21 марта 2017 г.
Кирек мĕнле мероприяти те, çав шутра ачасене тÿрремĕ-нех пырса тивекеннисем те пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Çакă вăл çул-йĕр çинчи лару-тăрупа та çыхăннă. Тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пăхмасăр, Чăваш Республикинче çул-йĕрпе транспорт инкекĕсенче çул çитмен ачасем çав-çавах шар кураççĕ. 2017 çулхи 2 уйăх итогĕсем тăрăх, республикăра çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем те, вĕсенче ачасем суранланасси те ÿснĕ, январьпе февральте 28 (пĕлтĕр ку тапхăрта 21) çул-йĕрпе транспорт инкекĕ пулнă, телее, вĕсенче вилнисем çук, анчах 30 (пĕлтĕр 21) ача аманнă. Çакăнпа ниепле те килĕшме çук. Мĕншĕн тесен вăтăр мар, пĕр ача аманни е суранланни те пысăк инкек. Халĕ вара кашни саккăрмĕш çул-йĕрпе транспорт инкекĕнче çул çитмен ачасем шар курнă, иртнĕ çулхинчен те çичĕ инкек нумайрах. Çул куçăмĕнче тимлĕх, асăрханулăх çитменни, çул-йĕр правилисене пăхăнманни çакнашкал йывăрлăхсем патне илсе çитерет те ĕнтĕ. Çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем республикăра сахал мар районта ÿснĕ, çакă вара пăшăрханулăх çуратать. Инкек вĕт çынсем, çав шутрах ачасем хутшăнмасăр пулмасть.
Халĕ акă ачасен кĕçех çурхи каникул пуçланать. Апла пулсан тимлĕх çине тимлĕх, асăрханулăх кирлĕ. Çурхи каникул вăхăтĕнче ачасене çулсем çинче тата вĕсен таврашĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе республикăра, вăл шутрах пирĕн районта та, 2017 çулхи мартăн 23-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 2-мĕшне кĕртсе “Асăрханăр - каникул!” профилактика мероприятийĕ ирттереççĕ. Асăннă акци ачасемпе çул çинче пулма пултаракан инкексене, аманасси-суранланассине палăрмаллах чакарма пулăшасса, ачасем те, аслисем те, водительсем те тимлĕхе палăрмаллах ÿстерессе шанас килет.
И.СКВОРЦОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"