28 октября 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче картиш территорийĕсене юсас, йĕркене кĕртес енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр, тенĕччĕ. Ача-пăча площадкисем тăвасси пирки те каланăччĕ.
Районта ку енĕпе ĕçсем тапраннă. 2015 çулта Ленин проспектĕнчи 31, 33, 35, 37, 39-мĕш çуртсен умĕнчи çула тĕпрен юсаса асфальт сарса хытарнă. Йĕпе-сапара малтан подъездсене шыв кĕнĕ. Çакна шута илсе вĕсен умĕсене сĕвеклетнĕ, асфальт сарнă. Çĕнĕ Шупашкарти "Дорстройсервис" обществăри çул-йĕр ăстисем пурнăçланă ĕçсене.
Çак кунсенче Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ 30 тата 32-мĕш номерлĕ çуртсен умĕсене те тинех хăтлăх кĕчĕ. Шыв-шур вăхăтĕнче 32-мĕш çурт тĕлĕнче шыв юххиччĕ, пылчăклăччĕ. Картиш территорийĕнче (кунта 1-мĕш номерлĕ ача сачĕ те вырнаçнă) шăтăк-путăксем пысăклансах пыратчĕç. Халĕ кунта пурăнакансем, ачисене садике леçекен ашшĕ-амăшĕ питех те кăмăллă. Тендер çĕнсе илнĕ А.Данилов предпринимателĕн заместителĕ Д.Федоров йĕркелесе пынипе рабочисем кал-кал ĕçлесе темиçе кунтах вĕçленĕ çĕнĕрен асфальт сарассине. Çăмăл автомашинăсем лартмалли пысăках мар вырăн та туса хăварнă.
Р.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"