24 мая 2017 г.
Ача-пăча асăрхавсăр пулнинчен тата çул çитмен ачасем право йĕркине пăсма пултарнинчен профилактика ĕçне вăйлатас ыйтусемпе район прокуратуринче преступноçа хирĕçле координаци ĕçĕн ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта полици уйрăмĕн участковăйĕсен ертỹçи В.Игнатьев, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов, вĕрентỹ пайĕн представителĕ Н.Шакрова, опека тата попечительство пайĕн тĕп специалисчĕ Т.Потапова, Тăвайри больницăн тĕп врачĕн заместителĕ Т.Игнатьева, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба директорĕ Л.Кузьмина тата ыттисем хутшăннă. Кăçалхи 4 уйăхра профилактика ĕçне пула çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси ỹсмен. Ăнăçлă мар çемьесенче ачасем мĕнле пурăннине тата вĕсен воспитани условийĕсене тĕрĕслес шутпа ял тăрăхĕсене тухса çул çитмен ачасен прависемпе интересĕсене хỹтĕлемешкĕн мерăсем йышăннă. Ачисене пăхса усрас, воспитани парас, вĕрентес, прависемпе интересĕсене хỹтĕлес тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаншăн 21 ашшĕ-амăшне административлă яваплăх тыттарнă. Çулла çул çитменнисем право йĕркине ан пăсчăр тесе вĕренекенсемпе профилактика мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Шкул çумĕнчи лагерьсене ачасене йышăнма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслемелле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"