20 марта 2018 г.
Юлашки вăхăтра çĕршывра тискер чĕрчунсем хушшинче урмăш чирĕпе сиенленнĕ тĕслĕхсем хушăнса пыраççĕ. Çакă вăл çутçанталăкра тилĕ-сен популяцийĕ ÿснипе тÿ-рремĕнех çыхăннă. Килти выльăхсем тата ял хуçалăх выльăхĕсем урмăш чирĕ ертесси те тĕпрен илсен тилĕсемпе хутшăннăран, вĕсем ялсене пырса çÿренĕрен тата килхуçалăхсене кĕнĕрен килет.
Урмăш - питех те хăрушă чир, вăл нерв системине йывăр сиенлет, юлашкинчен чирлĕ выльăх е чĕрчун вилет. Урмăшпа килти выльăхсемпе тискер чĕрчунсем кăна мар, çын та чирлет. Ашпа тăранса пурăнакан чĕрчунсем ?тилĕ, кашкăр, упа/ тата хуçасăр йытăсемпе кушаксем асăннă чире уйрăмах сарма пулăшаççĕ. Чирлĕ чĕрчун çыртнипе е аманнă ÿт-тире е йăлмака витĕме сĕлеке лекнипе выльăхсем те, çынсем те сиенленеççĕ. Вирус çынран куçмасть. Урмăш чирĕпе çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чирлеме пултараççĕ.
Çыншăн урмăшнă тилĕ уйрăмах хăрушă. Вăл çын çине сисĕнкĕсĕр сиксе ÿкме пултарать. Килти выльăхсемшĕн те хăрушă, мĕншĕн тесен тилĕ тÿрленми йывăр вирус чирĕ-сене сарать.
Чирлĕ выльăха сыввисенчен мĕнле уйăрса илмелле-ха; Чи пирваях çакă выльăх хăйне мĕнле тытнинчен палăрать. Чирлĕ тилĕсене илес пулсан, вĕсем çынпа хутшăнма тăрăшаççĕ. Сывви вара нихăçан та хăй ирĕккĕн çапла тумасть, пачах хирĕçле, çын çывхарма пуçласанах тарса ÿкме хăтланать. Урмăшпа чирлĕ выльăхсен çынра çăлăнăç шырасси йăлара. Анчах урмăш чирĕпе чирлĕ тилĕсем вилсе выртиччен нумай инкек кÿме пултараççĕ. Вĕсен харпăр хăйне сыхлас инстинкт çухалать, хăйсене йĕркесĕр тытаççĕ, пĕр хăрамасăр çынсене тата выльăхсене тапăнаççĕ, вĕсене чир ертеççĕ. Çавăнпа унашкал чĕрчунсене курсан асăрханмалла, чарăнса тăмалла, ытлашши хускану тумасăр сăнамалла. Çакăнпа пĕрлех майĕпен чакса пырса хăрушсăр вырăна çитсе ÿк-ме тăрăшмалла. Ун хыççăн тискер чĕрчунсене тытакан çĕре е хăтару службине шăнкăравласа пĕлтермелле. Енчен те тилĕ çавах та сирĕн çине сиксе ÿкме хăтланать пулсан, ăна ниепле майпа та хăвăра çыртма памалла мар. Кирек мĕнле выльăх çыртни те е унăн сĕлеки лекни те çын сывлăхĕшĕн хăрушă, ун пеккине супăньпе, шывпа çуса ямалла тата çийĕнчех медицина пулăшăвĕ илме медучреждение çитме тăрăшмалла. Выльăх урмăшпа чирлĕ пулма пултарнине сиссен тата тискер чĕрчунсем, йытă е кушак ялхуçалăх тата килти выльăхсене çыртнине курсан е пĕлсен ун çинчен çийĕнчех ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле.
Ашпа тăранса пурăнакан тискер чĕрчунсен урмăш чирĕпе кĕрешсе Тăвайри ветстанцире ĕçлекенсем çулленех охотоведпа тата сунарçăсемпе пĕрле иммунизаци профилактики тăвас тĕлĕшпе тимлеççĕ, маларах асăннă чĕрчунсен шăтăкĕсем умне тата сукмакĕ-сем çине ятарлă вакцинăсем хурса тухаççĕ. Ку ĕçе кашни çулах тимлĕн туса пыратпăр.
2017 çулта Тăвай районĕн-че урмăш чирĕнчен сыхланса ветеринари специалисчĕсем 7653 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 7243 сурăх-качакана, 88 лашана, 1969 йытта, 2516 кушака прививка тунă.
Вакцинацие кăçал та тă-ваççĕ. Çавăнпа выльăхсен хуçисен ку тĕлĕшпе ветеринари специалисчĕсене пĕр турткаланса тăмасăр пулăшма, харпăр хăй килĕсенчи выльăхсемпе чĕрчунсене вăхăтра вакцинаци тутарма тăрăшмалла. Ку вăл пурин хăрушсăрлăхĕшĕн те пурнăçлакан пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Çакна та палăртмалла, урмăш чирĕн-чен тăвакан вакцинаци тÿ-левсĕр, вакцинăна федераци бюджечĕн укçи-тенкипе туянаççĕ.
Профилактика тĕллевĕ-пех районта тилĕсен йышне йĕркелесе пырассипе те ĕçлеççĕ. Çак шутпа тилĕ тытакан сунарçăсене хавхалантарма район бюджетĕнчен çулленех 20 пин тенкĕ укçа уйăраççĕ. 2017 çулта районти ветеринари станцине пурĕ 67 тилĕ илсе пынă. Кăçалхи январьпе февральте 26 тилĕ тытнă. Вĕсене пурне те “Çĕрпÿри ветеринарипе санитари каяшĕн завочĕ” АОна ăсатнă.
Çакна самантлăха та манар мар: урмăш чирĕ - тÿр-ленми чир тата питĕ хăрушă, çавăнпа пур профилактика мероприятине те вăхăтра пурнăçлани кирлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"