31 марта 2017 г.
-Пĕр ялти ватă хаçатра ĕçлекенпе паллаштарма ыйтать тахçантанпах. Çитсе килетпĕр-и ун патне, питĕ ăшă кăмăллă кинемей вăл, - сĕнчĕ нумаях пулмасть тантăшăм.
-Ытти профессисемпе ĕçлекеннисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ-çке ĕнтĕ журналистсем;
-Вырăнта тухса тăракан пичет кăларăмне “Ял ĕçченне” питĕ кăмăллать вăл. Çавăнпа тĕл пулса калаçасшăн пулĕ, - пулчĕ хурав.
Хаваспах килĕшрĕм çула тухма. Кармалта пурăнакан Максимовсем патне хăвăрт çитрĕмĕр. Кил хуçалăхĕ çирĕп, картишĕнче пăрупа выльăхсен сасси илтĕнет, чăх-чĕп те пур. Çурчĕ кирпĕчрен, ăшă кулăллă хĕрарăм кĕтсе илчĕ пире. Куçĕсем хаваслă йăлкăшаççĕ, шурă çÿçне лайăх якатса, пĕр çĕре пуçтарса çыхнă, питĕнчи пĕркеленчĕ-ксене хăвăрт асăрхаймăн.
-Ну, хĕрĕм, тем тесен те сана эпĕ курнă таçта, паллатăп. Эсĕ-и вăл пире тĕрлĕ корреспонденцисемпе савăнтаракан, - калаçăва пуçăнчĕ, алă парса Мария Яковлевна.
-Эпир редакцире нумайăн ĕçлетпĕр, пурте лайăх специалистсем, - тетĕп.
-Мĕн пĕлмелле вулакансене шухăша яракан, ăнланмалла йĕркесем çырас тесен; - тĕпчевне малалла тăсрĕ ватă.
-Тăван çĕршыва, чăваш чĕлхине, пĕрле пурăнакансене юратмалла, çĕнĕ информацисемпе паллашсах тăмалла.
-Çапла пулĕ çав. Пĕлÿ-ллĕ çынна çăмăлтарах пурнăç çулĕпе малалла кайма, - килĕшет манпа Марье аппа.
Пÿртĕнче кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Сăрăпа ÿкернĕ портретне асăрхарăм та, тĕлĕнтĕм. “Эсир 80 çула çитнĕ-и, Мария Яковлевна; - чăтаймарăм ыйтмасăр. -80 çул тесе çырнă та портрет айне;
-Çапла, иртеççĕ кунсем. Нумаях пулмасть 81 çул тултартăм. Ватăрах курăнатăп-им; - йăл! кулса илчĕ умри хĕрарăм.
-Çук, 60 çултан ытларах параймастăн сире, - тетĕп.
-Юрĕ, ан савăнтар, хĕрĕм.
Çапла сăмах çăмхи хăвăрт çаврăнма тытăнчĕ пирĕн.
Кармалти Сысоевсен çемйинче çуралса ÿснĕ М.Максимова. Чи аслă ачи пулнă вăл. 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Фермăра та тăрăшнă харсăрскер. Иваново облаçĕ-нче торф кăларма та хутшăннă çулталăка яхăн. “Çăмăл марччĕ, анчах тÿснĕ, пуçа усман”, - аса илет çамрăклăхне кинемей.
Кармал каччипе, Николай Гавриловичпа, çемье çавăрнă каярахпа. Шел, темиçе çул каялла вăл пурнăçран уйрăлса кайнă. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче 36 çул вăй хунă Мария Яковлевна. Çавна май вăл, юн парса, чылай çын пурнăçне çăлма хутшăннă. “Хисеплĕ донор” медаль те пур унăн. “Ĕç ветеранĕ” награда та маттур çыннăн кăкăрне илем кÿрет.
Пилĕк ача пăхса çитĕнтерсе çемьелентернĕ Кармалти Максимовсем, вĕсем тата ачисем ?8 мăнук/ вĕренÿ енне туртăннă, пурте аслă пĕлÿ илме пултарнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче йăва çавăрнă халь.
-Нумай пурăнас тесен мĕн тумалла; - калаçăва тăсатăп малалла.
-Хăвна кăна мар, çынсене те юратмалла, ырă тумалла вĕсене ялан, вăрçмалла мар пĕр-пĕринпе нихăçан та, вăй çитнĕ ĕçсене тумалла, сывлăха упрамалла. Эсир те ман пек ватăличчен пурăнăр, - ырă сунчĕ пире Мария Яковлевна Максимова юлашкинчен. Ывăлĕ пулăшать иккен ватă çынна кил хуçалăхри ĕçĕсене йĕркелесе пыма.
Пире картишне тухсах ăсатса ячĕ, килсе çÿреме ыйтрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"