22 ноября 2016 г.
Çак кунсенче Республикăри онкологин клиника диспансерĕн хирургин çĕнĕ корпусĕнче операцисем тума пуçланă.
"Паянхи куна эпир кунта кивĕ корпусран виçĕ уйрăм куçартăмăр. Пỹлĕмсем, оборудовани пĕтĕмпех çĕнĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕçлет. Персонал та, пациентсем те кăмăллă", - тенĕ Республика клиника онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева. Вăл каланă тăрăх, çĕнĕ корпус - çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынин çĕнĕ пусăмĕ. Пысăк технологи операцийĕсене туса ирттерме май пур. Ку вара пациентсен пурнăç тăршшĕне ỹстерме пулăшĕ.
Çак корпуса 2012 çулта тума тытăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ социаллă пĕл-терĕшлĕ объектра строительство ĕçĕсемпе интересленсех тăнă. Вăл Патшалăх Канашне янă Çырура онкологи диспансерĕн хирурги корпусне 2016 çул вĕçлениччен хута яма палăртни ăнăçлă пурнăçланнă.
Михаил Игнатьев кунти ĕçченсемпе калаçнă, медиксене тухăçлă ĕçлеме ăнăçу суннă. Çĕнĕ корпус ĕçĕ-хĕлĕпе çавăн пекех РФ Сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ, Н.Н.Блохин ячĕллĕ РОНЦ директорĕ, академик, медицина наукисен докторĕ Михаил Давыдов профессор паллашнă.
Регионти онкологи службин малашлăхĕ чăннипех те пысăк: ядерлă медицинăна аталантарни усал шыçăллă пациентсене сиплемелли тулли циклăн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ пулса тăрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"