Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни килте – кĕтнĕ хăнасем

07 декабря 2012 г.

Кашни килте – кĕтнĕ хăнасем

Чутейри çыхăну уйрăмĕ – районти “Ял ĕçченĕ” хаçата сарассипе чи лайăххисен йышĕнче. Коллектива çулталăка яхăн Лариса Генриховна Яклашкина ертсе пырать. Ун умĕн Елизавета Иванова 30 çула яхăн тăрăшнă, йышăннă тĕллевсене яланах чыслăн пурнăçланă. Кăçалхи январьтен тивĕçлĕ канăва тухнă. Сăпайлă, тарават кăмăллă пулнăран ял çыннисем халĕ те ырăпа аса илеççĕ Елизавета Арсентьевнана.
Паян почта уйрăмне 515 экземпляр тĕрлĕ пичет изданийĕ килсе тăрать. Вĕсенчен 132-шĕ – “Ял ĕçченĕ”. 2013 çулхи тĕллев – 547 экземпляра çитересси.
–Район хаçатне çитес çур çулшăн çырăнасси мĕнле пырать-ши? – интереслентĕм Лариса Генриховнаран.
–Икĕ ялĕпе, Чутейпе Çĕнĕ Ишпуçĕнче, çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне 114 çын “Ял ĕçченне” илсе тăма кăмăл тунă. Çырăнтару малалла пырать. Ку енĕпе почтальонсем çине тăрса ĕçлеççĕ, почта уйрăмне килсе çырăнакансем те пур, – терĕ вăл.
Светлана Леонидовна Походкинапа Зинаида Михайловна Матвеева почтальонсем – кашни килтех кĕтнĕ хăнасем. Хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлаççĕ вĕсем.
Зинаида Михайловна – чи пысăк стажли. 25 çул çыхăну сферинче. Пĕр хушă ертÿçĕ те пулнă. Вăл нумай çырăнакан подписчиксен шутне Ольга Шартована, Зинаида Тимофеевана, Мария Петрована кĕртрĕ.
Светлана Леонидовна пиллĕкмĕш çул такăрлатать Чутей ялĕн сукмакĕсене. Иван Малов, Юрий Алексеев, Галина Филиппова, Василий Волков, Вера Юркина тата ытти хăш-пĕр çемьесене 5–6 е ытларах та тĕрлĕ пичет кăларăмĕ валеçет.
Халĕ çыхăну уйрăмĕсенче те ял халăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. Вĕсенчен пĕри – куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерни. Кашни уйăхрах 30 пинрен кая мар тавар сутнине пĕлтерчĕ çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. Халĕ, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн, “Хĕл мучи саламĕ” акци пынине асăнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ Хĕл Мучи хăйсен ачисем патне уяв парнисем çитерме заявкăсем тăратма пуçланă. “Пилĕк посылка хатĕрлеме ĕлкĕртĕмĕр-ха”, – терĕç çыхăну ĕçченĕсем.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Чутейри почта уйрăмĕн ĕçченĕсем.
Л.МИХАЙЛОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика