13 января 2018 г.
Январĕн 12-мĕшĕнче Прокуратура ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун ?1722 ç./ Раççей императорĕ Пĕрремĕш Петĕр “патшалăх куçĕ” ?“око государево”/ пулса тăма Прокуратура туса хунă. Прокуратура вăл Конституцие пăхăннине тĕрĕслекен, право тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе, саккунлăха сыхлассишĕн тата çирĕ-плетсе пырассишĕн çирĕп тăракан шанчăклă орган пулса тăрать. Çак ĕçе Тăвай район прокуратурин ĕçченĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ.
Иртнĕ çул мĕнпе палăрса юлнă тата прокуратура ĕçĕн эффективлăхне малалла та ÿстерсе пымашкăн мĕнле чăрмавсене çĕнтермелле; _ çак тата ытти ыйтусем çинчен пирĕн корреспондента район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Оксана Геннадьевна ЯСТРЕБОВА каласа панă.
_Пирĕн тĕп тивĕç вăл çитменлĕхсене тупса палăртасси, саккунлăхпа право тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе пăсакансене çирĕп явап тыттарасси, çынсен прависене хÿтĕлесси кăна мар, çавăн пекех пурнăçра тÿрĕ çултан пăрăннисене хăйсен йăнăшне туйса илсе тĕрĕс çул çине тăма, тĕрĕс мар утăм тăвасран сыхланма пулăшасси те пулса тăрать. Çавна май прокуратурăра ĕçлекенсем профилактика мероприятийĕ-сен витĕмлĕхне ÿстерсе пымашкăн пысăк тимлĕх хураççĕ. Ку тĕлĕшпе прокуратура вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, право сыхлав органĕ-сенче ĕçлекенсемпе, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Пĕр вăхăтрах муниципаллă право акчĕсем тивĕçлĕ шайра, вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн пулччăр тесе те тимлет. Район прокурорĕ çумĕ- нчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕсенче, пĕрлехи семинарсенче ку ыйтусене тăтăшах сÿ- тсе яватпăр пулин те, йăнăшсем çав-çавах тăваççĕ.
2017 çулта прокуратура вырăнти влаç органĕсен 200 ытла нормативлă право актне тĕрĕсленĕ. 103 муниципаллă право акчĕ, вăл шутра 8 акчĕ муниципаллă район шайĕнчи, тĕрĕс маррине кăтартса панă. 72 протеста пăхса тухса тивĕçтернĕ, ыттисем _ пăхса тухмалли тапхăрта.
Муниципаллă тĕрĕслев, тирпей-илем, çурт-йĕр тăвас ĕç, муниципаллă служба, бюджет хутшăнăвĕсен сферисенчи саккунлă мар нормативлă право акчĕсене протестленĕ. Прокуратура хутшăннипе строительство тунă чухне граждансемпе предприятисем килĕшÿ тума кĕртнĕ хушма процедурăсене, муниципаллă службăна илмелли чарак йĕркесене, çĕр участокĕсемпе усă курнăшăн аренда ставкине пысăк виçепе çирĕплетекен саккунлă мар нормăсене право акчĕ-сенчен кăларттарнă.
Патшалăх тата муниципаллă службăсем, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсен нормисене пăхăнмасăр тунисене палăртма тата должноçри çынсене явап тыттарма май килнĕ.
Иртнĕ çул район прокуратури асăннă сферăра йĕркене пăснă 55 тĕслĕ-хе тупса палăртнă. Вĕсем тăрăх 23 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухса 20 çынна дисциплинарлă яваплăх тыттарнă. Саккунлă мар право акчĕсем тĕлĕшпе 21 протест тăратнă. 1 çынна административлă яваплăх тыттарнă, 1 заявление суда, прокурор тĕрĕслевĕн 1 материалне уголовлă ĕç пуçарма янă.
Тĕрĕслевсенче патшалăх тата муниципаллă службăсенче коррупцие хирĕçле законодательствăна пăхăннине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Тĕслĕхрен, район администрацийĕн ĕçĕнчи тĕрĕслевре муниципаллă службăри служащисенчен пĕри ĕç килĕшĕвĕ туса тепĕр организацире те ĕçлени палăрнă, унтан та ĕç укçи илсе тăнă. Çав вăхăтрах çакăн пирки администраци пуçлăхне пĕлтермен. Унсăр пуçне иккĕмĕш ĕç вырăнĕнче илнĕ укçа-тенкĕне тупăшсен декларацийĕнче кăтартман.
Должноçри тăватă çын 2016 çулшăн тăратнă справкăсенче хăйсен харпăрлăхĕ шутланакан çĕр участокĕ-пе ытти куçми пурлăха кăтартмасăр хăварнă. Муниципаллă икĕ служащи тупăшĕсене пытарнă тĕслĕхсене те асăрханă. Прокуратура тăратнă представленисемпе айăплисене дисциплинарлă яваплăх тыттарнă. Муниципалитет служащийĕ пулнă çынна коррупцие хирĕçле законодательство требованийĕсене ĕçе илнĕ тĕслĕх те çиеле тухнă.
Прокуратура коррупциллĕ майсемпе тунă тăкаксене шыраса илессипе те мерăсем йышăннă. Çапла прокуратурăн иск заявленийĕпе район бюджетне тата муниципаллă учрежденисене 110 пин тенкĕ шыраса илсе панă.
Çут çанталăка сыхламалли законодательствăна епле пăхăнни те прокуратура тимлĕхĕнче. Вăл тăрăшнипе тупса палăртнă саккунсăр свалкăсене пĕтернĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче тăтăшах тĕрĕслевсем ирттернĕ, саккуна пăснă 45 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсене пĕтерме 30 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухса должноçри айăплă 29 çынна дисциплинарлă яваплăх тыттарнă. Саккунлă мар право акчĕ тĕлĕшпе протест тунă, ăна пăхса тухса тивĕçтернĕ. Тĕслĕхрен, прокурор Тăвайри ял тăрăхĕн пуçлăхĕн адресĕпе муниципаллă харпăрлăхри хваттерсемшĕн нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тумашкăн взнос укçи тÿлемен пирки представлени тунă. Çакăн хыççăн ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕп юсав тума каякан взноссен парăмне татассипе мерăсем йышăннă.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çинчен калакан законодательствăна пăснисене пĕлтĕр “УК Янтиковская” ООО ĕçĕ-хĕлĕнче те тупса палăртнă.
“Интернет” сечĕн мониторингĕ вăхăтĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тата “УК Янтиковская” ОООн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен граждансем тулли те тĕрĕс информаци илмелли прависене пăснă тĕслĕхсене уçса панă.
Район прокурорĕ “УК Янтиковская” ООО директорĕ тĕлĕшпе РФ КоАПăн 14.13 статйин 2-мĕш пайĕнче кăтартнă административлă право йĕркине пăснă пирки ĕç пуçарнă, ăна ЧР Патшалăх инспекцийĕнче пăхса тухма ярса панă, инспектор постановленийĕ-пе директора административлă яваплăх тыттарнă.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче йĕркене пăснисене тупса палăртас тĕлĕшпе район прокурорĕ “УК Янтиковская” ООО офисĕнче граждансене хăй йышăннă.
Çавăн пекех ĕçĕн “сăрă рынокне” хирĕç тăрас тата çынсене килĕшÿсем туса официаллă майпа ĕçлеттерес, ĕç укçине вăхăтра тÿлесе тăрас ыйтусемпе те сахал мар ĕçлеме тивет. Çаксем пурте ĕçлекен çынсен интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă. 2017 çулта ĕç паракансем тĕлĕшпе ĕçлекенсемпе ĕçлев хутшăнăвĕсене саккун ыйтнă пек йĕркелеменшĕн административлă 2 ĕç пуçарнă. “Красная Чувашия” тата “Чутеевский” ЯХПКсенче ĕç укçи парăмĕсем пулса кайнă. Асăннă предприятисен ертÿçисем тĕлĕшпе прокурор РФ КоАПăн 5.27 статйипе килĕшÿллĕн административлă право йĕркине пăснă пирки ĕç пуçарнă, вĕсене штрафланă. Суда пĕтĕмпе 250000 тенкĕ ĕç укçи шыраса илме 43 иск заявленийĕ ярса панă. Суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртнине прокуратура тимлĕхрех тытнă, ĕç укçи парăмне туллин татнă.
Прокурор тĕрĕслевĕн материалĕ-сем тăрăх ĕç укçи икĕ уйăх ытла тÿ-леменшĕн “Красная Чувашия” ЯХПК председателĕ пулнă çын тĕлĕшпе Следстви комитечĕн следователĕ РФ уголовлă кодексĕн 145.1 статйин 2-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Çынсен прависене хÿтĕлессине район прокуратури хăйĕн ĕçĕнче ялан пысăк тимлĕх хурать. Ÿлĕмрен те çаплах пулĕ. “Çын прави” ăнлав анлă, вăл граждансен пурнăçĕн пур енне те пырса тивет. Пуринчен те ытла ватă тата юрлă çынсем, инвалидсем, тăлăх ачасем пысăк хÿтлĕх ыйтаççĕ. Вĕсене пулăшса пĕлтĕр, тĕслĕхрен, прокуратура вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тăлăх ачасене найм килĕшĕвĕпе пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтерме ыйтса 3 иск ярса панă. Прокурорăн 2 иск заявленине тивĕçтернĕ, тепри _ татса памалли тапхăрта. Пĕр тăлăха суд йышăнăвне пурнăçласа пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Судăн тепĕр йышăнăвне пурнăçа кĕртессине те прокуратура контрольте тытать.
Çапла вара прокуратура граждансене яланах пулăшма хатĕр.
Юлашкинчен, Прокуратура кунĕпе саламланă май, хамăрăн пысăк мар коллектива эпĕ ырлăх-сывлăх, саккунлăх хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕнче килĕшÿпе ăнăçлăх сунатăп. Малашне те вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, граждансемпе тачă çыхăнса ĕçлесе, çынсен прависене хÿтĕлессине мала хурассине шанса тăратăп.