23 июня 2016 г.
Çакна 69 çулхи çамрăк мар хĕрарăм часах туйса илнĕ.
Хĕрарăм хăйĕн килĕнчен виçĕ юман юпа çухалнине асăрхасан, тỹрех кỹрши çине шутланă, мĕншĕн тесен лешĕ карта тытнă. Вăл 50 çулсенчи Евгений Ш. кỹрши патне каçнă та лешĕ мĕншĕн унăн юман юписене вăрланине тĕпчеме тытăннă. Кỹрши, ахăртнех, ăна отчет пама хатĕрленмен, хĕрарăма кăшкăрса пăрахнă, картишĕнчен куçран çухалма ыйтнă. Кăштахран арçынни хăй хĕрарăм патне çиллессĕн вĕçтерсе каçнă, харкашма тытăннă. Унтан йывăç патак илсе хĕрарăма аллисенчен çапса хĕнеме тытăннă. Çамрăк мар хĕрарăм, паллах, ăна хирĕç тăрайман. Медицина тĕрĕслевĕнче хĕрарăмăн аллисене сиенлесе ватса пĕтерни палăрнă.
Следстви пынă вăхăтра Евгений Ш. хăйĕн айăпне йышăннă, çапла лайăх мар пулса тухнăшăн ỹкĕннĕ. Кỹршĕ хĕрарăмĕ юман юписене вăрланине пĕлнĕшĕн тарăхса кайнипе хĕненине ăнлантарса панă. Наказание çăмăллатас тĕллевпе тĕпчеве кĕскен туса ирттерме ыйтнă, анчах инкек тỹснĕ хĕрарăм çакăнпа килĕшмен.
2016 çулхи майăн 31-мĕшĕнче хĕнекене Евгений Ш.-на айăплав акчĕ панă, ăна РФ уголовнăй кодексĕн 116 статйин 1 пайĕпе пăхнă преступлени тунă тесе айăплаççĕ. Асăннă уголовнăй ĕçе пăхса тухма районти миравай судьяна ярса панă, ун тăрăх айăпланакана тивĕçлĕ наказани параççĕ. Çапла вара патак никамшăн та шушкă мар.
Источник: "Ял ĕçченĕ"