23 июня 2016 г.
Сире Республика кунĕ ячĕпе пĕтĕм
чунтан саламлатăп!
Пире чăннипех те тивлетлĕ çĕршывра - анлă Атăл мăнаçлăн юхса иртекен, 128 наци çыннисемшĕн тата 8 халăх ушкăнĕшĕн тăван кил шутланакан тăрăхра - ĕçлеме тата пурăнма телей пỹрнĕ.
Чăваш Ен халăхĕн ĕçченлĕхĕ республика тулашĕнче те мухтава тивĕçлĕ. Вăл кăткăс тĕллевсене татса парас шутпа пĕрлешме пултарни, пĕр-пĕрне пулăшни тата йăла-йĕркене çирĕп тытса пыни Чăваш Республикин кал-кал аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăчĕ.
Пĕрле эпир чылай ĕç пурнăçларăмăр. Хуласемпе ялсем илемленеççĕ, инфратытăм аталанать - çĕнĕ çулсем хута каяççĕ, ку чухнехи ача сачĕсемпе шкулсем, спорт тата медицина объекчĕсем, пурăнмалли çуртсем çĕкленеççĕ, çĕнĕ производствăсемпе предприятисем, туризмпа сервис индустрийĕн объекчĕсем уçăлаççĕ.
Пĕлтĕр Чăваш Ене ачасемшĕн пурăнма чи лайăх майсем туса панă Раççей регионĕсенчен пĕри тесе йышăннă.
Республика Раççей Федерацийĕн чи инновациллĕ пилĕк субъекчĕ шутне кĕчĕ.
Чăваш Ен çĕр ĕçченĕсем производствăра инновациллĕ технологисемпе усă кураççĕ. Хресченсен тухăçлă ĕçĕ республикăра пурăнакансене ял хуçалăхĕн паха продукцийĕпе тата апат-çимĕç продукчĕсемпе туллин тивĕçтерме май парать.
Социаллă политикăна тĕллевлĕн пурнăçласа пынине, экологи лару-тăрăвне йĕркеленине, наци сывлăхне çирĕплетнине пула демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен шучĕ, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсет.
Эпир çамрăк ăрăва хамăр халăхра йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса пăхса çитĕнтеретпĕр, аслă ăру çыннисемпе хальхи вăхăтри ĕçченсене хисеплеме вĕрентетпĕр.
2016 çулта Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. Этем аталанăвне инвестицисем хывни, кашни çынна хăйĕн пултарулăхĕпе туллин усă курма майсем туса пани пирĕн пĕрлехи çитĕнỹсен никĕсне йĕркелеççĕ.
Эпир паян пирĕн регион тулли вăй-хăватлă тата ырă малашлăхлă тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр. Хальхи Чăваш Ен - çĕр пин мехелпе палăрса тăракан сумлă çĕршыв, малашлăха ăнтăлакан, пысăк пĕлтерĕшлĕ плансене шанчăклăн пурнăçа кĕртекен регион.
Республикăра пурăнакансене тăван çĕре чăннипех юратнăшăн чĕререн тав тăватăп!
Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"