24 мая 2017 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2014 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче тỹлев карттисен наци тытăмне туса хунă. 2015 çулхи раштав уйăхĕнче “МИР” наци тỹлев карттине кăларма пуçланă. Патшалăхăн анлă çак проекчĕн тĕллевĕ _ Раççейре тỹлев ĕçлĕхне хамăр çĕршывра хатĕрленĕ технологисен никĕсĕ çинче туса пырасси. “МИР” карттăпа Раççей Федерацийĕнче пур çĕрте те усă курма пулать. Кунсăр пуçне çитес вăхăтра Беларуçпа, Казахстанпа, Абхазипе, Арменипе, Вăтам Азири ытти çĕршывсемпе пĕрлехи тỹлев тытăмне туса хурасси пирки калаçаççĕ. Раççейри пысăк банксем пурте “МИР” карттăна кăларма тата тытса тăма хатĕррине пĕлтереççĕ. Федерацин 2017 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи саккунĕ бюджет ĕçченĕсен шалăвне тата пенсионерсен тỹлевĕсене “МИР” банк картти çине куçарма тытăнмалли вăхăта палăртнă. Бюджет тытăмĕнче тăрăшакансене (пĕрремĕш хут карттă илекенсене) 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çав карттăна пама пуçламалла, ытти банксен тỹлев тытăмĕсен картти пуррисене 2018 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен, пенсионерсене 2020 çулхи утă уйăхĕччен çак тытăм çине куçарса пĕтермелле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"