03 февраля 2017 г.
Аллине ирĕке янă
Çак уйăхра район прокурорĕ 26 çулхи Д.А. тĕлĕшпе айăплав актне çирĕплетнĕ. Ăна çывăх çыннине хĕненĕшĕн айăплаççĕ.
Дознани версийĕ тăрăх, пĕлтĕрхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче вăл эрех ĕçнĕ хыççăн пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа хăйĕн амăшĕ патне килнĕ. Амăшĕ ялти арçынпа эрех ĕçсе ларнине курсан урса кайнă. Мĕншĕн унăн укçи-тенкипе эрех илсе ют çынсене хăналамалла-ха унăн? Харкашнă хушăра çамрăк хĕрарăм унăн амăшне çỹçрен ярса илнĕ, питĕнчен чăрмаланă. Аслă ỹсĕмри те хирĕç тăма пăхнă. Д.А. та амăшне хĕнеме пуçланă, кăкăр тĕлĕнчен тата ытти çĕртен урапа тапнă, çапла майпа ỹт-пĕвне суранлатнă.
Хытă ыратнипе тата хăйне ним вырăнне те хуманнине куратăркач, хĕрарăм полицейскисене чĕнсе илетĕп тесе кăшкăрса ярсан кăна ирĕке янă ăна.
Дознани вăхăтĕнче Д.А. айăпне йышăнман. Уголовлă ĕçе Тăвай районĕнчи 1-мĕш номерлĕ суд участокĕнче пăхса тухаççĕ.
Усал амăшĕ
Тăвай енри вăтăр çулхи хĕрарăм пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Пĕлтĕр сентябрьте вăл 13 çулхи арçын ачана çапса-тапса хĕненĕ.
Ывăлĕ карас телефонне хăйне пама килĕшменшĕн питĕнчен виçĕ хут çапса çĕре ỹкернĕ те вăл, резина атăпа пуçĕнчен тата кĕлеткинчен çапнă хĕрарăм.
Б. хăйĕн айăпне йышăннă, каçару ыйтнă.
Айăплав актне çирĕплетсен, уголовнăй ĕçе пăхса тухма районти пĕрремĕш участокри миравай судья патне ярса панă.
Хĕрарăма хĕненĕ
Миравай судья Тăвай районĕнче пурăнакан 28 çулхи А. çывăх çыннине хĕненине çирĕплетекен уголовнăй ĕçе пăхса тухнă. Пĕлтĕр сентябрь уйăхĕнче А. пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа харкашма пуçланă, чăмăрĕсемпе пит-куçĕсенчен хĕнесе пĕтернĕ.
Кỹрентернине чăтаймасăр хĕрарăм кухньăран çĕçĕ кайса илнĕ, арçынна хĕнеме чарас тĕллевпе хăйĕн сылтăм аллине каснă.
А. маларах та суд тенкелĕ çине ларнă, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн ăна административлă майпа айăпланă пулнă. Хăйне хĕнекене хальхинче ирĕкрен хăтарассине чухласа илсе арçынна айăплама заявлени паман, тесе çырнă хĕрарăм.
Аллине хăех касса амантнипе хут çырайманнине пула вăл полици уйрăмĕнче харкашу пуçарнă, хăйшĕн заявлени çырма ыйтнă. Участокри уполномоченнăй хĕрарăмран сăмахпа каласа заявлени илни çинчен протокол çырнă.
Суд преступлени тунине çирĕплетнĕ.
Усал арçынна сакăр уйăхлăха условно майпа ирĕкрен хăтарнă, 10 уйăхлăх тĕрĕслев тапхăрĕпе.
Приговора районти уголовнăй ĕçсене мĕнле пурнăçланине пăхса тăракан инспекци контроллет. Енчен те айăпланнă арçын йĕркене пăхăнмасан, ăна чăннипех ирĕкрен хăтараççĕ.
Хĕре мăшкăллама тăнă
Пирĕн районти 26 çулхи каччă РФ УК 30, 131 тата 132 статьясенчи пĕрремĕш, виççĕмĕш пайĕсенче кăтартнă (мăшкăллама тăнăшăн) преступленисем тунă.
Пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче ỹсĕр каччă пĕр ялти хĕр патне килне кĕнĕ. Вăйпах мăшкăлласшăн пулнă чиперккене. Анчах преступлени тăвайман, мĕншĕн тесен хĕр мĕн пур вăйран хирĕçленĕ сĕмсĕре. Диван çинче çывăракан арçынна асăрхасан вара çуртран тухса тарнă усал шухăшлă каччă.
Хĕре 15 хут пит-куçĕнчен çапнă, вăл шыçăнсах кайнă.
Преступнике Çĕнĕ Шупашкарта кăна тытса чарнă, килтен ниçта та тухса кайма хушман. Анчах вăл хăйĕн айăпне йышăнман, кăтартусем паман.
Пĕтĕмлетỹсем тунă хыççăн уголовлă ĕçе Вăрмар район судне ярса панă.
Ним маршăн тилĕрсе кайнă
Кĕçех Тăвай районĕнче пурăнакан 28 çулхи Ю.А-ăн çывăх çыннине хĕнесе пĕтернĕшĕн РФ УКн 116 статйипе пăхнă преступлениллĕ ĕç тунăшăн суд сакки çине ларма тивет.
Тĕркĕшỹ ним мартан пуçланнă. 2016 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче каçхине пулса иртнĕ вăл. Пĕр килтех пĕрле хуçалăх тытса амăшĕпе пурăнакан арçын ниепле те çывăрса каяймастăп тесе Ю.А. телевизор сассине пĕчĕклетме ыйтнă. Асăрхаттарни Ю.А-на килĕшмен, вăл амăшĕпе пурăнакана çиленсех питĕнчен чышкăлама тытăннă. Анчах çакăнпа та лăпланман, урайне сĕтĕрсе антарса ăна пуçĕнчен те, кỹлепинчен те тапма тытăннă, çапла майпа унăн ỹт-пĕвне сиен кỹнĕ.
Тĕпчев вăхăтĕнче Ю.А. айăпне йышăнман, пулни-иртнине астуманни çине янă.
Уголовлă ĕçе тивĕçлипе пăхса тухма районти 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйине ярса панă.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"