Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президентăн Тав çырăвĕ

01 марта 2017 г.

Президентăн Тав çырăвĕ

Кăçал, февралĕн 22-мĕшĕнче, Амалăх ялĕнче пурăнакан Василиса Михайловна Дядина 90 çул тултарчĕ. Çак паллă юбилейпе ăна Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Тав çырăвĕпе саламларĕ. 
Василиса Михайловнан ачалăхĕ вăрçă тапхăрĕнче иртнĕ. 14 çулхи хĕрĕн, ÿссе вăй илсе çитмен пулсан та, аслисемпе тан ĕçлеме тивнĕ. Пĕр ĕçрен те айккинче тăман вăл: утă çулнă, тырă вырнă, лашапа турттарнă. Ĕçне кура - хисепĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ Василиса Михайловнана, вăрçă чарăнсан, тылри хастарлăхшăн медаль панă. “Аслисемпе тан, ырми-канми ĕçленĕ, чăтнă, нăйкăшман”, - тесе куçĕсене шăлса аса илет ветеран, вăрçа чарса лартма пултарнинче хăйĕн тÿпи те пулнăшăн савăнать. Урисем ыратнипе пÿртре пукана шутарса куçса çÿрет. Чутейри офисри врача Мария Николаевнана, Амалăхри фельдшерпа акушер пунктĕнчи медработнике Альбина Васильевнана килне пырса уколсем туса тăнăшăн, хăйне кунсерен пăхса тăракан Галина Клементьевна ветерана çĕре çити пуç тайса тав тăвать вăл, ырлăх-сывлăх, телей сунать вĕсене.
Василиса Михайловнан кăкăрĕ çинче пурĕ тăватă медаль, вăл тыл ветеранĕ, пур ĕçре те пултаруллă пулнă. Раççей Президенчĕн Тав çырăвне ăна Тĕмер администрацин пуçлăхĕ Геннадий Иванович Ивановпа Тăвай районĕнчи ветерансен совечĕн председателĕ Римма Антоновна Гурина пачĕç. Ветерана чĕререн тав турĕç, нумай-нумай ăшă сăмах каларĕç, хаклă парнепе чыс турĕç. Тавах вĕсене те. Василиса Михайловнана Амалăхри ветерансем юрăсемпе саламларĕç.
Г.ПЕРЛОВА.
Амалăхри ветерансен совечĕн председателĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика