25 октября 2016 г.
Кăçал районта выльăхсен йышĕ те, вĕсенчен продукци илесси те малалла ỹсрĕ. Çакă, тĕпрен илсен, продуктивлăх ỹснĕ никĕс çинче пулса пычĕ.
2016 çулхи тăхăр уйăхра районĕпе пурĕ 8766,1 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕр ку кăтарту 7931,7 тоннăпа танлашнă пулнă. Çапла вара кăçалхи тăхăр уйăхри ỹсĕм - 110,5 процент. Виçевпе илес-тĕк, 834,4 тонна ытларах сĕт суса илнĕ кăçал. Асăннă продукцие чи нумай туса илнисен шутĕнче яланхи пекех - "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество. Унăн тỹпи 3458 тоннăпа е районта туса илнĕ мĕнпур сĕтĕн 40 яхăн проценчĕпе танлашать. Иртнĕ çулхинчен 373 тонна нумайрах сунă аккондçăсем. Çакăнсăр пуçне "Акконд-агро фирма" предприяти хăйĕн продукцине Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкинче иртнĕ "Ылтăн кĕркунне-2016" курава тăратнă, "От Красули" тата "Гармония дня" брендсемпе çỹрекен сĕт продукчĕсем тĕп конкурсра пысăк хака тивĕçнĕ. Сĕт продукчĕсен ассортименчĕ те пуянлансах пырать.
Хальхи вăхăтра предприятин выльăх-чĕрлĕх фермисенче пурĕ 1616 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, вĕсен йышĕ иртнĕ çулхи ку вăхăтринчен 197 пуç е 13,9 процент хушăннă. Çав шутра сăвакан ĕнесен йышĕ 744 пуçа çитнĕ, 77 пуç ỹснĕ. Тăхăр уйăхра предприяти ферминче 577 пăру илнĕ, çакă та пĕлтĕрхинчен 44 пăру ытларах. Çамрăк выльăхсем парка та лайăх. Кунта ĕнесемпе пушмак пăрусене прогрессивлă меслетпе - искусственнăй майпа пĕтĕлентереççĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхра ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт туса илесси иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 11,6 процент ỹснĕ, 622 тонна ытларах продукци илнĕ. Пурĕ вара 5978,5 тоннăпа танлашать. Хресчен фермер хуçалăхĕсен - 2787,6 тонна. Вĕсен те ỹсĕм пур - 108,2 процент. Хресчен фермер хуçалăхĕсенчен Сергей Илларионов хуçалăхне палăртмалла, кунта 1226,1 тонна (104,4 процент) паха сĕт суса илнĕ. Валерий Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн - 993 тонна. Кунта та продукци илесси вăй илсе пырать.
Ĕнесен продуктивлăхĕ иртнĕ çулхи 3611 килограмран кăçалхи 4245 килограма çитрĕ. Ултă хуçалăхра вăл тата та пысăкрах. Çитĕнỹсем ăратлăха, выльăх апачĕ туса илессине лайăхлатса пынипе тата малта пыракан прогрессивлă технологипе усă курнипе никĕсленеççĕ.
Е.МИХАЙЛОВА, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"