26 июня 2007 г.
Иртнĕ эрнере Кармал ялĕнче районти юлашки – вун саккăрмĕш тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Ăна уçнă çĕре Тăвай район пуçлăхĕ Н.И.Иванов хут-шăнчĕ. Çак савăнăçлă саманта ял çыннисем, Кармал шкулĕнчи учитель-семпе вĕренекенсем пайларĕç.
Тĕл пулура Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.И.Иванов, шкул директорĕ А.Г. Степанова, райадминистрацин социаллă аталану, культурăпа спорт пайĕн начальникĕ Г.А.Масленников тухса калаçрĕç. Район ертÿçи Н.Иванов хăйĕн сăмахĕнче ялăн малашлăх аталанăвĕ, районта çулсем тăвас, социаллă тата культура сферинчи объектсене газификацилес, ял хуçалăх кооперативĕсен ĕçне лайăхлатмалли условисем тăвас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл библиотека заведующине С.А.Димитриевана компьютер тата аудио-видео техника оборудованийĕ илмелли свидетельствăна пачĕ. Шкул ачисем литература композицийĕ тата концерт хатĕрленĕ. Районти культура çурчĕн работникĕсем хăйсен программипе паллаштарчĕç. “Единая Россия” "”Пĕрлĕхлĕ Раççей”" политика партийĕн членĕсем те хутшăнчĕç уява.
С.Димитриева – аслă пĕлÿллĕ специалист, 2006 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ пĕтернĕ. Библиотекарь стажĕ – 16 çул.
Чăваш Президенчĕн Н.В.Федоровăн Указĕпе килĕшÿллĕн, районта тĕслĕх библиотекисем уçмалли программăна ăнăçлă пурнăçланă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"