28 октября 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Ĕçлĕ Раççей" общество организацийĕн ХII съездне хутшăннă.
Съездра палăртнă тăрăх, Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма лайăх майсем туса панă. Çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе республика ертỹлĕхĕ малашлăха пăхса ĕçлесе пырать.
"Ĕçлĕхлĕ Раççей" президенчĕ, "Р-Фарм" компанисен ушкăнĕн директорĕсен совечĕн председателĕ, РФ Обществăлла палатăн инвестици ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси председателĕ Алексей Репик: "Регионсен инвестици рейтингĕ лару-тăрăва хаклама пулăшать кăна мар, ĕçе лайăхлатма вăй хунине те кăтартса парать. Çакăншăн субъект пуçлăхĕн команди тăрăшмалла. Ăçта çак команда пуçаруллă, субъект пуçлăхĕ вара бизнеса аталантарни приоритет пулнине ăнланать, унта кăтартусем те лайăх. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев республикăна аталантарса пыма регионта вăйлă предпринимательсем кирлине ăнланакан лайăх ертỹçĕ пулса тăрать".
РФ Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов: "Республикăра ĕçлĕ лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе регион ертỹçин Михаил Игнатьевăн тỹпи питĕ пысăк. Чăваш Енре влаç инвесторсем ытларах пулччăр тесе тăрăшать, çавăнпа ĕç малалла каять. Эпир шутланă тăрăх, Чăваш Енре экономикăпа политика сферисенче ирĕклĕ те конкурентлă лару-тăру туса хунă".
Источник: "Ял ĕçченĕ"