31 марта 2017 г.
Федерацин ача амăшĕн капиталĕн программин пĕтĕмлетĕвĕ тата малашлăхĕ пирки эпĕ РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющине Роза КОНДРАТЬЕВĂНА каласа пама ыйтрăм.
-2007 çулта савăнăçлă лару-тăрура ача амăшĕн капиталĕн пĕрремĕш сертификачĕсене пуçласа панăччĕ. 10 çул хушшинче ку документа Чăваш Енре миçе çемье илчĕ-ши;
-Пирĕн республикăра пĕрремĕш сертификатсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Шупашкар хулинче пурăнакан ача амăшĕ-сем çиччĕн тивĕçнĕччĕ. Ку вăхăта ун чухне заявленисем 140 пулнă. Чăваш Республикипе вара 10 çул хушшинче çемьере иккĕмĕш тата хыççăнхи ачашăн пĕтĕмпе 75 пин ытла сертификат панă. Программăна 2018 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Апла пулсан пирĕн çемьесен программăна кĕме вăхăт пур-ха.
-Капиталпа ытларах мĕнле тĕллевпе усă кураççĕ;
-Законодательствăпа пăхнă тăрăх, ача амăшĕн капиталĕпе 4 енпе усă курма май пур. Кусем вĕсем: пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, амăшĕн пухăнакан пенсине пысăклатма, кунсăр пуçне инвалид ача валли социаллă адаптаци хатĕрĕсем туянма тата услугăсемпе усă курма. Чăваш Республикинче ытларахăшĕ капитал укçи-тенкипе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата ачисене вĕрентме тăрăшать. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатакансем - пĕрремĕш вырăнта.
-Ача амăшĕн капиталĕпе усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене епле майпа лайăхлатма май пур;
-Ачаллă çемьесем укçа-тенкĕпе пурăнмалли çурт-йĕр туянма, ипотека кредитне тÿлеме, хваттер туяннă чухне малтанхи взноса тÿлеме, пурăнмалли çурт-йĕр тума е реконструкцилеме уйăрма пултараççĕ. 10 çул хушшинче ку тĕллевпе пирĕн республикăри çемьесене 17 млрд та 700 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.
-Укçа-тенкĕне ачисене вĕрентме уйăрасси мĕнле пулса пырать-ха;
- Кун пеккисенчен ытларахăшĕ аслă ачисене аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, техникумсемпе колледжсенче вĕрентнĕшĕн тÿлет. Çавăн пекех ачисене садике çÿретнĕшĕн ача амăшĕн капиталĕ шучĕпе тÿ-лекенсем те пур. Программа вăя кĕнĕренпе Чăваш Енре ку тĕллевпе пулăшăва 85,5 млн тенкĕ уйăрнă.
-10 çул хушшинче çĕршыв экономика йывăрлăхне пĕрре кăна мар тÿссе ирттерчĕ. Кун пек чухне ача амăшĕн капиталĕ шучĕпе çемьесене пĕр хут паракан укçа тÿлевĕпе тивĕçтерни пысăк никĕс пулса тăчĕ. Вăл шутра - иртнĕ çулхи тÿлев те.
-Çапла, 2016 çулта Пенси фончĕ кулленхи ыйтусене татса пама ача амăшĕн капиталĕ шучĕпе икĕ хутчен укçа-тенкĕ уйăрса пачĕ. Пĕр хут паракан укçа тÿ-левĕ пĕрремĕш кварталта 20 пин тенкĕ-пе, иккĕмĕш çур çулта 25 пин тенкĕпе танлашрĕ. Чылай çемье икĕ тÿлевне те илме кăмăл турĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 19 пин заявлени 450 пин тенкĕлĕх йышăнтăмăр. Ытларах заявление электрон майпа Пенси фончĕн сайтĕнчи “Личный кабинет гражданина” урлă ярса панă.
-Электрон сервиссем çемьесемшĕн питĕ меллĕ. Вĕсем патшалăх услугине илессине самай ансатлатаççĕ.
-Электрон сервиссене пурнăçа кĕртни те вăл патшалăх граждансене пулăшниех пулса тăрать. Пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшнипе пĕрлех патшалăх услугисемпе усă курасси меллĕ пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ вĕт-ха. Сăмахран, ачаллă çемьесем ача амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тата укçа-тенкĕпе усă курма заявление Интернет урлă пама пултараççĕ. Çавна валли Пенси фончĕн сайтĕнчи “Личный кабинет гражданина” сервиспа усă курмалла. Кунта ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенки мĕн чухлĕ юлнине пĕлме те, справка илме заказ хăварма та, Пенси фондне пыма вăхăт планлама та пулать.
“Личный кабинета” кĕрес тесен, патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнчи парольпех усă курмалла. Çавăн пекех çирĕплетнĕ учет çыравĕ кирлĕ пулать. Камшăн çакă кăткăсрах пулса тăрать, вĕсене хамăр пата Пенси фондне пыма ыйтатпăр. Пирĕн специалистсем ку пĕтĕм процедурăна туса ирттерме пулăшĕç, электрон услугăсемпе усă курма вĕрентĕç.
-10 çул хушшинче ача амăшĕн капиталĕн виçи мĕн чухлĕ ÿсрĕ-ха;
-Икĕ хута яхăн. 2007 çулта ача амăшĕн капиталĕ 250 пин тенкĕпе танлашнăччĕ. 2017 çулта вăл 453 пин тенкĕпе танлашать. Çакă вăл ачаллă çемьесемшĕн пысăк никĕс пулса тăрать. 10 çул хушшинче Чăваш Енре федерацин ача амăшĕн капиталĕн программипе килĕшÿллĕн çемьесене 19 млрд тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ. Çакă вăл - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни те, ачисене вĕрентни те, кулленхи ыйтусене татса пани те.
Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕнче эпĕ çамрăк çемьесене çемьере иккĕмĕш ача пирки шухăшласа пăхма сĕнетĕп. 2018 çул вĕçлениччен иккĕмĕш хут ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă май эсир сертификата тивĕçсе унпа кирек хăçан та усă курма пултаратăр.
Тăвай районĕнче 2016 çулта 73 çемье амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ, 10 çулта - 1023 çемье. Пĕлтĕр 79 кил-йыш пурнăç условийĕсене лайăхлатнă, амăшĕн капиталĕпе 29,5 миллион тенкĕлĕх усă курнă, 10 çулта - 210,6 миллион тенкĕлĕх.
Кăçал икĕ уйăхра 14 сертификат илнĕ иккĕмĕш ача çуратакансем. 14 çемьене 5 миллион тенкĕ парса тивĕçтернĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"