20 января 2018 г.
Çырăва итлеме Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисен, тĕн, общество организацийĕсен представителĕсем, Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Унта Тăвай район делегацийĕ те пулнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтанах Чăваш Ен çулран-çул малалла аталаннине, умри задачăсене пурнăçа кĕртсе пынине, тĕп тĕллев - патшалăх тата граждансен интересĕсене хÿтĕлесси, саккунсене тата тĕрĕслĕхе пăхăнса тăрасси пулнине, республика вăйлă регион шутĕнче пулассине, халĕ те çĕршыв шайĕнче лидерсен йышĕнче пулнине палăртнă.
2017 çул итогĕсем тăрăх промышленноç производствин индексĕ 103,7 процентпа, ял хуçалăх производствин индексĕ 101 процентпа, ваккăн суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ 102,8 процентпа танлашнă. Халăхăн вăтам ĕç укçи шайĕ 7,3 процент таран хăпарнă. 2011 çултан пуçласа регионта ĕçсĕррисен шучĕ 2,4 хут чакнă.
Республикăн экономикăри тата ăслăлăхри, социаллă сферăри вырăнне çирĕплетсе хамăрăн культурăна тата хăйнеевĕ-рлĕхне упраса хăварасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Кунта ÿс- се пыракан ăрăва воспитани тата пĕлÿ пани пысăк пĕлтерĕ- шлĕ. Чăваш Енре вĕренÿ тытăмне аталантарма республика бюджечĕн пĕрре виççĕмĕш пайне тăкакланине каланă. Çакăн пек йышăну туни хăйне евĕр пысăк çитĕнÿсен çул-йĕрĕ пулнине палăртнă. Республикăри шкулсемпе ача сачĕ-сем çулсеренех Раççейри чи чаплă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен йышне кĕреççĕ. Пирĕн республикăн паха ĕç опытне ытти регионсем тĕпе хурса ĕçлени те куçкĕ-ретех. Республикăра шкулсем тăвассипе тата вĕсене модернизацилессипе анлă программа пурнăçланать. 2025 çул тĕлне республикăра иккĕмĕш сменăпа ачасене вĕрентессине пĕтерме тĕллев лартнă.
“Ăслăлăха - шкула” проектпа килĕшÿллĕн 11 база шкулĕнче физика кабинечĕсене ку чухнехи лаборатори оборудованийĕ-сем вырнаçтарнă. Çак проект пурнăçланĕ кăна мар, палăрмаллах анлăланĕ те.
Республикăра патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни çулах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне Чăваш Ен каччисем йышлăн тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Раççей çарĕ-нче 8 пин ытла çамрăк контракт мелĕпе службăра тăрать. 4 пин çамрăк кадет пĕлĕвĕ илет.
Кирек мĕнле çĕршыв экономикин никĕсĕ те промышленноç шутланать. “Хĕвел”, “Каскад”, “ЭКРА”, “Химпром”, Шупашкарти электроаппаратура завочĕ тата ытти предприятисемпе организацисем пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртеççĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн пĕлтĕрхи раштавăн 27-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Ене “инвестици сферинче пысăк стандартсем палăртакан” регион-лидерсен шутĕнче пулнине асăнса хăварнă:
“Чăваш Республики виççĕмĕш çул Раççей Федерацийĕн регионсен инвестици илĕртÿ-лĕхĕн рейтингĕн пĕрремĕш теçеткинче тăрать. 2017 çулта республика 85 субъект хушшинче улттăмĕш вырăнтан иккĕмĕш вырăна хăпарчĕ”, - тенĕ Çырура.
Чăваш Енре пурăнакансем туслă пулни ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Çавăн пекех ялсенче культура вучахне “чĕртессипе”, клубсенче пурлăхпа техника базине пуянлатассипе пысăк калăпăшлă ĕçсем тăваççĕ. Юлашки çулсенче регионта 9 клуб уçăлнă, çитес çулсенче тата 18 культура çуртне хăпартса лартма тĕллев лартнă.
Кăçал чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Вăл халăх шкулĕн историйĕнче паллă вырăн йышăнать. Ахальтен мар кăçал Чăваш Енре И.Я.Яковлев çулталăкĕ тесе палăртнă.
2019 тата 2020 çулсенче Чăваш Республики Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăвать. Пирĕн çак пысăк пĕлтерĕшлĕ историллĕ пулăмсене çÿллĕ шайра, общественноçа анлăн явăçтарса, ытти регионтан хăнасене чĕнсе анлăн та савăнăçлăн паллă тумалла, тенĕ.
2018 çула Раççейре Ырă ĕç тăвакансен ?волонтерсен/ çулталăкĕ тесе йышăннă.
Михаил Игнатьев çулленхи хăйĕн Çырăвĕнче çавăн пекех ял хуçалăх, строительство отраслĕн, çул-йĕр хуçалăхĕн, медицина тата социаллă хÿтлĕх сферисен, массăллă спортпа физкультура аталанăвĕпе малашлăх задачисем, ытти ыйту çинче те тĕплĕ чарăнса тăнă, пĕрле эпир умри пур ыйтăва та татса пама пултарасси пирки каланă.
“Шанатăп: тухăçлă ĕçлекен вăйлă та пĕр шухăшлă команда, - хамăрăн республикăн тата пĕтĕм çĕршывăмăрăн малашнехи кал-кал аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ”, - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн шухăшне.
Патшалăх Канашне янă Çырура кăларса тăратнă ыйтусем хаçатăн малашнехи кăларăмĕ-сенче тĕп вырăн йышăнĕç.