Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе кӑмӑллӑ

26 ноября 2013 г.

     Çулленех чӳк уйӑхĕн 12-мĕшĕнче Перекет банкĕн ĕçченĕсен кунне паллӑ тӑваççĕ. 1841 çулта Раççей банкне туса хунӑ тесе шутлаççĕ.

Вулакансене банксем уçӑлма пуçлани тата çак сӑмах пĕлтерĕшĕ те кӑсӑклӑ пулĕ тесе шутлатӑп. «Банк»- «банко» /«banco»/ сӑмах, итали чĕлхинчен куçарсан укçа сĕтелĕ тенине пĕлтернĕ. Вӑтам ĕмĕрсенче хула площадĕнче сĕтелсем çинче укçа улӑштаракансем (менялы) укçисене хурса тухнӑ. Вĕсем купцасене пĕр тĕрлĕ укçана тепĕр тĕрлипе улӑштарса панӑ, унсӑр пуçне тата хаклӑ йышши металсене упранӑ. Вӑхӑт иртнĕçем вĕсен аллинче чылай укçа пуçтарӑннӑ. Халӑха ссуда пама тата вĕсенчен процент илме пуçланӑ. Хӑйсен укçине кӑна мар, çынсем упрама панине те ĕçе янӑ. Çапла вĕсем(менялы) банкирсем пулса тӑнӑ. Малтанах çакӑн пек банксем Италире пуçланса кайнӑ.

       Пирĕн çĕр-шывра II Екатерина патша вӑхӑтĕнче, 1764 çулта, икĕ коммерциллĕ банк йĕркеленнĕ. 1818 çулта вĕсен вырӑнне пĕр коммерцилле патшалӑх банкне уçнӑ. Унсӑр пуçне, кайран, Патшалӑхӑн ĕçлекенсен перекет кассисем /система Государственных трудовых обязательных касс/ хута кайнӑ.

     Хальхи вӑхӑтра çынсем пысӑк суммӑна пĕрле чиксе çӳремеççĕ, куçарса параççĕ е пластик карттӑсемпе, банкоматсемпе усӑ кураççĕ. Анчах чылайӑшĕ укçи- тенкине перекет кассинче упрать.

   Канашри банк филиалĕ Чутей ялĕнче те пур.

Ялти почта уйрӑмĕн çуртне 1961-1962-мĕш çулта тунӑ. Кунта А.Михайлова нумай çул почта начальникĕнче ĕсленĕ. Унтан - Е. Иванова. Çав çуртрах перекет касси валли пӳлĕм уйӑрнӑ. Н.Пикова сбербанк контролёрĕнче, 1984çултан перекет кассинче В. Шамбулина тӑрӑшнӑ. Çĕнĕ администраци çуртне хӑпартсан перекет касси унта куçнӑ. Валентина Петровна 26 çул вӑй хунӑ. Ĕçĕ йывăр пулнă ĕнтĕ. Пĕтĕмпех ал вĕççĕн çырмалла пулнă. Компьютер каярах çеç пурнăçа кĕнĕ. В.Шамбулина тивĕçлĕ канӑва кайсан, ун вырăнне Елена Алексеевна Шурдова ĕçе тытӑннӑ.

   Вӑтаяль хĕрĕ Тĕмерти вӑтам шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççӑн Шупашкарти бухгалтерсен шкулне вĕренме кĕнĕ, ун хыççӑн финанс техникумне пĕтернĕ. Вӑхӑтлӑха библиотекарьте, клуб директорĕнче ĕçленĕ. 1981 çулта Тĕмерти çыхӑну уйрӑмĕнче тӑрӑшма тытӑннӑ. Кунта ĕçленĕ вӑхӑтрах, 2009 çултан Чутейри перекет кассинче те ĕçлет. Çапла 32 çул банк системинче халӑха тĕрлĕ енлĕ услугӑсемпе тивĕçтерет. Çак сферӑри ĕçсем çуллен тенĕ пек кӑткӑсланса пыраççĕ. Тӑрӑшуллӑ хĕр арӑма маларах Канаш уйрӑмĕн перекет кассинчен Хисеп грамоти те панӑччĕ. Çынсем Елена Алексеевна ĕçĕпе кӑмӑллӑ. «Тарават йышӑнать, кӑмӑллӑ калаçать, вӑр-вар ĕçлет»,- теççĕ ун çинчен чутейсемпе ишпуçсем.

   Кӑçалхи уяв кунĕнче Елена Шурдована «Раççейĕн Перекет банкĕ» обществӑн республикӑри уйрӑмĕ Тав çырӑвĕ парса чысланӑ.

                                                                     З.Иванова.                                                                                                                      Чутей ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика