ҫын.

Х1Х ӗмӗрӗн 70-мӗш ҁулӗсенче ялта урамсем тума пуҁлаҁҁӗ. Амалӑхпа Чутей хушшинче Кӗтне шывӗҁинче 1950 ҁулта ГЭС ӗҫе кĕнĕ . Яла ҁутǎ килнĕ. ГЭС 1964 ҁулччен ӗҁленĕ. 1966 ҫулта электричество энергине патшалǎх сетӗнчен илсе тǎма пуҁланӑ. И.И.Волков 30 ҁула яхǎн электрикра ӗҁленӗ.

         Медицина пулӑшěвě пулманнипе ял халӑхě туберкулез,трахома, чечче, тиф, кӑрчанкӑ тата ытти чирсемпе асапланнӑ, вилнě. Сывалас тесе юмӑҫ патне кайнӑ. Сиккассинче фельдшер пункчě уҫалнӑ хыççӑн, ял ҫыннисем унта сипленме ҫӳренě. 1924-1925 ҁулсенче Е.С.Чайкина сестрасен пӗр уйǎхлǎх курсне пӗтернӗ. Вǎл шкулта ӗҁленӗ май хресченсене шкула пӳҁтарса та, киле ҁӳресе те эмелленӗ.

   «Ялти хӗрарǎмсене О.Иванова ача ҁураттаратчĕ, Чӗкеҁ Кармышова куҁри ҁӳпсене чӗлхепе ҁавǎрса илсе кǎларатчӗ»,- тесе аса илеҁҁӗ ватǎсем. 1925 ҁулта Тӗмерте фельдшер пункчӗ уҁнǎ. Ял халǎхӗ кунта сипленнĕ. Чутейре 1931-1932ҁулсенче медработниксем валли уйрǎм ҁурт туса панǎ, 1939 ҁулта фельдшер пункчӗ ĕçлеме пуçланӑ, фельдшерицӑра И.Алендеева ӗҁлеме тытǎннǎ. 1988 ҁулта ҁӗнӗ амбулатори çурчĕ хута кайнӑ. Ытларах ҁул ӗҁленĕ фельдшерсем çаксем: А.Нилова, Н.Албутов, И.Алендеева, В.Павлов, В..Юркин, З.Михайлова, медсестрасенчен: Е.Антонова, Г.Шамбулина, В.Белова, Н. Походкина. Хальхи вǎхǎтра врач пулса М.Н.Васильева ӗҁлет. Офисра кǎнтǎрлахи уйрǎм пур,выртса сывалма та пулать.

   Ӗлӗкхи вǎхǎтра пӳртсен тӑррисене улǎм витнӗ. Пушар тухас пулсан кассипе ҁунса кайнӑ. Ун чухне шыв пичкисене лашасем ҁине тиесе насуспа пушар сӳнтернӗ. Пěрремěш пушарник Е.Богатырев пулнǎ. Вǎрҁǎччен колхоз пушар уйрӑмěн ҫуртне туса хунӑ. Унта Василий Туганов ěҫленě. Витере 2 лаша усранǎ. Пӳрте хирěҫ вышка вырнаҫнӑ. Пушар тухнине курсан чан ҁапнǎ. 1963 ҁулхи ҫуркунне колхоз пушар сӳнтермелли машина туяннӑ.Унпа И.Шамбулин, А.Лаптаков, Чернов, Н.Шеруков, хыҫҫӑн Е.Снопов, Г.Походкин, Н.Петров, тата ыттисем те тǎрǎшнǎ. Кивě МТПран 1987 ҁулта пушар уйрӑмě ҫěннине куҁнӑ. Кунта вара: А. Шерне, В. Куприянов, В.Антонов, О.Васильев/13 ҫул ěҫ стажě/ вӑй хунӑ.

  

 

Чутей ялне пырса кĕнĕ çĕрти кӳлĕ

     Тӑван çĕр-шывӑн аслӑ вǎрҁинче Чутей ялӗнче ҁуралнǎ 251 ҁын ҁапǎҁнǎ. 138 ҁын каялла таврӑнайман. Хальхи вǎхǎтра ялта икĕ ветеран ҁеҁ юлнǎ.

     Ялти çĕвĕçсем хӑйсен килĕсенче ҫынсене кěпе-тумтир ҫěлесе панӑ.

« Ҫěленěшěн 5 тенкě тӳлетчěҫ. Тӑвайěнче пурӑнакан Н.Матросов Чутейре ҫěвě мастерскойě уҫрě. Унта ҫěлеме пултаракансене илчěҫ. М.Петрова пуҫласа ячě ҫак ěҫе. Тара илнě ҫуртсенче те ěҫленě. Хуҫисене уншӑн вутӑ, укҫа панӑ.   1967 ҫулта Н.Сайкова ҫěвě мастерскойĕн заведующийĕ пулнӑ. Кунта Л.Васильева, К.Медведева, М.Михайлова, Н.Ильина, Р.Колотушкина, Л.Санина, Р.Мальцева, С.Походкина, Е.Матросова, М. Малова ěҫленě.»,-тесе каласа парать М. Михайлова. Мускаври «Салют» ҫěвě фабрикин цехě уҫӑлсан унта пěр сменӑра 28 ҫын тӑрӑшнӑ. 80 пальто ҫěлесе кӑларнӑ. /цех пуҫлӑхě Е.Походкина, технологĕ- Л.Антонова /.

         1863-1865 ҁулсенче Чутей ялӗнче прихутри пупсем хресчен ачисене вӗрентме уҁнǎ шкул ӗҁленӗ. 1874 ҁулхи чӳк уйǎхӗн 22-мӗшӗнче Чутей ялӗнче Таса Кури тӗн тǎванлǎхӗн шкулне уҁаҁҁӗ. Шкула пǎхса тǎракане Хǎрпашра ӗҁлекен Тимофей Иванов шутланнǎ. Тара илнӗҁуртсенче те, чиркӳн хурал ҁуртӗнче те вӗрентнӗ. 1933-1940, 1947-1955 ҁулсенче Н.П.Янбашев директорта ӗҁленӗ. Ертӳçĕсем улшǎнса пынǎ. Ытларах ҁул директорта вӑй хунисем: Р.П.Куракин, П.О.Мюресов, Г.М.Спиридонов, Н.П.Петров, Н.М.Яклашкин, А.П.Григорьев, Н.В.Большов. Хальхи вǎхǎтра коллектива Л.В.Бельский ертсе пырать. 2014ҁулта шкул уҁӑлнӑранпа 140 ҁул çитет. Ҁӗнӗ икӗ хутлǎ шкул туса хунӑранпа /1984ҁ./ - 30 ҁул. Пӗтӗмӗшле вǎтам пӗлӳ паракан шкул директорне 1984 ҁулта Н. В. Большова ҁирӗплетеҁҁӗ. Вǎл ӗҁленӗ вǎхǎтра ,1996 тата 1997 ҁулсенче, шкул Пӗтӗм Раҁҁейри конкурссенче лауреат ятне ҁӗнсе илнӗ. Уншǎн дипломсемпе чысланӑ. 2003 ҁулта реструктуризаци иртнӗ: Амалǎхри тата Ишпуҁӗнчи тӗп шкулсем Чутей шкулӗпе пӗрлешнĕ. Шкулта пӗр компьютер класӗ, 14 вӗренӳ пӳлӗмӗ, 28 компьютер,1 ноутбук, 7 мультимедиапроектор. Интернет ҁыхǎнǎвӗ пурри вӗренӳ пахалǎхне ӳстерме пулǎшать. Пӗлӳҁуртӗнче 17 педагог вǎй хурать. Н.С. Куракина- аслǎ категорриллӗ,14-шĕ- пěрремěш категорриллӗ, пěр вӗрентекен – иккĕмĕш категорриллӗ. Шкулта Чǎваш Республикинчи , РФ вӗрентӳ Министерствисен Хисеп грамотисене тивӗҁнӗ вěрентекенсем тӑрӑшаҫҫě. «РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗӗҁченӗ» ят илнисем: Л.Н.Афонова, Н.С.Куракина, Е.В.Александрова, М.М.Петрова, Н.В.Большов – «ЧР тава тивӗҁлӗ учителӗ». Манǎн пӗрремӗш вӗрентекене А.И.Иванована «Халǎха вӗрентес ӗҁ отличникӗ» паллǎпа чысланӑ.

     Ветеран-учительсем: В.Юркина, Т.Емельянова, В.Мишкина, З.Иванова. Нумай ҁул çамрӑка вӗрентес енӗпе тǎрǎшса ӗҁленӗ, пирӗнтен уйрǎлнǎ учительсем: Р.Куракин, Д.Юркина, В.Колотушкин, С.Григорьев, Е.Уездная, М.Григорьева, И.Мигуськина, В.Чайкин, Е.Чайкина, Н.Яклашкин, Е.Янбашева, Н.Янбашев, М.Павлова, А.Иванова, И.Медведев, Г.Янбашев, Н.Богатырев.

 

 

 

Тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ учительсем

1919 ҁулта ялта вулав ҁурчӗ уҁӑлать. Анчах та вǎл нумаях ӗҁлеймен. 1934 ҁулта чиркӳн хурал пӳртӗнчи библиотека тепӗр хут ял халӑхне тивĕçтерме пуçланӑ. Библиотекарь пулма комсомол организацийĕн секретарӗнче тӑрашнӑ Е.Васильева уйǎрнӑ. Ку ӗҁре П.Куракин, О.Ефимова та вǎй хунӑ. 1955 ҁулта ял библиотеки чиркӳрен тунǎ клуба куçать. Заведующи пулма М.Богатыревана шанаççĕ, ун хыҁҁǎн мǎшǎрӗ Н. Богатырев вай хурать. 1971 ҁулта библиотека ҁӗнӗ культура çуртне куҁать. В.Петрова, Л.Тимофеева хыҁҁǎн, 1976 ҁултан пуҫласа паянхи кунччен Е.Васильева тǎрǎшать вулавӑшра. 2006 ҁулта тĕслĕх библиотеки йӗркелеҁҁӗ. Унӑн фондĕнче халĕ 7703 кěнеке упранать.

     Культура ӗҁченӗсене те асǎнса хǎварас килет. Акǎ вӗсем: П.Куракин, Г.Зайцева, Ю.Яклашкина, З.Ефимова, М.Яковлев, И.Григорьев, В.Гурин, С.Бараматов, Г.Васильев, В.Куприянов, Ю.Ефимов/36ҫул/, Н.Ефимова/23ҫул/, В.Волкова.

       1923 ҁултан пуҁласа хресченсенчен укҁа пуҁтарса таварсем илсе килсе сутассине йеркеленĕ. Ятарлӑҁурт пулман пирки Е.Яклашкина ,И.Сидоров, Н.Чайкин, П. Васильев килӗсенче сутнǎ. 1925 ҁулта пуянсен кӗлетӗнчен магазин лартнǎ. Малтанхи сутуҁǎ В.Шеруков пулнǎ. Н.Шерне, О.Лаптаков, И.Куракин, А.Михайлова, Г.Куракин, С.Жарков, Н.Шеруков тата нумай çын суту-илӳ ĕçне суйланӑ.1972 ҁулта кирпӗчрен магазин купалаҁҁӗ.Унта З.Гурина, Е.Куклова, Т.Самарина, Ю.Походкина, С. Колотушкина, В.Мясникова, С.Походкина, Н.Алексеева чылай çул ĕçленĕ.

       1930 ҁулта ушкǎнлǎ хуҁалǎх йӗркеленет. Правлени председательне Е.Кротова суйлаҁҁӗ. Хуçалӑха «Хурҁǎ» ят параҁҁӗ. Председательте Н.Шерне, И.Сидоров, П.Васильев, И.Варламов, П.Уездный, К.Титов, Г.Богатырев, М.Медведев, П.Куракин, В.Цирульников, Е.Васильев, С.Шерне, Г.Куракин, Р.Шамбулин, В.Волков, Н.Шамбулин пулнӑ. 1939ҁулта К.Чернов счетоводпа Г.Шагуков конюх Пӗтӗм Союзри Ял хуҁалǎх выставкине кайма тивěҁнӗ.

     1934 ҁулта чиркӗве хупсан унӑн çуртĕнче клуб, ял Совечӗ, правлени, почта, библиотека, радиоузел вырӑн тупнǎ. Почта начальникӗнче Н.Чайкин, унтан П.Куракин вӑй хунǎ. 1961-1962 ҁулта почта уйрǎмĕ уҁнǎ. Чылай ҁул кунта А.Михайлова, Е.Пикова/32ҫул/ ӗҁленӗ. 2012 ҁултан Л.Яклашкина тǎрǎшать. Ĕлěкрех Н.Сорокин почтальон пулнӑ. З.Федотова, М.Филиппова, Г.Мулакова/17 ҫул/, халě С.Колотушкина вӑй хурать.

   1973ҁулта «Хурҁǎ» совхоз йӗркеленет.Тепĕр çулне ǎна «Кубнинский» ят параҁҁӗ./Директорӗ П. Тимофеев/. 1981 ҁултан пуҁласа 1997 ҁулччен совхоза И.Я.Гурин ертсе пынӑ. Çамрǎк ертӳҁӗӗҁленӗ вǎхǎтра ял пурнǎҁӗ палǎрмаллах улшǎнчӗ.

     «Чутеевский» ЯХПК йěркеленнě хыҫҫӑн директорта Н. Алексеев, В. Мишкин, В.Кузнецов, В.Бараматов ӗҁленӗ. 2008 ҁулта В.П.Гурина суйланӑ. В.Шерне –хуçалӑх управляющийĕ.

     «Выльǎх-чӗрлӗх те ҁын пекех чирлемесӗр тǎмасть. Анчах та ӗлӗк хальхи пек ветлечебницǎсем пулман. Е.Яклашкина темиҁе уйǎх вӗренсе килсе выльǎхсене сыватма тытǎнчӗ»,- тесе каласа парать 81 ҁулхи О. Юркина. -Унтан Хумǎшла шывӗ патӗнчи утрав ҁине ветлечебница ҁурчӗ туса хучӗҁ. Г.Васильев, Н.Шамбулин, Е.Мясникова, А.Никитина, Р.Самарина, Р.Волкова, М.Волкова ӗҁлерӗҁ». Халӗ М.Игловǎпа С.Цырульникова ял тата ферма выльǎхӗсене пǎхса тǎраҁҁӗ.

       1954 ҁулта Чǎваш АССР Президиумӗн Указӗпе Чутей, Амалǎх, Çӗнӗ Ишпуҁ ял Совечӗсене пӗрлештерсе пӗр ял Совечӗ-Чутей ял Совечӗ туса хучӗҁ. Вǎрҁǎччен председательте А.И.Смирнов вǎй хунǎ. Унтан- М.Кольцова, В.Юркин, А.Тимофеева, Е.Перлов, Г.Тимофеева, В.Алексеева, В.Самсонов тата ыттисем те. Хальхи вǎхǎтра ял тӑрӑхĕн пуҁлǎхӗ Л. Медведев.

     Мухтавлǎ ҁынсемпе пуян пирӗн ял. М.Н.Яклашкин - РФ тата ЧР искусствисен тава тивӗҁлӗ деятелӗ, ЧР патшалǎх премийен лауреачӗ, ЧГПУ профессорӗ; В.С.Григорьев - ЧГПУ истории кафедрин профессорӗ, хальхи вǎхǎтра Чǎваш патшалǎх институчӗн ректорӗ. Н.М.Яклашкин -Чутей ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Чутейпе Çӗнӗ Ишпуҁ», «Тǎвай енӗн сумлǎ ҁыннисем» виҁӗ кӗнеке авторӗ   тата ыттисем те.      

       Çапла, пуян ял историйӗ. Пурне ҁырса та пӗтереймӗн. Татах та хитреленсе, вǎйланса, пуянланса пытǎр Чутей ялӗ.

   Ку статьяна Н.М.Яклашкин ҫырнӑ «Чутейпе Ҫěнě Ишпуҫ»ятлӑ кěнекипе усӑ курса тата ватӑсем каласа панӑ тӑрӑх ҫырнӑ. Кама асӑнман, ан айӑплаччӑр.

З.Иванова

Чутей яле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика