01 марта 2017 г.
Тунтикун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Тăвай енре пурăнакансен нарăс уйăхĕнчи тăрăшулăхне пăхса тухрĕç.
Район энциклопедийĕ валли объективлă тата тĕрĕс информацисем пухасси пирки сăмах пуçарчĕç малтан ларура.
Полици уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ Борис Борисов, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов экстренлă службăсен ĕçĕсем çинчен информацисем пĕлтерчĕç.
Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Наталия Мефодьева, финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Наталья Чайкина тата ыттисем тухса калаçрĕç.
-Мучар тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Ку эрнере Йăнтăрчă, Тăрмăш, Тушкил, Çăлпуç, Тăвай ялĕсенчи ĕçченсен шухăш-кăмăлĕсемпе паллашăпăр”, - терĕ организаципе контроль ĕçĕсен тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Валерий Васильевич Чайкин. Пухусене активлă хутшăнтарма тăрăшмалла çынсене.
А.ИВАНОВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"