05 августа 2019 г.
Пирĕн республикăра мăшăрлану тата çемье яланах
хисепре пулнă. Ачаллă çемьесене паракан социаллă пулăшу, çамрăк ăрăва çемье хак-лăхĕсен никĕсĕ çинче пăхса çитĕнтерни хăйĕн витĕмлĕ пархатарне кÿрет. çемьесем çирĕпленсех пыраççĕ, уйрăлакансен шучĕ пĕчĕк. Раççей, Чăваш Ен, ачасен пуласлăхĕ çине яваплăхпа пăхаççĕ ашшĕ-амăшĕсем, тăван çĕршывăмăра шанаççĕ.
Кармал ялĕнчи Октябрь ячĕллĕ урамри икĕ хутлă кирпĕч çуртра пурăнакан Сысоевсен çемйинче юратупа туслăх, ăнланулăх хуçаланать. 2001 çулта пĕр çулпа утма пуçланă вĕсем. Икĕ хĕрпе ывăл пăхса ÿстереççĕ.
Кил хуçи, Александр Алексеевич, çурçĕре ĕçлеме çÿрет, мăшăрĕ Людмила Николаевна Тăвай ялĕнче парикмахерта тăрăшать.
Ачисен ырлăхĕшĕн, вĕсен малашлăхĕшĕн çунакан ашшĕ-амăшĕ пирки ырă сăмахсем кăна калама пулать. Туслă мăшăрăн ывăл-хĕрĕсем ăшă кăмăл-туйăмлă, ĕç çумне çыпăçса ÿсеççĕ. Кил хуçалăхра пулăшса пĕтернĕ хыççăн, ялтах йăва çавăрнă кукамăшĕпе кукашшĕ патне çул тытаççĕ.
—Чи пысăк телей çумра ачасем пурри, вĕсен сăн-пичĕ-сенче савăнăçлă кулă йăлкăшни, чи пысăк чыс — вĕсен çитĕнĕвĕсем,—теççĕ Сысоевсем.
Ачисен пултарулăхне аталантарма вăй-хал шеллеменни ырă çимĕç парать.
Егор тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ, экзаменсене лайăх паллăсемпе тытнă. Вуннăмĕшĕнче пĕлÿ пухма хатĕрленет.
Лена та пиччĕшĕ пекех маттур, унăн дневникĕнчи паллăсем те ашшĕ-амăшĕн кăмăлне çĕклеççĕ. Кĕçĕнни — Катерина, питĕ правурскер, пĕр вырăнта ларма пĕлмест. Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденине çÿ-рет вăл, пушă вăхăтне усăллă ирттерет, вылять, кулать. Нумай ачаллă кил-йыш пулнине çирĕплетекен удостоверени панă Сысоевсене кăçал.
—çемьери килĕшÿпе йĕркелĕх, ăшпиллĕх нимĕнрен те малтан амăшĕпе ашшĕнчен килет, çакă ачисене те типтерлĕ, мал ĕмĕтлĕ воспитани илсе ÿсме ырă витĕм кÿрет. çирĕп çемье кăна кирек епле йывăрлăха та çăмăллăн тÿс-се ирттерме пултарать. Ырă çемье пурнăçа çутатать. Ырă амăшĕпе ашшĕ ачисемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те паха тĕслĕх,—ăшă кулăпа калаçăва малалла тăсать Людмила Николаевна.
Хăйĕн çывăх çыннисем пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр вăл çапла.
...Хачăпа расческа унăн аллисенче выляса кăна тăраççĕ.
—Эсир 50 çултан иртнĕ, сире вăтам тăршшĕллĕ прическа килĕшмелле, кĕске ан кастарăр урăх,—сĕнет ĕçне чунтан юратакан парикмахер клиент çÿçне типĕтнĕ май. çамрăк çын йышăнчĕ кĕçех чиперленнĕ хĕрарăм вырăнне çакăн хыççăн.
—Сире мĕнле прическа кăмăла каять;—интересленет хайхискер каччăна сăнаса.
—Хамăнах пултăр,—пулчĕ хурав. Кĕçех шăплăх хуçаланма пуçларĕ пÿлĕмре. Иккĕн ĕçлеççĕ вĕсем, Людмила Николаевнана Галина Архипова пулăшать. çÿç кастарас, сăрлаттарас, алăсенчи чĕрнисемпе куç харшисене илемлетес текенсен черечĕ чаксах пырать çапла.
Тивĕçлĕ ĕçĕнче ăнăçу сунса сывпуллашрăм Тăвайри «Аура» парикмахерскин ĕçченĕсемпе.
Источник: "Ял ĕçченĕ"