Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти музейра тĕл пулу

15 мая 2012 г.

Тăвайри таврапĕлӳ музейĕнче «Пирĕн тăрăхри вĕçен кайăксем» экспозици уçăлнă тенине илтсенех унта çитсе курма ĕмĕтлентĕмĕр. Экскурсие ача-пăча библиотекинчен пуçларăмăр. Кунта ĕçлекенсем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Чи малтанах Г.И.Тимофеева кĕскен библиотека ĕçĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн ачасем вулав залне куçрĕç. Наталия Петровна И.Я.Яковлев ачалăхĕ çинчен каласа кăтартни ачасемшĕн питĕ интереслĕ пулчĕ, викторина ыйтăвĕсемпе те ĕçлеттерчĕ вăл хăнасене. Галина Ивановна аслă верентекенемер чăваш халăхне пиллесе хăварнă «Халалпа», 1992 тата 2004 çулсенче тухнă кăларăмсене, илемлĕ ÿкерчĕклĕ журналсемпе паллаштарчĕ.

С.В.Михалков çырнă «Как медведь трубку нашёл» юмаха пуканесен театрĕ выляса кăтартрĕ. Тимлĕ пăхса ларнă хыççăн вĕренекенсем тĕрлĕ ыйту çине активлăн хуравларĕç. Библиотекарьсем хатĕрлен викторина вара юмах тĕнчине, чечексен çĕр-шывне илсе çитерчĕ. С.Сергеева ачасене музей пÿлĕмĕсемпе паллаштарчĕ.Чи пахи-унта Тăвайра пуранакан тĕл пулма Тăвайĕнче пурăнакан Варсонофий Васильевич Клопов пенсионер-ветеранпа тĕл пулни. Паттăрлăх залĕнче ветеран хăйĕн ачалăхĕ вăрçă нушипе пĕр килни çинчен аса илсе каласа пачĕ.Куççульленчĕç ватă çыннăн куçĕсем.

Чăваш вăрманне сăнлакан декораци çинче -60 ытла веçен кайăк.Тăмана, улатакка, шăнкăрч, ула курак, салакайăк тата ытти те кĕç-вĕç вĕçсе каяс евĕр лараççĕ йывăç тураттисем çинче. Питĕ илемлĕ-çке вĕсем! Хамра вăрмана лекнĕнех евĕрех туйрамăр. Светлана Архиповна шкул ачисемпе викторина ирттерчĕ. Вĕçен кайăксен куравĕпе паллашни, ĕç ветеранĕпе тĕл пулни, вулав залĕнче киленни ачасене пысăк савăнăç парнелерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика