27 марта 2018 г.
Тĕмер ял тăрăхĕнчи 977 кил хуçалăхра 1957 çын пурăнать: Тĕмерте - 769, Кармалта - 538, Амалăхра - 340, Вăтаялĕнче - 310. 2017 çулта 8 ача çуралнă, 30 çын вилнĕ, 3 çемье чăмăртаннă.
Ял тăрăхĕнче культура учрежденийĕсемпе вулавăшсем, шкулпа ача сачĕ, аптека, врач офисĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ ?вĕсенчен Амалăхпа Вăтаялĕнче юлашки 3 çулта тунă/, перекет офисĕн филиалĕ, “Тăвайри кооператив” потребобществăн - 5, уйрăм çынсем тытакан 6 лавкка, ветучасток халăх ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ. Пушар деповĕ ĕçлет. Ял тăрăхĕнче хресчен фермер хуçалăхĕсем - çиччĕ. Амалăхри тата Вăтаялĕнчи уйрăм çĕр лаптăкĕсене “Акконд-агро фирма” общество акса туса илет.
Выльăхсен йышĕ чакса пырать. 4 ялта 173 сăвакан ĕне, 542 пуç сурăх, сысна - 71, лаша - 7.
Тĕмер ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи бюджечĕ 4 миллион та 425 пин те 750 тенкĕ пулнă, çав шутран харпăр хăй тупăшĕ 1 миллион та 828 пин тенкĕпе танлашнă ?çакă пĕтĕмĕшле бюджетăн 41,3 проценчĕ чухлĕ/.
Ял тăрăхĕ районта пысăккисенчен пĕри. 4 ялпа илсен, палăртса хунисене чылайăшне пурнăçланă.
Кармал ялĕнчи Лепешкин тата Афанасьев урамĕсене çыхăнтаракан çуран каçса çÿремелли кĕпере ?18 метр/ çĕнĕрен тимĕр конструкцирен тунă ?сăн ÿкерчĕкре/. Купель çывăхĕнчи çакăн пек кĕпере те юсанă. Школьнаяпа Афанасьев урамĕсенче энерги перекетлеме май паракан лампочкăсем вырнаçтарнă, шыв пăрăхĕсене юсанă. Школьная урамри 841 метр çула вак чул сарса ĕçе кĕртнĕ, çÿп-çап тăкмалли контейнерсем валли ятарлă площадка тунă, масар хÿмисене çĕнетнĕ.
Вăтаялĕнче шыв колонкисене, пушартан сыхланса гидрантсене юсанă, пĕрне çĕннипе улăштарнă. Комсомольская урамне çутăпа тивĕçтернĕ. Первомайская урамра шыв илмелли çĕнĕ колонка вырнаçтарнă. Кунта та, Амалăхпа Тĕмер ялĕсенче те çÿп-çап контейнерĕсем валли ятарлă вырăнсем тунă. Спорт площадкисене çĕнетнĕ. Ленин урамĕпе пĕр çухрăм çула хытă сий хывас ĕçĕн проектне хатĕр-лесе çитернĕ.
Тĕмерти Николаев урамĕн-че çуран каçса çÿремелли кĕпере çĕнĕрен тунă. Калинин урамĕнчи 450 метр асфальт çула юсаса çĕнетнĕ. Пушар деповĕн тăррине юсанă. Çутă хунарĕсем лартса пынă май, электричество юписене те улăштарнă.
Амалăхра бюджет укçи-тенкинчен масар еннелле каçакан çула юсама 165 пин тенкĕ ытла янă. Пушартан сыхланса çĕр айĕнчи шыв тытмалли резервуара юсама 92 пине яхăн, Новоюжная урамра шыв юххи валли труба хывса хăварма 55 пин тенкĕ тăкакланă.
Ял тăрăхĕнче юлашки вăхăтра налук пухасси ÿснĕ. Малалла та ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пымалла. Ял çыннисене, уйрăмах хĕрарăмсен, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕсен, пенсионерсен союзĕн членĕ-сене культурăллă-массăллă, ытти мероприятисенче пуçаруллă пулнăшăн тав сăмахĕ калас килет.
2017 çулта вырăнти депутатсен Пухăвĕн 8 ларăвне ирттернĕ. Профилактика советĕнче 5 çемье учетра тăрать, вĕсенче çул çитмен 4 ача пурăнать. Йывăр лару-тăруллă çемьесем малашне те контрольте пулĕç. Профилактика ĕçне общественноçа явăçтарса туса пымалла.
Çул-йĕр ыйтăвĕ ял тăрăхĕ-нче чи пĕлтерĕшлисен шутĕ-нче пулнине маларах та палăртрăм. Ку енĕпе ытти ялсенчи малашлăх тĕллевсене илсен, акă, Тĕмерти Николаев урамĕнче 2,5 километр çул тумалла, унăн проекчĕ хатĕр. Амалăх ялĕнче Новоюжная урамра вак чул сарса хытармалла, çавăн пекех кунти культура çурчĕн тăррине юсамалла.
Кармалпа Вăтаялĕнче пурăнакансем отчетлă пухусенче “Канаш-Кармал” маршрутлă автобусăн каçхи рейсне çĕнĕрен çÿретмелле тăвасшăн, çавăн пекех Тĕмер-Вăтаяль-Кармал çула юсас, сĕт хакне ÿстерес тата ытти ыйтусене çĕклерĕç. Вĕсенчен хăш-пĕрне татса парассипе ĕçлеççĕ.
Вăйсене пĕрлештерсе пĕрле тăрăшсан кăна палăртнисене ĕçе кĕртĕпĕр, хамăр пурăнакан тăрăха илемлĕрех, пурнăçа хăтлăрах тăвăпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"