07 августа 2007 г.
Ачасене паян тесен паян вĕрентме хатĕр Тĕмерти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта. Пĕлÿ çуртне кĕнĕ çĕрте хитре чечексем ешереççĕ. Чÿрече рамисене тул енчен çутă кăвак тĕспе сăрланă. Классене, коридора, пĕтĕм шкул территорине тасатса типтерленĕ.
Туалет тата теплица йĕри-тавра явăнса чечексем ÿсеççĕ. Теплица тавра ăна çатан карта тытсах илемлетнĕ. Ачасем çу каçипех практикăра тăрăшрĕç. Пĕлÿ кунĕ валли шкула хатĕрлесе чылай ĕç турĕç вĕсем те. Пахча çимĕçсене çумкурăкран тасатса, шăварса тăчĕç. Ытти çулсенчи пекех кăçал та хăяр ăнса пулчĕ. Ăна тăварлама пуçланă. Помидорĕ те йăтăнса ларать. Çакăнта Т.Большова вĕрентекенĕн тÿпи пысăк. ЧР Президенчĕн «Шкул автобусĕ» программипе килĕшÿллĕн, кăçал тĕмерсене çĕнĕ автобус панă.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе шкулта пушар сигнализацине çĕнĕрен улăштарнă.
Пур çĕрте те йĕркелĕх хуçаланать. “Ачасене йышăнма хатĕр”, – çапла палăртрĕ районти ятарлă комисси ĕнер шкулти лару-тăрупа паллашнă хыççăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"