Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Будайка паттăрĕ Чапаев

10 февраля 2017 г.

Будайка паттăрĕ Чапаев

Шупашкарти В.И.Чапаев музейĕ совет саманинчи легендарлă çар пуçĕн, стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн командирĕн, Чăваш Республикинчи Будайка ялĕнче çуралнă Василий Иванович Чапаевăн пурнăçĕнчи, çарти ĕç-хĕлĕнчи тата граждан вăрçи историйĕнчи ыйтусене тĕпчес енĕпе тăрăшать. Ытларикун музей ĕçĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă.

Музее 1974 çулта ВЛКСМ Чăваш обкомĕ тата Чăваш Ресапубликин таврапĕлỹ музейĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Кунти экспозицисем стрелоксен 25-мĕш дивизин кун-çулĕпе паллаштараççĕ, ĕмĕрлĕх легенда пулса тăнă командирăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ. Паллă экспонатсен шутĕнче - граждан вăрçи тапхăрĕнчи тачанка, хĕç-пăшал, Василий Чапаевпа çарти юлташĕсен наградисемпе докуменчĕсем, сăнỹкерчĕксем тата ытти те упранаççĕ.

Учреждени заведующийĕ Денис Сятрайкин çитес вăхăтра музей легендарлă комдивăн пурнăçĕпе çарти паттăрлăхĕсене уçса паракан çĕнĕ экспонатсемпе пуянланассине пĕлтернĕ. ЧР культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, учреждени Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2,8 миллион тенкĕлĕх Грантне тивĕçнĕ. Çак укçапа 2017 çулта В.И.Чапаев музейĕнче анлă реконструкци тата реэкспозици ĕçĕсем ирттерме пăхнă. Çапла майпа музейре халиччен кунта пулман экспонатсем _ тĕрлĕ хĕç-пăшалпа снаряд, амуници - вырăн тупĕç. Çавăн пекех Василий Чапаев комдивпа çыхăннă кинохроника кадрĕсем, легендарлă ентешпе унăн дивизийĕнчи салтаксем çинчен пĕлтерекен çĕнĕ информацисем пуласси паллă. Музейри залсене мультимеди тата интерактив оборудованийĕ вырнаçтарĕç.

-Пĕтĕмпех халăха килĕшмелле тумалла. Вара кунта çынсем тата ытларах çỹреме пуçлĕç. Хальхи вăхăтра музее çулталăкра 45 пине яхăн çын килет пулсан, малашне вĕсен шучĕ 100 пинрен те иртĕ, - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев музей ĕçĕ-хĕлĕпе, малашнехи тĕллевсемпе паллашнă хыççăн.

Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ "Ростехнологи" патшалăх корпорацийĕн "Техмаш" наукăпа производство концернĕ танксемпе карапсем çинче усă курма туса кăларакан снаряд макечĕсене вырнаçтарнă. "Çаксем ачасемшĕн тата çамрăксемшĕн питĕ интереслĕ. Вĕсем пирĕн çĕршыв хăватне хăйсен куçĕпе курса ĕненĕç. Çакă пĕтĕмпех çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама пулăшĕ", _ тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çитес вăхăтра, предприяти представителĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, курава вырнаçнă экспонатсен шучĕ тата та пысăкланĕ.

-Çĕршывăн оборона тытăмĕн çирĕплĕхĕнче пирĕн ентешĕн, сумлă çар пуçĕн Василий Чапаевăн тỹпи те çук мар. Çавăнпа унăн ятне çỹлте тытса, паттăр ĕçĕн пĕлтерĕшне хисепе хурса малалла аталанмалла, - палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика