Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çимĕç

05 апреля 2019 г.

Ырă çимĕç

Çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнмаççĕ, ку вăл ял-хула шайĕнче те, çĕршывсем хушшинче те пулса пырать. Çакă вăл кирлĕ те тивĕçлĕ пулăм, вăл пурнăç аталанăвне те сăнласа парать.

Пĕр-пĕр ял хĕрĕсем тепĕр çĕре качча тухасси те ĕмĕртен пыракан йăла. Астăватăп, эпĕ çамрăк чухне пирĕн ялта, Вăтаялĕнче, районтан килсе электричество линийĕсем карчĕç урамсене. Чылай хушă ĕçлерĕç, монтерсем ялтах пурăнчĕç. Иккĕшĕ, Иванпа Толя, Тушкил ялĕнчеччĕ. Пĕрер хĕр çавăрса янăччĕ вĕсем. Каçхинесенче хушăран вĕсем калаçни хăлхана кĕретчĕ. «Алтăр çăлтăрĕн куркипе аври сыпăннă çĕрте мĕншĕн тĕксĕмрех-ши тата?»-кăсăкланатчĕ пĕр хĕрĕ. «Заклепки тутăхарах панă пуль»,-нимĕн пулман пек хуравлатчĕ каччи. Çакăн пек шăкăл-шăкăл ирттеретчĕç çĕре. Çавăн пек кăмăллăн çÿресех икĕ хĕр качча илсе кайрĕç Тушкил ялне, чиперех пурăнчĕç.

Амалăх ялне те темиçе хĕр качча тухрĕ çав çулсенче: çемьеленнĕ хыççăн унтах кам ветеринарта, ферма заведующийĕнче, кам завскладра, заправщикре, выльăх пăхаканра тăрăшрĕ, пурнăçра вĕсем чылайăшĕшĕн тĕслĕх пулса тăнă тесен те йăнăш пулас çук. Сăмах кунта Матрена Григорьевна, Елизавета Яковлевна, Лидия Николаевна пирки пырать. Рассадникова çинчен унăн çавра юбилейĕ чухне статья та çырса кăларнăччĕ район хаçатĕнче. Хисеплĕ çынсене пĕрле пурăнакан ял çыннисем, кÿршĕ-аршăсем кăна мар, ыттисем те пĕлсе тăни аван. Шел те, Матрена Григорьевна нумаях пулмасть чирлесе çĕре кĕнине пĕлтĕм çак ялтах пурăнакан Галина Клементьевнапа Николай Сергеевич Майоровсем урлă. Матрунĕн мăшăрĕ, Василий, телее, пурăнать-ха, чиперех çÿрет. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе электрикре тăрăшнă пек астăватăп. Ытти ĕçе те ал-ури çыпăçать унăн. Çурт-йĕрпе хуралтисене еплерех çавăрнă авă. «Вĕсен çемйипе питĕ туслă пурăнатпăр эпир, кирлĕ чухне яланах пĕр-пĕрне пулăшма май тупатпăр»,-каласа параççĕ Майоровсем. Хăйсем вĕсем Узбекистанра та ĕçлесе пурăннă, Фергана айлăмĕнче çĕр мамăкĕ туса илнĕ çĕрте вăй хунă. Николай Сергеевича унти сăн çапнă, узбекла питĕ лайăх пуплет. «Плов пĕçерме те унтах вĕрентĕм»,-тет. Кайран, тăван ене таврăнсан, кÿршĕллĕ Киччĕ ялĕнче вунă çул хушши лавккара сутă тунă, ял çыннисене тĕрлĕ таварпа туллин тивĕçтерсе пурăннă. Киччĕри Володя Васильев бригадир ятарласа лаша та уйăрса панă вĕсене Амалăха çÿреме. Майоровсем Киччĕ лавккинче ăнăçлă суту-илÿ туни, ĕçе чунтан парăнса пурнăçлани çинчен хăй вăхăтĕнче район хаçатĕнче çырса кăларнăччĕ - çавна лайăх астăватăп. Халĕ Галинăпа Николай Майоровсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулса тăраççĕ, пĕр-пĕр-не питĕ пăхса тăраççĕ. Чутей ялĕнчи шкулта ачасене вĕрентекен хĕрĕпе çемйи те, Амалăхра çурт лартсах тĕпленнĕскерсем, ватăсемшĕн пысăк хÿтлĕх.

-Çапах та хамăр пирки мар-ха, Матрена Григорьевнапа Василий Яковлевич Петровсен хĕрĕ Альбина Васильевна пирки питĕ çыртарас кăмăл пур пирĕн,-терĕ Галина Майорова. -Вăл ялта фельдшерицăра тăрăшать, пирĕн пек ватăсемшĕн канăçа çухатать. Кил-хуçалăх та тытать, ашшĕне те пăхать, çынсене, чирлисемпе ватăсене пулăшма та ĕлкĕрет. Чи ăшă сăмахсене тивĕçлĕ вăл, çакă манăн шухăш-кăмăл кăна мар, ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ хисеплет, сума сăвать, ырă сунать ăна - çакăн пек ĕçченсемпе ял илемлĕ,-терĕ.

Юлашки çулсенче районти ялсенче ку чухнехи чылай фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Çынсемшĕн тимлесе тунă çак ФАПсен пĕлтерĕшĕ ялсенче пурăнакансемшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем чăннипех халăха çывăх сиплевпе профилактика учрежденийĕ-сем пулса тăраççĕ. Амалăх ялĕнчи те ку чухнехи çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсенчен пĕри. Ăна хута янăранпах кунта Альбина Васильевна тимлет çынсен сывлăхĕшĕн. Вăл Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Тăвайри тĕп больницăн хирурги уйрăмĕнче, Тĕмерти участок больницинче, тĕп больницăн терапи уйрăмĕнче ĕçленĕ, 2007 çултанпа вара, юлашки 12 çулне, Амалăхри фельдшерпа акушер пунктĕнче. Киввине хутса ăшăтса тăнă. Амăшĕ те пулăшнă ерçеймен чухне.

«2016 çулта ĕçе кĕнĕ çĕнĕ пунктра эпир система та яратпăр»,-пĕлтерет Альбина Васильевна. Хăй вăл 1971 çулхи. 2 ача амăшĕ. Асли, ывăлĕ, контрактпа Раççей çарĕнче службăра тăрать, çемьеллĕ, ачи пур. Кĕçĕнни, хĕрĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илет. Пурнăç çапла малалла кайса пымалла та ĕнтĕ вăл.

-Хамăн ĕçе кăмăллатăп, çынсемпе яланах тимлĕ пулма тăрăшатăп. Çакна çынсем хăйсем те туяççĕ пулĕ тетĕп, фельдшерпа акушер пунктне килсех çÿреççĕ,-каласа парать Альбина Васильевна. Хăшĕ-пĕри уявсенче те саламлама манмасть.

Ырă ĕç ырă çимĕç кÿрет авă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика