Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ темăсене сÿтсе явнă

21 сентября 2018 г.

Тĕрлĕ темăсене сÿтсе явнă

Чăваш Республикинче юнкун Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин пенси законне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси пирки чĕнсе каланине тĕпе хурса Чăваш Республикин законĕсене улшăнусем кĕртессине ăнлантарса панă. Çавăн пекех йăлари хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн тÿлемелли тарифсем пирки калаçусем пулнă. Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ыйтăва та хускатнă. РФ телерадиовещанине аталантарасси 2009-2018 çулсенче федерацин тĕллевлĕ программи епле пурнăçа кĕрсе пынине тишкернĕ. Эрех-сăра сиенĕ çинчен, пушартан сыхланассипе çыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуçарнă.
Пирĕн района Чăваш Республикинчи ял хуçалăх ми-нистрĕн заместителĕ М.Заг- ребаева ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Район администрацийĕнчи пĕчĕк зала пухăннисемпе вĕсем Пĕрлехи информаци кунĕн темисене тĕплĕн сÿтсе явнă.
Чăваш Енре пурăнакан 25,5 пин хĕрарăма пырса тивет пенсие тухмалли ÿсĕме 63 çултан 60 çула çити чакаракан çĕнĕ система. Çавăнпа бюджетран укçа-тенкĕ сахал мар уйăрма лекет. Пирĕн республика валли пенсисем тÿ-леме татах 1 млрд тенкĕ уйăрмалла пулать. Хĕрарăмсен пенсие тухмалли ÿсĕмне арçынсенчен ытларах хăпартмалла мар тесе Президент тĕрĕс палăртнă. Ĕçре те, кил-çуртра та тăрăшаççĕ вĕсем, ача-пăча ыйтăвĕсем те амăшĕсен хулпуççийĕ çинех тиенеççĕ.
Виçĕ ачаллă хĕрарăмсем пенсие виçĕ çул маларах - 57 çулта тухма пултарĕç, тăватă ачаллисем - тăватă çул маларах - 56 çулта. Пирĕн республикăра ку çăмăллăхпа çуллен виçĕ ачаллă 1,5 пин хĕрарăм тата тăватă ачаллă 300 яхăн хĕрарăм усă курма пултармалла. Куçăм тапхăрĕн- че кун пеккисене пенси тÿлесе тăма хушма укçа-тенкĕ тата 500 млн тенкĕрен кая мар кирлĕ пулĕ. Пилĕк е ытларах ачаллă хĕрарăмсем валли унчченхи çăмăллăхсем сыхланса юлаççĕ. Чăваш Республикинче паян пенси ÿсĕмне çитмесĕрех пенси илсе тăракан нумай ачаллă 14 пин амăшĕ шутланать.
2019-2020 çулсенче пенсие тухмалла пулнисем валли уйрăм çăмăллăхсем пăхса хунă. 1959 çулта çуралнă арçыннăн çĕнĕ системăпа 61 çул тултарсан 2020 çулхи январьте тухмалла пулатчĕ. Халĕ вара унăн 60 çул та 6 уйăх тултарсан, 2019 çулхи июльте пенсие тухмалла пулать. Чăваш Енре пурăнакансене асăннă çăмăллăхпа тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ 2,1 млрд тенкĕ уйăрма тивет.
Малтанхи икĕ çул хушшинче пенсие тухмалли ÿсĕм çуршар çул хăпарса пырĕ, кайран çуллен пĕршер çул. Хĕрарăмсен пенси ÿсĕмне ерипен ÿстерсе пырасси 1968 çулта çуралнисемпе вĕçленмелле. Вĕсем тата вĕсенчен çамрăкраххисем пенсие 60 çул тултарсан тухма пуçлаççĕ. Арçынсемшĕн пенсие тухмалли ÿсĕме ерипен ÿстерсе пырасси 1963 çулта çуралнисемпе вĕçленет. Вĕсем тата çамрăкраххисем пенсие 65 çул тултарсан тухма тытăнаççĕ.
Пенсие тухмалли ÿсĕме çитнĕ тĕле хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çул, арçынсен 45 çул кирлĕ пулать, тесе палăртнăччĕ. Президент вара çак требованисене 3 çул чакарма сĕнчĕ. Чăваш Республикинче пысăк ĕç стажĕпе вăхăтран маларах пенсие тухакансем çуллен 1 пин çынна яхăн пулмалла. Апла пулсан пенсие тухма кирлĕ ĕç стажне 3 çул чакарнă пирки пенсисем тÿлеме республикипе 553 млн тенкĕ таран ытларах расхутлама тивет.
2019 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен тытăнса ялта пурăнакан ĕçлемен пенсионерсене, енчен те вĕсен ял хуçалăхĕн-че ĕçленин ĕç стажĕ 30 çултан кая мар пулсан, страхланă пенсин фиксированнăй виçи çумне 25 процент хушса тÿлеме тытăнма пăхнă. Ÿсĕм 1245 тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикинче ялта пурăнакан ĕçлемен 29,7 пин пенсионерăн ĕç стажĕ 30 çултан иртет. Вĕсене пенси хушса тÿлеме 2019 çулта кăна 444,4 млн тенкĕ хушма укçа уйăрмалла пулать.
Коммуналлă хуçалăхри хы-тă каяш - хуçалăхра пулакан каяшсем тата кулленхи пурнăçра усă курнă май хăйсен пахалăхне çухатнă таварсем. Вĕсене тирпейлеме паян хуçисен (нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсен хуçисен, производство юхăмĕнче çÿп-çап тăвакан юридици сăпачĕсемпе предпринимательсен) ки-лĕшÿ тумалла. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă ĕçсемшĕн тÿлессине ЧР обществăлла вырăнсенче тата пурăнмалли çурт-йĕр фондĕн-чи коммуналлă хуçалăхри каяшсем пухăннин нормативне ?ЧР Строительство министерстви 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 03Ÿ1-03Ÿ 1012-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ) тĕпе хураççĕ.
ЧР пурăнакансем валли коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртнă чухне çакна шута илеççĕ:
-коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсем пухăннин çулталăкри вăтам кăтартăвĕ - 2,02 кубла метр;
-регион операторĕн пулăшу ĕçĕсен çирĕплетнĕ тарифĕ;
-хваттерте ?уйрăм çуртра) пурăнакан ?ялан е вăхăтлăх) çынсен шучĕ.
Регионта пĕр кубла метр йăлари хытă каяш тарифĕ пысăках мар, пĕр тоннăшăн - 4138,64 тенкĕ.
Малтан хваттер лаптăкне пăхса пу-лăшусемшĕн тÿленĕ. Халĕ хваттерте миçе çын пурăннине кура тÿлемелле пулĕ. Тĕслĕхрен, пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте виçĕ çын пурăнать пулсан, вĕсен малтанхи кăтартуран 2,6 процент чухлĕ тариф хăпарĕ. Енчен те 5 çын пурăнсан, 4,1 процент ÿсет. Çын шучĕ нумайран, çÿп-çап та ытларах пухăнни куçкĕрет ĕнтĕ.
Район администрацийĕн строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕр- пе коммуналлă хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна социаллă сфера объекчĕсем хутмалли сезона 89 процент, пурăнмалли фонд ?100 процент) хатĕр. 32 котельнăйĕнчен 30-шĕ ?94 процент) юсавлă. Хутмалли сезона хатĕрленме районти муниципаллă учрежденисен бюджетран 620,0 пин тенкĕ уйăрнă.
Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи майăн 23-мĕ- шĕнчи 199-мĕш номерлĕ «Об обеспечении устойчивой работы топливно-энергетического комплекса жилищно-коммунального хозяйства в осенне-зимний период 2018 года» йышăнăвĕ-пе килĕшÿллĕн пулса пырать. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине яваплă çак тапхăра хатĕрлесси çине районта çулленех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тăвай ен ку енĕпе республика шайĕнче япăххисен йышĕнче мар.
РФ телерадиовещанине аталантарассин тĕллевлĕ программине 2009-2018 çулсенче тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынă. Малтан телевизорпа 3-4 канал кăна курма пултараттăмăр. Паян вара чылай канал çынсене тивĕçтерет: пĕрремĕш канал, «Россия-1», «Россия К», «НТВ», «ТВЦ», «Матч ТВ», «Чăваш Наци куравĕ», «Карусель», пиллĕкĕмĕш канал, «ЧТВ» тата ытти те. Радио итлекенсем те тĕрлĕ передачăпа паллашса кăмăлĕсене çĕклеççĕ халь.
Пĕрлехи информаци кунĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнса пурăнмалли пирки те сăмах пуçарнă. Чăваш Енре халь вут-кăвара хирĕçлекен «Хутса ăшăтни» операци пырать халь. Раççейĕпех йĕркеленĕ ăна. Хутмалли сезон çитнĕ май Чрезвычайлă лару-тăру министерствин сотрудникĕсем профилактикăллă рейдсем ирттереççĕ, кăмакасене хутнă, электроприборсене, газ котельнăйĕсене ĕçлеттернĕ чухне пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене пăхăнмалли пирки аса илтереççĕ.
Пирĕн районта та çăлавçăсем асăннă темăпа калаçусем йĕркеленĕ. Енĕш Нăрваш ялĕнче кăмака хутса пурăнакансемпе, йывăр лару-тăрурисемпе, пĕччен пурăнакан ватăсемпе тĕл пулнă, кил-çуртра вут-кăвар ан тухтăр тесе питĕ тимлеме сĕннĕ.
«Хĕрлĕ автан» инкекне çавăн пекех ĕçкĕçсем те лекеççĕ. Пирус туртса выртаççĕ те хайхискерсем кравать çинче, çивиттисем тивсе каяççĕ çывăрнă чухне. Е алкоголизм чирĕпе аптăракан хĕрарăмсем кăмакине чĕртеççĕ те хăйсем эрех шырама тухса каяççĕ. Алла куллен черкке тытни ырри патне илсе çитерменни пирки телерадиопередачăсенче те çыраççĕ, тĕл пулса та калаçаççĕ ĕçкĕçсемпе. Пĕлÿ кунĕнче, ак, пирĕн районти магазинсенче алкогольлĕ шĕвексене сутмаççĕ. Тата ытти мероприятисем ирттереççĕ ку енĕпе. Апла пулин те киревсĕр йăлапа ашкăнса пурăнакансем çук мар-ха пирĕн хушăра. Алкоголизм - чи çивĕч проблемăсенчен пĕри шутланать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке информушкăн ертÿçипе М.Загребаевапа Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем ялти шкулта ĕçлекенсемпе асăннă темăсене хускатнă, актуаллă ыйтусене хуравланă. Историпе асăну музейне, сĕт-çу фермине çитсе курнă, обелиск çывăхĕнчи ĕçсемпе паллашнă.
Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ О.Ло-моносовпа Чăваш Республикин Патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ С.Вя-зовский Элпуçĕнчи вăтам шкулта тăрăшакансемпе тĕл пулнă.
Тепĕр ушкăн ?строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Т.Дьяконова, «Чăвашçăкăрпродукт» обществăн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ - «Шупашкар элеваторĕ» филиал директорĕ А.Дмитриев, «Чăваш наци музейĕ» учреждени директорĕ И.Меньшикова) пĕрлехи информаци кунĕн темисене Тушкилти шкул коллективĕпе сÿтсе явнă. Унта надзор тата профилактикăллă ĕçсен пайĕн ертÿçи В.Михайлов та хутшăннă.
Тĕмер ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, шкулта ĕçлекенсен шухăш-кăмăлĕ-пе экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Бериллопа Мускаври çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн директорĕ Н.Евсюкова интересленнĕ, ыйтусем çине хуравланă.
Юлашкинчен Шупашкартан килнисем район çыннисене йышăннă. Проблемăллă ыйтусене контроле илнĕ.

 

Источник: “Вестник Российского информационного центра”

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика