Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи чи савăнăçлă уяв

01 марта 2017 г.

Районта пурăнакансем Тăвайри культура çурчĕ умне нарăсăн 25-мĕшĕнче пухăнчĕç праçнике. Малтанхи кунсенче çумăр çунăччĕ те, çулсем юрлă-шывлăччĕ. Урасене йĕпетесси те инçех мар çавнашкал лару-тăрура. Çапах та аякри ялсенчен те килнĕччĕ хĕле ăсатма, çанталăк улшăнăвĕсенчен шикленмен, пурин пит-куçĕнче те савăнăç йăлкăшатчĕ. Илемлĕ чечеклĕ, вăрăм çÿçеллĕ тутăрĕсем хĕрарăмсене 5-10 çул çамрăклатнă. Хĕрачасем вара ку капăрлăхпа çитĕннĕн туйăнаççĕ. Çăварни хĕле ăсатнипе пĕр килет. Ку авалхи праçникĕн тĕрлĕ йăли-йĕркисене çынсем çак таранчченех упраса хăварнă. Районти ытти культура çурчĕсенче те хĕвеле аса илтерекен пĕлĕм пĕçерсе вĕри чейпе сăйларĕç пухăннисене. Тăвайри уявра та, çак йăлана пăхăнса, çынсем хаваспах астиврĕç хăйсене сĕнекен çимĕçсене. Ăшаланă пăрçа та пачĕç уяврисене, кăçалхи тырпул ăнса çитĕ-нтĕр тесе çиме сĕнчĕç. Хĕл (Н.Королева) хăй канма кайма хатĕрленни çинчен пĕлтерет. Çут çанталăкпа хуçаланма пултаракана шырать. Тухатмăш карчăка (В.Абржина) юрлаттарса тĕрĕслеççĕ Хĕл вырăнне юлма пултарассине. Ухмах Ивана (А.Захаров) ыйтусене хуравлама сĕнеççĕ. Вилĕмсĕр Кащее те (В.Совин) шанмаççĕ Хĕлĕн çыннисем. Кĕçех Çуркуннене (А.Алексеева) тĕрĕслев витĕр тухма черет çитет. Çав вăхăтра культура çурчĕ умне вăрăм çÿçеллĕ тутăрсем çыхнă хĕрарăмсем ташлама тухрĕç. Çуркунне çапла майпа çынсем хушшине хавхалану, юрату, савăнăç, телей, ăшă сапаларĕ те сапаларĕ. Хĕл кăмăллă юлчĕ унăн пултарулăхĕпе, кайма килĕшрĕ. Уяврисене хĕле ăсатнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ. “Çăварни - çутă та ăшă уяв, унăн вăйĕ тĕрлĕ хăватпа пуян. Çак кун сирĕн кил-йышсенчен хуйхă-суйхă, çитменлĕхсем яланлăхах тухса кайччăр. Сирĕн пурнăç малашне паянхи пĕлĕм пек ăшă тата тутлă пултăр”, - терĕ Владимир Алексеевич. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем акана аван хатĕрленни пирки палăртрĕ вăл. Удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, элитлă вăрлăх туянаççĕ иккен çĕр ĕçченĕсем. Вĕсем кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах тухăç илессе шанни çинчен асăнчĕ трибуна умĕнчи. -Пурне те сывлăх, çитĕнÿ, телей, ăнăçу сунатăп, - çапла ырă сунса вĕçлерĕ сăмахне вăл. Уява пуçтарăннисем сцена çинче юрлани-ташланипе паллашнă май хăйсем те тĕрлĕ вăйă-кулла хутшăнчĕç, конкурссенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Яланхи пекех кире пуканĕ-сем йăтрĕç вăйлисем. Икĕ çын сĕтел хушшине ларса, чавсисене сĕтеле тĕрĕнтерсе пĕр-пĕрин аллисене сĕтел çине вырттарма тăрăшса тупăшрĕç. Армрестлинг, теççĕ ку вăййа. Кăçал “автансен çапăçăвне” йĕркелемелли пĕренине улăштарнă. Вĕрçĕнĕскер çине утланса, пĕр-пĕрне пăчкă кĕрпи тултарнă михĕсемпе çапа-çапа антарчĕç ăмăртакансем. Волейболла вылярĕç спортсменсем, халăх вăййисене хăпартлансах хутшăнчĕç çынсем. Шашкăпа шахмат турнирĕ те хĕрÿ иртрĕ. Капăр лавпа ярăнса кăмăл-туйăмне çĕклекенсем те тупăнчĕç. Ăмăртусенче çĕнтерекенсене парнесемпе хавхалантарчĕç. Карусельпе хаваслă поезд, чуччу çинче ярăнассишĕн, батут çинче сиксе савăнассишĕн черет тăчĕç çамрăксем. Хаваслă кĕвĕ уявра пурин чунне те хĕпĕртÿ туйăмĕпе пуянлатрĕ. Уява илем кÿнĕ сутуçăсене вара уйрăмах тав тăвас килет. Çăкăрпа булка изделийĕсен куравне йĕркеленĕ “Тăвайри кооператив”. Мĕн кăна çук пулĕ унта;! “Ĕнер çĕрĕпе тăрăшнă пирĕн работниксем çынсене тутлă, илемлĕ изделисемпе сăйлассишĕн”, - тет коллектива ертсе пыракан Вячеслав Федоров. Кооператорсем техĕмлĕ шашлăк та хатĕрлесе тухнă. Уйрăм çынсем те харпăр хăй таварĕсене сĕнчĕç çăварнире. Концерт программи тăватă сехете яхăн тăсăлчĕ. Тăвайккисенче лартса тухнă кулăшла сăнарсенчен куç илес килмерĕ.Чир-чĕр кайтăр тесе çатăртатса çунакан Хĕл карчăккине йышлăн юр чăмаккисемпе печĕç ачасемпе аслисем. Тиркевлĕ кăмăллă çын валли те хавхаланмалли тупăнчĕ уявра. Старт панă. Умра - пурте юратакан Çуркунне. Кĕçех пĕтĕм тĕнче хĕл ыйхинчен вăранса, хăйĕн тумтирне çĕнетме тытăнĕ. Малалла та малалла каяс ĕмĕтпе кĕтсе илер пурте çуркуннене. “Уява хатĕрленсе ирттерме пулăшнăшăн йĕркелÿ комитечĕн членĕсене, Сергей Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕнчи Эдуард Никитин /Вăрманхĕрри/, Александр Иванов, Алексей Емельянов (Тăвай) трактористсене, Сергей Кириллов (Тĕмер) вăрманçăна, Тăвайĕнчи шкул ачисене тав тăватпăр”, - тесе пĕлтерчĕ уявра Валерий Васильевич Чайкин.

А.АЛЕКСАНДРОВА. Сăн ÿкерчĕксенче: уяв саманчĕсем. Е. ШИБАЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика