Тюмеревский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă иртрĕ аннесен уявĕ

30 ноября 2016 г.

Ах, аннеçĕм, анне,

Юрататăп сана.

Ах, аннеçĕм, анне,

Савăнатăп санпа.

Çакăн пек сăвă йĕркисем çырчĕç хăйсен амăшĕсем çинчен конкурса хутшăннисем.

Çапла, анне - пуриншĕн те чи çутă та, чи ырă сăнар. Ун ячĕпе пурин те чунĕ ăшăнать, пичĕ çуталать.

Çак кунсенче Вăтаяль клубĕнче амăшĕсен ячĕпе уяв иртрĕ. Малтанах кĕçĕн класри ачасем саламларĕç. Н.Николаев, А.Иванова, С.Соколов сăвă каларĕç, юрă юрларĕç, ташă ташларĕç.

Ун хыççăн вара аслăрах класрисем "Судра" спектакль лартса пачĕç. Александр Иванов, Данил Масленников, Андрей Кузьмин, Юлия Ильина, Лена Ильина сăнарсене лайăх калăпларĕç. Спектакль пĕтсен аннесемпе асаннесен конкурсĕ пулчĕ. Вĕсем пур енчен те маттур пулчĕç. Аслисене мăнукĕсемпе ачисем хавхалантарса пычĕç.

Л.СОКОЛОВА, Вăтаялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429297, Чувашская Республика, Янтиковский район, д.Тюмерево
Телефон: 8(83548) 2-07-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика