Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăх-несĕлсене пĕлетĕр-и?

19 марта 2019 г.

Йăх-несĕлсене пĕлетĕр-и?

«Камсем эпир, мĕнле кăкран эпир?

Ăçти тусан пирĕн ÿте хуратнă?

Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă?

Мĕнле çилпе те хĕвелпе эпир,

Кăлкан çилхи пек, кăмăла вылятнă?»

Петĕр ХУСАНКАЙ

«Хăвăр аслаçăрсемпе мăн аслаçăрсене пĕлетĕр-и эсир? Мĕн ятлă пулнă вĕсем? Миçе сыпăк таран пĕлетĕр?»-çакăн пек ыйтусемпе пуçларĕ тĕлпулăва Эдуард Сергеевич Ушаков.

Нумаях пулмасть Тĕмер шкулĕнче сумлă хăнасем - Чăваш Республикинчи çыравçăсен союзĕн членĕпе Эдуард Ушаков таврапĕлÿçĕ-пе Владимир Разин ÿнерçĕ пулчĕç. Эдуард Сергеевич тахçантанпах ĕнтĕ Тăрмăш ялĕн, район историне тĕпчет, кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлесе кăларать. Авалхи чăвашсен ячĕсене тĕпчесе çырнă «Имена наших предков» кĕнекен 4-мĕш томне парнелерĕ таврапĕлÿçĕ. Кĕнекесене Владимир Ильич илемлетнĕ. Вĕсене Мускаври архивсенче упранакан 17-мĕш ĕмĕрти перепись материалĕсем тăрăх çырнă. Çак паха кĕнекесене кăларма Тĕмер ялĕн маттур ывăлĕ, шалти службăсен генерал-майорĕ Василий Федоров пулăшнă. Тата маларах эпир «Описания деревень Янтиковского района» кĕнекене алла илнĕччĕ. Унсăр пуçне Эдуард Сергеевич Кармал, Тĕмер тата Вăтаяль ялĕсенче пурăннă çынсен авалхи списокне хатĕрлесе панă. Йăх-несĕлпе, халăх историйĕпе кăсăкланакансемшĕн ку питех те пысăк парне. Палăртас килет, çамрăксем ял историйĕпе, йăх-несĕлпе интересленеççĕ. Çĕнĕ кĕнекесем малалла тĕпчев ĕçĕнче пулăшасса шанатпăр. Хăнасене ачасем алă çупса тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика