Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи кунсем хавхалану кÿччĕр

24 мая 2017 г.

Иртнĕ юнкун Тăвай енре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕ-пе промышленность тата суту-илÿ министрĕ Владимир Александрович Аврелькин (сăн ÿкерчĕкре сулахайран иккĕмĕш) ертсе пыракан информушкăн пулчĕ. Унпа пĕрле патшалăх регистрацийĕн федераллă службин, Чăваш Республикинчи кадастрпа картографи Управленийĕн ертÿçи - тĕп патшалăх регистраторĕ Екатерина Владимировна Карпеева, Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн руководителĕ - Чăваш Республикинчи патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ, Виктор Владимирович Кочетков тата “Центр координации поддержки экспортно-ориентированных субъектов малого и среднего предпринимательства в Чувашской Республике” автономин коммерциллĕ мар организацийĕн ертÿçи Александр Николаевич Рыбаков килнĕ. Вĕсем çынсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Чăваш Республикинче çуллахи каникул вăхăтне йĕркелесси, çурхи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси, алкогольлĕ тата спиртлă пахалăхсăр шĕвексене сарассине чакарасси пирки калаçнă район çыннисемпе Шупашкартан килнисем. Сĕт хакĕ мĕнле шайра пулнипе кăсăкланнă.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе те интересленнĕ. Экологи субботникĕсем ирттерсе тавралăха тирпейлесси, йывăçсем лартса симĕ-слетесси, ялсенчи урамсене, çулсен айккисене, масарсене тасатасси пирки те сăмах пынă. 
-Чăваш Енри ачасен вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать. Çавна май çамрăксен çуллахи канăвне лайăхрах йĕркелессишĕн тимлеççĕ ĕнтĕ республикăра;
-Кăçал пирĕн ачасен çуллахи канăвне тивĕçлĕ шайра ирттерекенсен реестрне пурĕ 465 организацине кĕртнĕ, ачасене стационарлă майпа кăнтăрлаччен канма тата сывлăхне çирĕплетме 21 организаци пулăшĕ, шкулсем çумĕнче 355 лагерь ĕçлĕ, социаллă пулăшу организацийĕсен базинчи тепĕр 17 лагерь хавхалантарĕ çамрăксене. Палаткăллă - 56, 22 ĕçпе кану лагерĕсем тивĕçтерĕç çул çитменнисене.
Çулла пирĕн республикăра 87 пин ачана канупа тивĕçтерме палăртнă. Вăхăтлăх ĕçре 16100 каччăпа хĕр ырă тĕслĕх кăтартĕç, вĕсенчен 12 пинĕшĕ - йывăр лару-тăруллă çемьесенче пурăнакансем. Пирĕн районта 9 шкул çумĕнче лагерь тивĕçтерĕ вĕренекенсене. 19 отрядра 355 ача канĕ, вĕсем кунне 2 хут апат çийĕç. 
Ачасен канмалли тата сывлăхне çирĕплетмелли организацисен материалпа пурлăх базине çĕнетмеллин мероприятийĕсем йĕркелеме 2017 çулта 52,06 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутра республика бюджетĕнчен 6,251 миллион тенкĕ, муниципаллă бюджетран - 12,175 миллион тенкĕ, бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен - 33,633 миллион тенкĕ.
“Золотой колос”, “Звездный”, “Солнышко”, “Белые камни” ятлă лагерьсем, хушма пулăшу паракан тепĕр 60 организаци çĕклĕç ачасен кăмăл-туйăмне çулла. Пĕтĕм Раççейри тата халăхсем хушшинчи “Орленок”, “Смена”, “Артек” центрсенче Чăваш Енри 241 вĕренекен пулĕç.
Республикăри йывăр лару-тăруллă çемьесенчи 1047 ача профилактика учетĕнче тăрать, вĕсен пушă вăхăтне те интереслĕ йĕркелеме тăрăшĕç.
Чăваш Енре 3117 тăлăх ача пурăнать. Çуллахи каникулта вĕсенчен 1850-шĕ лагерьсенче канса хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетет. 750-шĕ хула тулашĕнчи лагерьсенче, 200-шĕ санаторисенче, 610-шĕ кăнтăрлаччен пулмалли лагерьсенче, 220-шĕ - палаткăллă, 70 тăлăх ача республика тулашĕнчи лагерьсенче пулĕç.
-Шăрăх кунсем те çывхараççĕ, çавăнпа тата пушарсем пирки тимлĕ пулмалла пирĕн.
- Чăваш Енре пĕлтĕр 939 вут-кăвар çынсене сехĕрлентернĕ, вĕсенче 94 çын вилнĕ, çав шутра 5 ача. 361 çынна тата 613 миллион тенкĕлĕх япала çăлса хăварнă.
Кăçал çу уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ тĕлне Чăваш Республикинчи хуралтăсем çинче “хĕрлĕ автан” 269 хут алхаснă. 18 çын çутă тĕнчепе уйрăлнă, 29-шĕ аманнă, 85 çынна вутра кĕлленме паман.
Тăвай енре кăçал паянхи кунччен 4 хутчен вут-кăвар тухнă. Юлашки пушарта Кивĕ Пуянкасси ялĕнче харăсах виçĕ арçын çунса вилнĕ.
Типĕ курăк чĕртсе çунтарассинчен асăрханмаллине те палăртса “Вăрмана упра” информаци кампанийĕ йĕркеленĕ. Кăçал çу уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче республика территорийĕнче пысăк лаптăк типĕ курăк çуннă.
Çĕртме уйăхĕн пĕрре-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕччен пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли тата вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттерĕç Чăваш Енри районсенче.
-Алкогольлĕ тата спиртлă пахалăхсăр шĕвексем сарăлса пырассин çулĕсене хăвăртрах пÿлесчĕ.
-Кăçал ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен Чăваш Республикинче тивĕçлĕ лицензисен реестрĕпе 664 организаци ?2017 çулхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 675/ 3483 вырăнта алкогольлĕ продукци сутнă. Плана кĕртмен 120 тĕрĕслев ирттернĕ, виçĕ коллективне лицензи пама килĕ-шмен.
Кăçалхи виçĕ уйăхра Раççейри ШĔМ Чăваш Республикинче закона пăсса алкогольлĕ продукци сутнăшăн 7 административлă ĕç пуçарнă, протоколсем çырнă, ĕçĕсене миравай судьясене ярса панă.
Çынсене “фанфуриксемпе” тивĕçтерессин çулне те пÿлессипе чылай ĕçлемелле-ха.
-Сĕт хакĕ улшăнсах тăни кăмăлсăрлантарать ял ĕçченĕ- сене;
-Чăваш Республикинче кăçал пĕрремĕш кварталта пур йышши категориллĕ хуçалăхсем 98,2 пин тонна сĕт туса илнĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн информаци ушкăнĕсем ирхинех районти Элпуç, Тăрмăш, Тушкил, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсен территорийĕсенче калаçусем йĕркеленĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванеркепе Шупашкартан килнĕ Александр Рыбаков тушкилсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ. Унта Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Захаров та пулнă. Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕнче 160 гектар çурхи тулă, 150 гектар кукуруза акнă. Нумай çул ÿсекен курăка 621 гектар çинче нÿрĕк хупланă, 250 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Асăннă юлташсем Тушкил ял тăрăхĕнче, шкулĕнче, “Тăвайри кооператив” потребобществăра, “Акконд-агро фирма”, “Акконд-молоко” обществăсенче пулнă. “Конкурентсене ытларах явăçтарсан, паракан сĕтĕн пахалăхне лайăхлатсан кăна сĕт хакне ÿстерме пулать”, _ тенĕ информушкăн ертÿçи Владимир Аврелькин.
Район пуçлăхĕ Александр Шакин, район прокурорĕн заместителĕ Андрей Афанасьев, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева, вăтам шкул директорĕ Светлана Николаева Тăрмăш ял тăрăхĕн территорийĕнчи çынсемпе калаçнă.
Строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова, Шупашкартан килнĕ Виктор Кочетков, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Гаврилов элпуçсен харсăрлăхĕпе кăмăллă юлнă.
Экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Берилло, Шупашкартан килнĕ Екатерина Карпеева, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Егор Романов кĕрекен информушкăнăн сĕт паракансемпе тата пуçтаракансемпе сăмахлама май килнĕ.
Организаципе контроль ĕçĕсен, информаципе тивĕç-терекен пай начальникĕ Валерий Чайкин, Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Григорий Куклов чутейсемпе çĕнĕишпуçсем патне çитсе курнă. “Ĕнесен йышĕ уйăхсерен чаксах пырать. Кĕтÿпе çÿреме çын çук ялта, укçа парса тара тытатпăр. Çавăнпа пĕр килограмм сĕт 20-22 тенкĕрен кая мар пулмалла пек”, - тет Чутейре пурăнакан Светлана Колотушкина.
Информушкăн “Чутеевский” ЯХПКн машинăпа трактор паркĕнче пулнă, çурхи ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланса, механизаторсемпе калаçнă.
Кайран район администрацийĕнче ĕçлекенсен ыйтăвĕ-сем çине хуравланă Пĕрлехи инфоромаци кунне хутшăннă хăнасем, уйрăм çынсене те харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. 
Асăннă мероприяти çÿллĕ шайра иртнĕ.

 

 
Мой МирFacebook

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика