28 октября 2016 г.
Сывлăх - чи хаклă мул. Ăна укçапа илме çук. Çакăн пирки радиопа телевидени передачисенче, хаçат-журналсенче час-часах сăмах хускатаççĕ. Анчах çынсенчен чылайăшĕ сывлăха хакламасть. Эрех тăтăшах ĕçекенсем йышлăлансах пыраççĕ. Пирус мăкăрлантаракансем хушшинче çамрăксем те пурри шухăшлаттарать.
Çавăн пекех наркотикла япаласем астивекенсем те çук мар-ха. Çапла иртнĕ кунсенче кăна телевизорпа пĕлтерчĕç, Пермь хулинче пурăнакан арçын асăннă киревсĕр йăлапа туслашнă. Ун патĕнче йĕркелĕх хуралçисем çĕр грамм ытларах героин тупнă. Çакăншăн наркомана пысăк суммăлăх штрафланă тата нумай çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Акă мĕн пулса тухма пултарать наркотикла япаласемпе усă курсан. Сывлăхне самаях сиен кỹреççĕ çапла киревсĕр йăлана мала хуракансем. Çемье бюджечĕн сумми те чылаях пĕчĕкленет вĕсен.
Çавăнпа наркотикла япаласенчен айккипе иртме сĕнетпĕр çынсене. Вĕсемпе хăвăр та усă ан курăр, çынсене те ан сĕнĕр. Йĕркеллĕ пурăннине нимĕн те çитмест.
Т.ИГНАТЬЕВА, врач-нарколог.