Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Газ ырлăхĕ - çынсемшĕн

18 февраля 2017 г.

Çут çанталăк газĕн ырлăхне çынсем лайăх пĕлеççĕ, унпа тĕрĕс те перекетлĕ, çав вăхăтрах хăрушсăр усă курма тăрăшаççĕ. Халĕ газ кĕртекенсем те пур.

Акă Шупашкарти газ валеçекен акционерсен обществин Канаш хулинчи филиалĕн Тăвайри газ участокĕ хальхи вăхăтра Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 39-мĕш çуртри хваттерсене çут çанталăк газĕ кĕртет. Ку вăхăт тĕлне çуртăн фасад газопроводне вырнаçтарнă, 7 хваттерте газпа тивĕçтерессипе çыхăннă монтаж ĕçĕсем пурнăçланă. Вĕсене март уйăхĕччен газ пама пуçласшăн. Ĕçпе техника документацийĕсене вăхăтра кирлĕ пек хатĕрлесси те тимлĕхре. Ытти хваттерсенче пурăнакансем те çут çанталăк газĕсĕр юлмĕç. Эпир вĕсен кăмăлне тивĕçтерме хатĕр. Газ кĕртнĕ çĕрте Тăвайран та, Канашран та бригадăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте хăйсен ĕçĕнчи ăстасем, ĕçсене тĕплĕ те вăраха ямасăр тума тимлеççĕ.

Уйрăм çурт-йĕр хуçисенчен те газ кĕртме, газ оборудованийĕ вырнаçтарса пама заявкăсем йышăнатпăр.

Эпир ялсене тухса çỹресе газпа хăрушсăр, инкек-синкексĕр усă курмаллине, унпа перекетлĕ те типтерлĕ пулмаллине те тăтăш ăнлантаратпăр, профилактика ĕçне пысăк пĕлтерĕш паратпăр. Котелсене, газ оборудованийĕсене кашни çулах техника тĕлĕшĕнчен пăхса-тĕрĕслесе, тивĕçтерсе тăратпăр. Районта Октябрь выççăлккипе 31 ял пирĕн. Графикпе кашни ялпа кашни килех çитетпĕр. Çынсем участока пырса е телефонпа пулăшу ыйтнине те тивĕçтермесĕр хăвармастпăр, газ çынсене чăннипех те ырлăх кỹтĕр тесе тăрăшатпăр.

В.СЕМЕНОВ.

Тăвайри газ участокĕн начальникĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика