Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкрех тупăш илекен çынсене пулăшса

17 января 2018 г.

“Паллах, пирĕн пурăнма кирлĕ минимумран та пĕчĕкрех тупăш илекен çынсен хисепне чакарассипе малалла ĕçлемелле, чухăнлăха, унăн шайне тата йышне, пирĕн обществăн стабильлĕхĕпе пĕрлĕхĕшĕн хăрушă пулса тăракан масштаблăхне чакармалла”, - тенĕ РФ Президенчĕ В.Путин, “Единая Россия” партин ХVII съездĕнче сăмах каласа.
Яланхи пекех, В.Путин сăмахĕсем ĕçпе çыхăнса тăраççĕ. Çĕнĕ çул умĕн Раççей Президенчĕ çĕршыври халăхăн пысăк пайĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май паракан хăш-пĕр законсене алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшлисене халĕ илсе кăтартăпăр.

Чи пĕчĕк ĕç укçи виçи ÿснĕ
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçи (МРОТ) виçи уйăхне 9489 тенкĕпе танлашнă. Ку вăл пурăнма кирлĕ минимумăн 85 проценчĕ чухлĕ. Ÿсĕм 20 процент ытла (7800-тен 9489 тенкĕне çитнĕ).
Çапла вара ĕçлекенĕн уйăхри ĕç укçи, уйăхри ĕç вăхăчĕн нормине пурнăçласан, чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен кая пулмалла мар.
Вăл ÿснипе пĕрлех, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен больничнăйсем, йывăр çын пулнипе тата ача çуратнипе паракан тата ытти пособисем тÿлесси те пысăкланаççĕ. Йывăр çын пулнăшăн тата ача çуратнăшăн паракан пособин стандартлă (140 кун) чи пĕчĕк виçи 43675 тенкĕ (2017 çулта - 35901 тенкĕ) пулать.
Ачана ÿсĕмĕпе çулталăк çурăна çитиччен (отпуск кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçланнă пулсан) пăхма уйăхсерен паракан чи пĕчĕк пособи 3796 тенкĕпе танлашать (2017 çулта 3066 тенкĕ пулнă).

Пĕрремĕш ачашăн - пособи
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çуралнă пĕрремĕш ачашăн е усрава илнĕ ачашăн çемье уйăхсерен пособи илсе тăма тытăнать. Анчах ку пулăшу - адреслă. Ăна çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăш виçи 13995 тенкĕрен иртмен çемьесем илсе тăрĕç. Тĕслĕхрен, 3 çынтан тăракан çемьешĕн, кăçал çуралнă ачана шута илсе - 41985 тенкĕ. Çемьен пĕтĕмĕшле тупăшне шута илнĕ чухне ĕç укçисене, премисене, пенсисене, социаллă пособисене, стипендисене, тĕрлĕ йышши компенсацисене, алиментсене, налуксем тытăничченхи ытти тупăша кĕртеççĕ.
Чăваш Енре пĕрремĕш ачашăн паракан пособие 4,5 пине яхăн çемье илĕ. Ку тĕллевпе бюджета 143,5 миллион тенкĕ хывса хăварнă. 2018 çулта уйăхсерен паракан тÿлев виçи Чăваш Республикинче ачана пурăнма кирлĕ минимумпа - 8910 тенкĕпе танлашать.

Амăшĕн капиталĕн программине тăснă
Амăшĕн капиталĕн федераци программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Унпа усă курмалли майсене анлăлатнă. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, укçа-тенкĕ питĕ кирлине шута илсе, икĕ ачаллă çемьесем, амăшĕн капиталĕн укçине 8910 тенкĕ виçепе уйăхсерен паракан тÿлев майлă илсе тăма пултараççĕ. Унсăр пуçне укçана шкул çулĕчченхи пĕлÿ услугисене, тĕрĕсрех, ачана икĕ уйăхри ÿсĕмрен пуçласа пăхнăшăн тÿлеме усă курмашкăн яма пултараççĕ.
2007 çултан пуçласа программа вăя кĕнĕренпе Чăваш Енре 80 пин ытла çемье сертификат илнĕ, пĕтĕмпе 20 миллиард ытла тенкĕпе усă курнă. Çав шутра 2017 çулта - 5,7 пин çемье 27 миллиард тенкĕлĕх. Амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать.
Федераци капиталĕпе пĕрлех Чăваш Ен те республикăри амăшĕн капиталĕн 100 пин тенкĕлĕх программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсма йышăннă. Ăна виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене параççĕ. Паянхи куна республикăри амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе 10 пин ытла çемье усă курма пултараççĕ.
Республикăн капиталне ĕçе кĕртме пуçланăранпа (2012-2017 ç.ç.) унпа 4,5 пин çемье пурĕ 385 миллион тенкĕлĕх усă курнă. 2018 çулта çак тĕллевпе 196,8 миллион тенкĕ яма пăхнă. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, асăннă капиталпа нумай ачаллă 2000 яхăн çемье усă курма пултарать.

Унчченхи парăмсемпе штрафсене пăрахăçлаççĕ
2017 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин налук органĕсем граждансен 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен транспорт налукĕпе, физически лицосен пурлăхĕ çине хуракан налукпа, çĕр налукĕпе пулса тăнă татман кивĕ парăмсене пăрахăçласси çинчен йышăну тумалли çинчен калакан Федераллă саккуна алă пуснă. Татман парăмпа пулса тăнă пенясене те пăрахăçлаççĕ. Çакна налоговиксем йышăну кăларичченхи тапхăр таран шутласа тăваççĕ.
Ку вăл индивидуаллă предпринимательсене те, çав шутра çак статуса çухатнисене те, пырса тивет.
Республикăра физически лицосен пăрахăçлама шута кĕрекен татман парăмăн пĕтĕмĕшле сумми 126,6 миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутра 57,6 млн. тенки - граждансен, физически лицосен пурлăх налукĕн парăмĕ. Индивидуаллă предпринимательсен парăмĕ - 69 млн. тенкĕ.

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournal

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика