24 января 2018 г.
Иртнĕ эрне вĕçĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче Тăвайпа Канаш районĕсенчи ял старостисен слечĕ иртнĕ.
Мероприятин практикăлла пайĕнче слета хутшăннисем Енĕш Нăрваш ялĕнчи культура çуртне, пушар деповне, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула тата ача садне çитсе курнă. Ун хыççăн Упа кĕтесĕ кану базинче иртнĕ пленарлă пайне Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке уçнă. “Ял старости ялшăн кил хуçи пекех. Унăн пурне те курма, ял çыннисен пурнăç хăтлăхĕшĕн, унти сывă микроклиматшăн тăрăшма, ялта пурăнакансене ырă та усăллă ĕçсене явăçтарма пултармалла, унăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле”, - тенĕ Владимир Алексеевич. Вăл старостăсене пĕрлехи ĕçшĕн тав тунă, вĕсене сывлăх, ăнăçу суннă.
Староста ял пурнăçĕн, çав территорири обществăлла хăй тытăмлăх аталанăвĕн уйрăлми пайĕ пулса тăни çинчен ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева каланă. Ун тивĕçне яла тирпей-илем кĕртесси, налуксем пухма, суйлавсене хатĕрленсе ирттерме пулăшасси, пушар хăрушсăрлăхĕ, профилактика ĕçĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси тата халăха муниципаллă влаçăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса тăрасси кĕрет, тенĕ.
“Çакăн пек тĕл пулусем, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни малалла аталанма, халăхшăн тăрăшса пысăкрах ĕçсене пурнăçа кĕртме, умри ыйтусене татса пама пулăшаççĕ”, - палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркеленÿсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев.
Унтан вăл слета хутшăннисене “Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси çинчен” саккунăн 8 статйине улшăну кĕртесси çинчен” саккунăн проекчĕпе паллаштарнă.
Унтан Тăвай район территорийĕнче право йĕркине мĕнле пăхăнни тата ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсем, старостăсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин чарăнса тăнă, преступленисенчен сыхланса тăвакан профилактика ĕçĕнче пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каланă.
Чăваш Республикинче вырăнсенчи пуçарусемпе никĕ-сленсе общество инфраструктурине аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ. Çак программăна пурнăçласа районсенче тăвакан ĕçсем çинчен Тăвай район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев каласа панă. Конкурса вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса паракан тата ялсенчи обществăлла инфраструктура объекчĕсене аталанма май паракан проектсене суйласа илеççĕ. Ку вăл - коммуналлă хуçалăх, социаллă пурнăçпа культура, физкультурăпа спорт объекчĕсем, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем тата ытти те. Проекта пĕр финанс çулĕн тапхăрĕнче пурнăçа кĕртеççĕ. Çакна валли республика бюджетĕнчен 60 процентран ытла мар уйăраççĕ, районпа ял тăрăхĕн бюджет, халăхăн, юридически лицосен, предпринимательсен укçи-тенкине 40 процентран кая мар явăçтараççĕ.
Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи Улянкă ялĕнчи Людмила Михайлова тата Канаш районĕ-нчи ял старости Петр Сергеев хăйсен ĕçĕн опычĕпе паллаштарнă.
ЧР Пуçлăхĕн Админис-трацийĕн шалти политика Управленийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай консультанчĕ Анатолий Алексеев тата Станислав Николаев тĕлпулу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Районсенче “Чи лайăх ял старости” конкурс йĕркелеме сĕннĕ.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ял старостисемпе пĕрле маларах асăннă программăна пурнăçлассипе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерме, халăха вырăнти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене татса пама активлăрах явăçтарма, ял тăрăхĕсенче старостăсен канашĕсене туса хума, старостăсене эрнесерен иртекен планеркăсене хутшăнтарма сĕнÿсем панă.
Юлашкинчен Канашпа Тăвай районĕсен командисем волейболла выляссипе юлташла тĕлпулу ирттернĕ.