18 февраля 2017 г.
Республикăра электрон правительствипе усă курса патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене кỹмелли программăна пурнăçлас сферăра электрон правительствин пĕлтерĕшĕпе усси пысăкланса пыни куçкĕрет, мĕншĕн тесен пулăшу ĕçĕсене ун урлă илекенсен шучĕ ỹссех пырать.
Пĕлтĕр вĕсен йышĕ пулăшу ыйтнисен пĕтĕмĕшле хисепĕн 50 проценчĕпе танлашнă. 2018 çулта регионăн çак пулăшу ĕçĕсене кỹмелли порталĕ çĕршыв шайĕнчи Пĕрлехи портал тытăмне кĕрĕ. Унччен электрон правительствипе усă куракансен йышне май пур таран пысăклатма тăрăшмалла. Çавна май çынсене унпа усă курма вĕрентесси çинчен те манма юрамасть. Хальлĕхе патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче Чăваш Енре пурăнакансен 36,7проценчĕ регистрациленнĕ. Ку кăтартупа Чăваш Ен Раççейри субъектсен хушшинче 30-мĕш вырăнта.
Çак тытăм çынсемшĕн меллĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене çын пĕр хут унпа илнĕ хыççăн малашне те çав порталпах усă курма тăрăшать. Мĕншĕн тесен пулăшу ĕçĕн пахалăхĕ пысăк, ĕçе хăвăрт тума май килет. Хăш-пĕр тĕслĕхре - йỹнĕрех те. Пирĕн тĕллев - кашни гражданин чиновниксемпе курнăçмасăрах тивĕçлĕ пулăшу ĕçĕпе усă курма пултартăр.
Ку тĕлĕшпе влаç тытăмĕсен хушшинчи электрон çыхăнăвне аталантарни те пулăшмалла. Чăваш Енре тивĕçлĕ электрон тытăмĕпе ĕç тăвакан влаçăн 18 органне, 26 районпа хулана тата 291 ял тăрăхне çыхăнтарнă. Çав вăхăтрах чылай ял тăрăхĕ федераци тытăмĕсем электрон мелĕпе яракан ыйтусене те хут çырса хуравлани вырăнсăр - ку йăларан çине тăрсах хăтăлмалла.
А.ИВАНОВ,
ЧР информаци политикипе массăллă
коммуникацисен министрĕ:
Источник: "Ял ĕçченĕ"